Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырулӑхлӑ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Фольклорпа кулленхи калаҫу чӗлхинчен кӗске хушӑра куҫару чӗлхи, илемлӗ литература тата политикӑлла пропаганда чӗлхи пулса тӑнипе ҫамрӑк ҫырулӑхлӑ чӗлхесем пӗр вӑхӑта халӑх калаҫакан чӗлхерен самаях уйрӑлма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен халӑх чӗлхи литература чӗлхи хыҫҫӑн яланах ӗлкӗрсе пыраймасть.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫамрӑк ҫырулӑхлӑ чӗлхесем мӗнле аталанасси ҫав чӗлхесенчи диалектсем пӗр-пӗринчен мӗнле уйрӑлса тӑнинчен те килет.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫамрӑк ҫырулӑхлӑ чӗлхесен аталану ҫул-йӗрӗ пӗрешкел пулман, халӗ те пӗр пек мар, мӗншӗн тесен вӗсене аталанмалли условисем расна.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫӗнӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесем (вӗсенчен ытларахӑшӗ ҫырулӑх революци хыҫҫӑн кӑна туяннӑ) пурте тенӗ пекех, пӗр енчен, совет тапхӑрӗнче хӑйсен обществӑллӑ функцине ҫулсеренех сарса пычӗҫ, тепӗр енчен, хуллен-хулленех вырӑс чӗлхипе ылмашӑнас ҫул ҫине тухса пыраҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Кивӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесен (вырӑс, украин, белорус, грузин, армян, узбек, таджик, литва, эстон т. ыт. те) обществӑллӑ функцийӗ тулли те анлӑ: вӑл чӗлхесемпе пур тӗрлӗ литература пичетленет, вӑтам тата аслӑ шкулсенче усӑ кураҫҫӗ, государство учрежденийӗсем ӗҫлеҫҫӗ, ӗҫ хучӗсем ҫыраҫҫӗ т. ыт. те.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннине кура пирӗн ҫӗршыври чӗлхесене виҫӗ ушкӑна уйӑраҫҫӗ: 1) кивӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесем (вӗсен шучӗ 20 яхӑн), 2) ҫӗнӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесем (вӗсен шучӗ 50 яхӑн), 3) ҫырулӑхсӑр чӗлхесем (кусен шучӗ 60 яхӑн).

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed