Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑлах (тĕпĕ: ҫӑмӑл) more information about the word form can be found here.
«Эпӗ спортпа яланах туслӑ пулнӑ, мана футбол, волейбол вӑййисем килӗшеҫҫӗ. ГТО нормативӗсене пурнӑҫласа хамӑн вӑя тӗрӗслес терӗм. Йӗлтӗрпе 5 км чупса тухасси маншӑн ҫӑмӑлах пулмарӗ, 700 грамлӑ снаряд ывӑтассине вара чӑрмавсӑрах пурнӑҫларӑм. ГТО комплексӗн тӗрӗслевӗсем витӗр тухса ылтӑн паллӑна тивӗҫрӗм. Спорт ахаль пурнӑҫра та пулӑшать, сывлӑха та, кӑмӑла та ҫирӗплетет. Пурне те сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма, ГТО юхӑмне хутшӑнма сӗнетӗп. Спорт — вӑл пурнӑҫ!»

Help to translate

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Пире вӑл яслисемпе садсене ямасӑр чылай пурӑнчӗ, анчах та тӑватӑ ҫӑвара пӗр ӗҫ укҫипе тӑрантарма ҫӑмӑлах пулман ӗнтӗ.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ку ӗҫ ҫӑмӑлах пулмарӗ, мӗншӗн тесен ман умра Ленинӑн нимӗнле сӑнӳкерчӗкӗ те ҫукчӗ.

Help to translate

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Ҫук, Шура кӑмӑлне килме ҫӑмӑлах пулман ҫав…

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Хӑвӑн пурнӑҫу ҫинчен каласа парасси ҫӑмӑлах та мар вӑл, — терӗ Владимир Петрович, Иркутск чылаях хыҫа тӑрса юлсассӑн.

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тепӗр тесен, ӑнсӑртран кӑна тӗл пулнӑ ҫынна сӑнласа кӑтартма та ҫӑмӑлах мар пулӗ.

Help to translate

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Иванӑн ӗҫӗ капла пӑхма ансат пекчӗ те, ҫӑмӑлах та мар иккен ҫав.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Платун ҫӑмӑлах сывласа ячӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйсем эрнеренпе ҫӑкӑрсӑр, серте яшки ҫине кӑшт ҫӑнӑх лӑкаса ҫинипе ҫеҫ тӑранса пурӑнни ҫинчен тата ӗнер юлашки ҫӑнӑхӗ те пӗтни ҫинчен уҫҫӑн каласа пама ҫӑмӑлах мар Анука, ку вара упӑшкипе хуняшшӗ ятне ашшӗ-амӑшӗ умӗнче, пуринчен ытла ашшӗ умӗнче, намӑса кӗртни пулӗччӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аслӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче мӑшӑрланнӑ ҫамрӑксен пурнӑҫӗ ҫӑмӑлах пулман.

Help to translate

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Вӑрҫӑ ахрӑмӗллӗ саманан алли ҫав тери ҫирӗп те тимӗр сӑлӑплӑ пулнӑ, самай айваннисене халӑх хушшинче те ҫӑмӑлах пулман.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Фарӑсене сӳнтернине пула трактор ӑстарах ларнине тӗп-тӗрӗс палӑртма ҫӑмӑлах пулмарӗ.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Анчах ӑна сӑлтавласси ҫӑмӑлах пулмарӗ.

Help to translate

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Стасик урине кӑларма ҫӑмӑлах пулмарӗ.

Help to translate

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сӗтӗрме ҫӑмӑлах мар ӑна, вӑй пур ҫынна та самаях хашкана ертет.

Help to translate

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫирӗп командӑсӑр пирӗн пек пысӑк территори уйрӑмӗнче пур ӗҫе те вӑхӑтра татса пама ҫӑмӑлах мар.

Help to translate

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Жюри членӗсене чи лайӑхисене суйласа илме ҫӑмӑлах килмен.

Help to translate

Республикӑра хӳтӗлеме тивӗҫ пулнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%80%d0%b ... %bd%d3%91/

Унта калтасемпе ҫӗленсем нумай, анчах вӗсене курма ҫӑмӑлах мар.

Здесь много ящериц и змей, но заметить их нелегко.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Пуш-хирте пӗчченлӗхе тӳсме ҫӑмӑлах мар пулас…

— В пустыне все-таки одиноко…

XVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Шывӗ ҫывӑхне пыма та ҫӑмӑлах пулман.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed