Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырнисене (тĕпĕ: ҫыр) more information about the word form can be found here.
Вӑр-вар та пултаруллӑ ик ҫыруҫа, Елихоферпа Ахняна, Сива ывӑлӗсене, каласа тӑрса ҫыртарнӑ вӑл вӗсене, кайран ҫав иккӗш ҫырнисене пӗрле хурса танлаштарнӑ.

Диктовал он их двум искусным и быстрым писцам, Елихоферу и Ахии, сыновьям Сивы, и потом сличал написанное обоими.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Механика пайӗнче ӗҫлекенсенчен нихӑшӗ те ҫакна тӗрӗслесе пӑхас темен, донесенисенче мӗн ҫырнисене шухӑшламасӑр алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Но в механическом отделе преспокойно утверждали получаемые данные, не стараясь вдуматься в их смысл.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Математикӑпа физика классикӗсем ҫырнисене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен пӑхса тухать.

Еще и еще раз он просматривал сочинения классиков математики и физики.

Вунпиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӗренекенсем Писарев, Добролюбов, Чернышевский ҫырнисене вуланӑ.

Воспитанники читали Писарева, Добролюбова, Чернышевского.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вуласа кӑлармалла мар ҫырнисене нумай курнӑ-ха эпӗ.

Мне случалось видеть неразборчивые почерки.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ тӳссе тӑраймарӑм тетраде ун аллинчен туртса илтӗм те: — Сана эпӗ хам ҫырнисене урӑх нихӑҫан та кӑтартмастӑп, — терӗм.

Я не вытерпел, вырвал из рук его мою тетрадку и сказал, что уж отроду не покажу ему своих сочинений.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Амӑшӗ ҫакӑн пек асӑрханса, аякран сӑмах тӗксе ҫырнисене вуласа тухсан, Алексей ҫемҫен кӑна кулса илчӗ.

Алексей улыбнулся трогательной старушечьей дипломатии.

9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ун патӗнче тӗрлӗрен ҫырса пынисене тупнӑ, анчах та вӑл хӑйне хӑй: ҫырнисене ӑнлантарса париччен луччӑ вилетӗп, темен.

У него нашли записи, и он не сказал себе: лучше умереть, чем расшифровать их.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Майӗпе Юлиус Фучик тӗрмере ҫырнисене пухса ҫитертӗм.

Постепенно я собрала тюремные записки Юлиуса Фучика.

Густа Фучик сӑмахӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ҫырнисене чӗре-чӗре пӑрахрӗ, лутӑркаса ывӑтрӗ, унтан каллех хӑй пӗлмен хӗрсем патне ответсем ҫырчӗ.

перечеркивал, комкал, снова писал ответы своим неизвестным корреспонденткам.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Муниципалитет право акчӗн тулли текстне официаллӑ сеть кӑларӑмӗнче пичетлесе кӑларнӑ (вырнаҫтарнӑ) чухне ун ҫумне графика тата таблица мелӗпе хушса хумалли калӑпӑшлӑ хушса ҫырнисене пичет кӑларӑмӗнче пичетлемеҫҫӗ.»;

В случае опубликования (размещения) полного текста муниципального правового акта в официальном сетевом издании объемные графические и табличные приложения к нему в печатном издании могут не приводиться.»;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №55 от 20 сентября 2018 г.

Пирӗн пӗр хутчен мар ыйтса ҫырнисене шута илчӗҫ.

Наши многочисленные обращения были услышаны.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ҫапла майпа ҫӗр ӗҫӗпе ытларах та ытларах кӑсӑкланма пуҫларӑм, кӗнекесемпе хаҫат-журналта та ҫак ыйтусемпе ҫырнисене вулама тӑрӑшаттӑм.

Help to translate

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Хӗрсемпе йӗкӗтсем чун пӑшӑрханӑвне пайланине, арӑмӗсем упӑшкисем айккине чупнине чӑтса пурӑннине, ӗҫлемесӗр ӗҫсе выртнине ҫырнисене вуланӑ хыҫҫӑн манӑн та чунӑма уҫас килчӗ.

Help to translate

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

А.С.Пушкинӑн прозӑпа ҫырнисене те чӑвашла куҫаракансем пулнӑ.

Были и те, кто переводил прозу А.С.Пушкина на чувашский язык.

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

13. Килнӗ чухне манӑн фелоне илсе кил — эпӗ ӑна Троадӑра Карп патне хӑвартӑм; тата кӗнекесене, пуринчен ытла сӑран ҫине ҫырнисене, илсе кил.

13. Когда пойдешь, принеси фелонь, который я оставил в Троаде у Карпа, и книги, особенно кожаные.

2 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ун чухне Иерусалимра пурӑнакансенӗн кӗнекине кӗртсе ҫырнисене — Сион ҫинче юлнисене, Иерусалимра сыхланса юлнисене — сӑваплисем теме тытӑнӗҫ.

3. Тогда оставшиеся на Сионе и уцелевшие в Иерусалиме будут именоваться святыми, все вписанные в книгу для житья в Иерусалиме,

Ис 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Давид Асафпа унӑн тӑванӗсене ҫавӑнта, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи умӗнче, яланах, кунсеренех арча умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ, 38. вӗсемпе пӗрле ӗҫлесе тӑмашкӑн Овед-Эдомпа унӑн тӑванӗсене — утмӑл сакӑр ҫынна — хӑварнӑ; Идифун ывӑлӗ Овед-Эдом тата Хоса вара хапха хуралҫисем пулнӑ, 39. Садок священникпа унӑн тӑванӗсене, священниксене, Гаваон сӑрчӗ ҫинчи кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ: 40. вӗсен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне вырӑнӗ ҫинче яланах, ирхине те, каҫхине те, парне кӳрсе тӑмалла пулнӑ, тата ытти ӗҫсене те, Ҫӳлхуҫа саккунӗнче ҫырнисене, Турӑ Израиле панӑ ӳкӗтсене, пурнӑҫласа тӑмалла пулнӑ; 41. вӗсемпе пӗрле Еманпа Идифуна та, ытти ҫынсене те, кашнине ятран каласа, суйласа илнӗ; вӗсен Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтаса тӑмалла пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе.

37. Давид оставил там, пред ковчегом завета Господня, Асафа и братьев его, чтоб они служили пред ковчегом постоянно, каждый день, 38. и Овед-Едома и братьев его, шестьдесят восемь человек; Овед-Едома, сына Идифунова, и Хосу - привратниками, 39. а Садока священника и братьев его священников пред жилищем Господним, что на высоте в Гаваоне, 40. для возношения всесожжений Господу на жертвеннике всесожжения постоянно, утром и вечером, и для всего, что написано в законе Господа, который Он заповедал Израилю; 41. и с ними Емана и Идифуна и прочих избранных, которые назначены поименно, чтобы славить Господа, ибо навек милость Его.

1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed