Шырав
Шырав ĕçĕ:
Якур ҫыхтарнӑ тутӑра салтса хӑварчӗ.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пурне те салтакла тӑхӑнтарнӑ, ӑмӑрткайӑклӑ чӗн пиҫиххисем ҫыхтарнӑ, йывӑҫ пӑшалсем тыттарнӑ…
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Суранӑра лайӑхрах ҫыхтарнӑ пулсан, хӑвӑршӑнах аван пулнӑ пулӗччӗ, ваше благородие, — терӗ хӑюсӑр Игнатьев: — хӗрсе кайнӑ чух кӑна ҫапла вӑл, нимех те мар пек туйӑнать, япӑхрах ан пултӑрччӗ, ав вӗт мӗнле ҫунтараҫҫӗ унта… чӑнах ара, ваше благородие.
13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Радуб тинех хӑйӗн суранӗсене ҫыхтарнӑ.
II. Ҫар сучӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Операци тума ӑна икӗ хӗр пулӑшнӑ; пурне те ӑнӑҫлӑ туса пӗтерсен, ҫав хӗрсем аманнӑ ҫынна таҫта, ҫурт ӑшнелле илсе кайрӗҫ; уҫӑ театрӑн сцени ҫине кӗнӗ пек, горницӑна, патак ҫине тӗренсе, урине васкавлӑн бинтпа ҫыхтарнӑ красноармеец кӗрсе тӑчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫакӑн пек татӑклӑн ответленӗ хыҫҫӑн клеткӑллӑ пиҫиххи ҫыхтарнӑ машина, хӑйне илсе пыраканӑн сӑмахне ӑнланнӑ пек пулса, вокзал умӗнчен татах илемлӗнрех те ҫӑмӑллӑнрах тапранса кайрӗ, клумбӑсенчен ҫаврӑнса иртрӗ те хӗвелпе хӗрнӗ тата лайӑх якатнӑ тӗксӗм-шурӑ шоссе тӑрӑх ҫӑмӑллӑн та ярӑнтарса чупса кайрӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вун-вуникӗ кун Яков Иванович патне кайса ҫыхтарнӑ хыҫҫӑн Энтрей ури юмахри пек хӑвӑрт тӳрленсе пычӗ.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980
13. Унтан Моисей Аарон ывӑлӗсене илсе пынӑ та, хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, вӗсене хитон тӑхӑнтартнӑ, пиҫиххи ҫыхтарнӑ, пуҫӗсене кидар тӑхӑнтартнӑ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Моисей ӗнтӗ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене илсе пынӑ та вӗсене шывпа ҫунӑ; 7. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарона хитон тӑхӑнтартнӑ, пиҫиххи ҫыхтарнӑ, унтан ӑна ҫиелти риза тӑхӑнтартнӑ, ун ҫийӗнчен ефод тӑхӑнтартнӑ, ӑна ефод пиҫиххийӗпе ҫавӑрса ҫыхса, ефодне ун ҫумне тачӑ ҫыхса хунӑ, 8. унтан ун ҫине кӑкӑрлӑх ҫакнӑ, кӑкӑрлӑхне урим тата туммим хунӑ, 9. пуҫне кидар тӑхӑнтартнӑ, кидар ҫине, мал енне, якатса ҫутатнӑ пӗчӗкҫӗ хӑма, сӑваплӑ ҫутанкка, ҫыпӑҫтарса хунӑ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан вӗсем патне пырса вӗсемпе калаҫнӑ; кайран вӗсем хушшинчен Симеона уйӑрса илсе, ӑна вӗсен куҫӗ умӗнчех ҫыхтарнӑ.И возвратился к ним, и говорил с ними, и, взяв из них Симеона, связал его пред глазами их.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1