Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырсах (тĕпĕ: ҫыр) more information about the word form can be found here.
— Сан патна эпӗ ҫырусем ҫырсах тӑнӑ-ҫке…

— Да ведь я писала тебе…

«Манӑн питӗ пурӑнас килет» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Бабтистсен проповедникӗ Гобсон та, Лот Хови дьякон та, Бен Рэкер та, Эбнер Шеклфорд та, Леви Белл адвокат та, Робинсон тухтӑр та, вӗсен арӑмӗсем те, тӑлӑх арӑм Бартли те… татах пур-ха та — кусем вара Питерӑн уйрӑмах ҫывӑх ҫыннисем, вӗсем ҫинчен тӑван ҫӗршывне те ҫырсах тӑратчӗ вӑл, ҫавӑнпа Гарви, кунта килсен, туссем часах тупать.

Там и Гобсон — баптистский проповедник, и дьякон Лот Хови, и Бен Рэкер, и Эбнер Шеклфорд, и адвокат Леви Белл, и доктор Робинсон, и их жены, и вдова Бартли… и… да много еще, только с этими Питер был всего ближе и писал о них на родину, так что Гарви знает, где ему искать друзей, когда сюда приедет.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ку шухӑш начар мар тесе йышӑнчӗ Том, ҫавӑнпа ӑна кӑранташӗпе ҫырсах хучӗ.

Том сказал, что это недурная мысль, взял и вписал ее карандашиком.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ ҫырсах тӑтӑм-ҫке? — мӑкӑртатрӑм эпӗ, ку тӗлӗк те, юмах та маррине ҫаплах ӗненмесӗр.

Я же писал тебе! — бормотал я, не веря тому, что все это не сон и не сказка.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫырусемсӗр чӑнах та кичем, куна эпӗ аван ӑнланатӑп, ҫавӑнпа сана ҫыру ҫырсах тӑнӑшӑн, мана манманшӑн тав тӑватӑп.

Я понимаю, как тоскливо без писем, и потому очень благодарна тебе, что ты меня не забываешь.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Малашне ҫырсах тӑрӑп.

Я буду писать тебе почаще.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анне те ман пата ҫырсах тӑрать, анчах кунсерен мар.

Мама мне тоже пишет, но не так часто.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ те ҫырсах тӑратӑп анне патне.

И я писал матери.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эп ӑна ҫырсах илтӗм.

Я даже списал его…

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сан патна ҫырусем ҫырсах тӑрӑп.

Help to translate

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

«Ҫаксене конспект ҫырсах вӗрен, унтан эпир татах калаҫӑпӑр…» — терӗ.

«Прочитай, говорит, все, а тогда мы еще побеседуем…»

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

 — «Курмастӑр-им, ҫырсах хунӑ вӗт-ха кунта: ҫав дьяк каласа пани», — тенӗ.

— Да чего лучше, тут и напечатано: рассказанная таким-то дьячком.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ӗненетӗн-и, пичӗсем ҫине ҫырсах хунӑ!

Веришь, на личиках так и написано!

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

М-овра выртрӑм, сана ҫырсах тӑтӑм та ответ кӗтсе илеймерӗм.

лежал в М-ове, писал тебе, но не получил ответа.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ленинградра чухне вӑл Кира патне ҫырсах тӑратчӗ, тен Кира е эсӗ хӑвах Катя ҫинчен мӗн те пулсан пӗлетӗр пулӗ?

Она переписывалась с Кирой, когда была в Ленинграде, — может быть, Кира или ты что-либо знаете о ней?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хампа пӗрле ҫӳрекен хӗр-тантӑшсем те манӑн аякра тус-йӗкӗт пуррине вӑл мана ҫыру ҫырсах тӑнине пӗлеҫҫӗ.

И подруги мои знали, что у меня есть где-то далеко друг джигит, который шлет мне письма.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир унпа пӗр-пӗрин патне ҫырсах тӑма сӑмах пӗтертӗмӗр, хамӑр туслӑха та ӗмӗр-ӗмӗрех упрама пултӑмӑр.

Но мы обещали писать друг другу и сохранить дружбу навсегда-навсегда.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Итлӗр-ха акӑ, эп ӑна ҫырсах илтем.

Вот послушайте, я списал её.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Чим-ха, — терӗ вӑл, — кӑна ҫырсах хумалла пулать, пымасӑр юлас марччӗ.

— Да, — сказал он, — нужно записать и не пропустить.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир ҫитнӗ ҫӗре Катя вагон пусми ҫинче тӑратчӗ, Бубенчиков карчӑксем унпа пӗр-пӗрне пӳле-пӳлех калаҫаҫҫӗ: «Ҫул ҫинче ан шӑн, япаласене ан вӑрлаттар, площадка ҫине ан тух, ҫитсенех телеграмма ҫаптар, ҫырусем ҫырсах тӑр», — теҫҫӗ вӗсем.

Когда мы приехали, Катя стояла уже на ступеньках вагона, и старухи Бубенчиковы наперебой наставляли ее: чтобы она не простудилась в дороге, чтобы вещи не украли, чтобы на площадку не выходила, чтобы телеграфировала, как доедет, чтобы кланялась и писала.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed