Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ватӑ та ҫӑра туратлӑ ҫӳҫе йывӑҫҫисен хӳттинче вӑл сивӗрех лапкӑм пек йӑлтӑртатса тӑнӑ; шыв хупаххисем хушшипе ҫул уҫса, хӑйсем ҫине шыв сирпӗте-сирпӗте ҫӑвӑнса, унта хӗрле сӑмсаллӑ шап-шурӑ икӗ хур ярӑнса ҫӳренӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ирхи кун, ҫӑвӑнса тасалнӑн, ҫав тери янкӑррӑн, тӳлеккӗн ҫӗкленчӗ.
Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.
Глеб ӗҫрен таврӑнчӗ те (вӑл хӑма ҫуракан ҫӗрте ӗҫлет) ҫӑвӑнса тасалчӗ, урах тум тӑхӑнчӗ.Глеб пришел с работы (он работал на пилораме), умылся, переоделся…
Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.
Ҫитменнине тата, ҫӑвӑнса хӑтланни те унӑн йӑли таврашӗ пулман.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Поттер шыв юхса выртнӑ ҫӗрте ҫӑвӑнса тӑнӑ, тет.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫав ӗҫсенчен пушаннӑ хыҫҫӑн тин ӗшеннӗ ҫӗр уҫӑ ҫумӑрсемпе ҫӑвӑнса тасалса канма выртать.
Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/
– Элекҫей, сан мунчара ҫӑвӑнса илмелле пуль, шӑнса пӑсӑлӑн тата.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
1. Ҫавӑ кун Давид килӗпе Иерусалим ҫыннисемшӗн ҫылӑхсемпе тасамарсенчен ҫӑвӑнса тасалма ҫӑл уҫӑлӗ.1. В тот день откроется источник дому Давидову и жителям Иерусалима для омытия греха и нечистоты.
Зах 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Намӑса пӗлмен ҫын чӗлхипе ҫӑвӑнса кӗленет, анчах ӑшӗнче унӑн вут ҫунать.32. В устах бесстыдного сладким покажется прошение милостыни, но в утробе его огонь возгорится.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вилене сӗртӗннӗ хыҫҫӑн ҫӑвӑнса тасалакан кайран каллех вилене сӗртӗнсессӗн, малтан ҫӑвӑнса тасалнинчен ӑна мӗн усси пултӑр?
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Нееман, тарӑхса кайса, каялла ҫаврӑннӑ: вӑл ман патӑма хӑй тухать пулӗ, Ҫӳлхуҫа Туррийӗн ятне асӑнса, аллине ман суран ҫине хурса ӑна сыватать пулӗ тесеттӗм; 12. Дамаск юханшывӗсем — Авана тата Фарфар — Израиль шывӗсенчен аванрах мар-и вара? эпӗ ҫавӑнта ҫӑвӑнса тасалма пултараймастӑп-шим? тенӗ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ Вооз пирӗн хурӑнташ пулать, эсӗ шӑпах унӑн хӗрарӑм тарҫисемпе пӗрле ҫӳрерӗн; кӗҫӗр вӑл анкартинче урпа сӑвӑрать; 3. ҫӑвӑнса тасал, сӗрӗшпе сӗрӗн, [капӑр] тумтирне тӑхӑн, вара анкартине кай, анчах вӑл ӗҫсе-ҫисе тӑраниччен унӑн куҫӗ умне ан курӑн; 4. вӑл ҫывӑрма выртсассӑн, ӑҫта выртнӑ вырӑнне пӗл; вара ҫавӑнта пыр та ури вителӗкне сирсе ури вӗҫне вырт; мӗн тӑвассине вӑл сана хӑех калӗ, тенӗ.
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кам та кам пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗнет, ҫавӑ ҫичӗ кун хушши таса мар пулӗ; 12. виҫҫӗмӗш кунне тата ҫиччӗмӗш кунне унӑн ҫав [шывпа] ҫӑвӑнса тасалмалла, вара таса пулать; виҫҫӗмӗш тата ҫиччӗмӗш кунне ҫӑвӑнса тасалмасассӑн, таса мар пулать; 13. кирек кам та, пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗннӗ пулсассӑн, кайран тасалман пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫуртне ирсӗрлетет: ун пек ҫынна Израиль хушшинчен пӗтермелле, мӗншӗн тесессӗн вӑл тасатакан шывпа ҫӑвӑнман, вӑл таса мар, унӑн тасамарлӑхӗ хӑйӗн ҫинчех.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 18. ҫӑвӑнмашкӑн пӑхӑр савӑт ту, унӑн тӗпне те пӑхӑртан ту, ӑна пуху чатӑрӗпе парне вырӑнӗ хушшине ларт, унта шыв яр; 19. Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хӑйсен аллине, урине ҫавӑнтан ҫуса тӑччӑр; 20. вӗсен вилмелле ан пултӑр, ҫавӑнпа пуху чатӑрне кӗмелле чухне вӗсем шывпа ҫӑвӑнса тасалччӑр; парне вырӑнӗ патне Ҫӳлхуҫана парне кӳме пымалла чухне те 21. вӗсен вилмелле ан пултӑр, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен аллине, урине шывпа ҫуса тасатчӑр; ҫакӑ вӗсемшӗн, уншӑн тата унӑн тӑхӑмӗсемшӗн сыпӑкран сыпӑка пыракан ӗмӗрхи йӗрке пулӗ, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.