Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑмӑт пеккисене аван тунӑ мӗн, вӗсем протезсене рычажоксем ҫумне таччӑн ҫыпӑҫтарнӑ, урасене ача чухне коньки тӑхӑннӑ пек пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫуртсен чӳречисене, чӑн та, хутран тунӑ хӑюсемпе урлӑ-пирлӗ ҫыпӑҫтарнӑ ӗнтӗ, анчах ҫӗмрӗккисем питӗ сайра тӗл пулаҫҫӗ.Даже стекла в окнах, хотя и залепленные сетками бумажных полосок, за редким исключением, были целы.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл лавккине питӗрнӗ, хапхи ҫумне, ҫурта сутатӑп е тара паратӑп тесе, пӗлтерӳ ҫыпӑҫтарнӑ, вара ҫӗнӗ вырӑна ҫуранах утнӑ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл кил хушшинче хапха ҫумне туз ҫыпӑҫтарнӑ та пуля ҫине пуля тивертсе тӑрать.Нашли его на дворе, сажающего пулю на пулю в туза, приклеенного к воротам.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ваньӑн Ковалевран нумай-нумай япаласем ҫинчен ыйтса пӗлесси килнӗ, сӑмахран: тупӑпа епле тӗллеҫҫӗ, унтан епле переҫҫӗ, ҫак авӑрлӑ пӗчӗк кустӑрма мӗн вӑл, чехолсем айне мӗн пытарнӑ, шит ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ хут ҫине мӗн ҫырнӑ, орудирен час пеме пуҫлаҫҫӗ-и, тата ытти нумай-нумай ыйтусем пулнӑ унӑн.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ваня хӑй ҫӳллӗш туппӑн кустӑрми ҫумӗнче, унӑн чалӑш щичӗ ҫине ҫыпӑҫтарнӑ хут ҫине пӑхса тӑчӗ.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ваня куҫӗсене уҫрӗ те хӑй умӗнчех хыҫалтан хитре хут ҫыпӑҫтарнӑ пӗчӗк тӗкӗр, тӗкӗр ҫинче темӗнле ют, анчах та ҫав тери палланӑ ача сӑнне курчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ӑна ҫаралса кайнӑ пӗчӗк вӑрман тӗмӗсем, пӗр-пӗрин ҫине ҫыпӑҫтарнӑ евӗрлӗ сӑртсем, ишӗлсе аннӑ ҫуртсем курӑнаҫҫӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Тем сиксе тухман-ши унта тесе Тамара хӗллехи сивӗ ҫилсенчен хӳтӗленмелӗх ҫыпӑҫтарнӑ хутсене вистесе кантӑкне уҫрӗ, кӑсӑя вӗҫсе каякан еннелле тинкерчӗ, анчах нимӗн те курмарӗ.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Эпӗ те ҫӗрӗпех тӗлӗк курса выртрӑм, леш куҫӗ ҫине пластырь ҫыпӑҫтарнӑ эсрел испанецӗ ҫӗрӗпех ман хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳрерӗ, — ҫӗр айнех анса каймалла пултӑрччӗ унӑн.
27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫав кӗлле вӑл библири сӑмахсемпе хӑй пуҫӗнчен шухӑшласа кӑларнӑ проповедьсене хутӑштарса, вӗсене ҫӳхе цементпа ҫыпӑҫтарнӑ пек, ҫыпӑҫтарса хунӑ.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унччен ку енӗпе ӗҫлекен операторсем пленкӑсене татса ҫыпӑҫтарнӑ.До этого операторы, работающие в этой области, вырезали и клеили пленки.
Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
8. Ҫавӑнтах кашнийӗ хӑйӗн сӑмахне ҫырса, пичет пусса ҫыпӑҫтарнӑ та ӑна Дарий патша пуҫ вӗҫне хурса каланӑ: 9. патша вӑрансан, ӑна эпир ҫырнине парӗҫ; патшапа Персин виҫӗ аслӑ улпучӗ, мӗн ҫырнине тишкерсе, хӑшӗн сӑмахне ӑслӑрах тесе йышӑнӗҫ, ҫавна мала хурӗҫ, тенӗ.
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Веселеил ситтим йывӑҫӗнчен саккун арчи тунӑ; унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ; 2. ӑна шалтан та, тулашӗнчен те таса ылтӑн сӑрнӑ, ун тавра ылтӑн кӑшӑл туса ҫавӑрнӑ; 3. ун валли ылтӑнран тӑватӑ ункӑ шӑратса тунӑ, вӗсене аялти тӑватӑ кӗтессине ҫыпӑҫтарнӑ: икӗ ункине — унӑн пӗр енне, икӗ ункине — унӑн тепӗр енне.
Тух 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.