Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл вара чеен кулкаласа каларӗ: «Ҫук, хӳми питӗ ҫулӗ, эпир хамӑр — ҫылӑхлӑ ҫынсем, ҫылӑхӗ хӳме хыҫӗнче пурӑнать, ӑнлантӑн-и?»
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Тӳррипе каласан тата уншӑн мӗн ҫылӑхӗ пултӑр!
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
18. Ӗнтӗ ҫапла пулса тухать: пӗрин ҫылӑхӗ пур ҫынна та айӑпа кӗртнӗ, Пӗрин тӳрӗлӗхӗ пур ҫынна та тӳрре кӑларса ӗмӗр пурӑнмалла тӑвать.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗрин ҫылӑхӗ пурне те вилмелле тунӑ пулсассӑн, Турӑ тивлечӗ — пӗр Ҫын урлӑ, Иисус Христос урлӑ, нумайӑшне панӑ ырӑлӑх — калама ҫук пысӑк.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй тӑванӑмсем! сирӗнтен хӑшӗ те пулин чӑнлӑх ҫулӗнчен пӑрӑнса кайсан, ӑна кам та пулин каялла ҫавӑрсан, 20. ҫавӑ вара пӗлсех тӑтӑр: ҫылӑхлӑ ҫынна йӑнӑш ҫул ҫинчен каялла ҫавӑраканӗ чуна вилӗмрен хӑтарать, хӑйӗн те темӗн чухлӗ ҫылӑхӗ каҫарӑнать.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ҫавӑнпа калатӑп сана: вӑл ҫапла хытӑ юратнӑран унӑн нумай ҫылӑхӗ каҫарӑнать; камӑн ҫылӑхӗ сахал каҫарӑнать, вӑл юратасса та сахал юратать, тенӗ.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫавӑнпа калатӑп сире: ҫынсенӗн кирек мӗнле ҫылӑхӗ те, вӗсем кирек мӗнле хурлани те каҫарӑнӗ; Таса Сывлӑша хурлани каҫарӑнмӗ; 32. Этем Ывӑлне хирӗҫ калакана каҫарӗҫ, Таса Сывлӑша хирӗҫ калакана ку тӗнчере те, леш тӗнчере те каҫармӗҫ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Анчах вӑл сӑваплӑн вилекенсем валли чаплӑ тивлет хатӗрлесе хунӑ тесе шухӑшланӑ, — мӗн тери таса та сӑваплӑ шухӑш! — ҫавӑнпа ӗнтӗ вилнисемшӗн ҫырлахтаракан парне кӳнӗ, вӗсенӗн ҫылӑхӗ каҫарӑнтӑр тенӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ефремӗн йӗркесӗр ӗҫӗсем пӗр ҫыхха ҫыхӑннӑ, унӑн ҫылӑхӗ сыхланса юлнӑ.
Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Халӗ вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗ ҫумне татах ҫылӑх хушрӗҫ: хӑйсем ӑнланнӑ пек, кӗмӗлӗнчен хӑйсем валли йӗрӗх шӑратса турӗҫ, — ку пӗтӗмпех алӑстисен ӗҫӗ, — ӗнтӗ парне кӳрекен ҫынсене калаҫҫӗ: «пӑрусене чуптӑвӑр!» теҫҫӗ.
Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Израиль ҫылӑхӗ — Авенри тӳпем вырӑнсем — тӗп пулӗҫ; вӗсен чӳк вырӑнӗсем пулнӑ ҫӗрте йӗплӗ курӑкпа ҫумкурӑкӗ ӳссе ларӗ, вара вӗсем тусене: «хупласа илӗр пире» тейӗҫ, сӑртсене: «йӑтӑнса анӑр пирӗн ҫине!» тейӗҫ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эсир: «мӗншӗн ашшӗ ҫылӑхӗ ывӑлне тивмест?» тетӗр.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑн урлӑ Иаковӑн йӗркесӗр ӗҫӗ пӑрахӑҫланӗ; вӑл чӳк вырӑнӗсен чулӗсене тӗпренчӗк акшар тусассӑн, Астарта юписемпе тӗтӗрмелли вырӑнсене пӗтерсессӗн унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Ис 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл ҫылӑх турӗ пулсассӑн — ҫылӑхӗ хӑй ҫинчех; тупа тӗлӗшӗнчен тимсӗр пулсассӑн икӗ хут ытларах ҫылӑха кӗрет; 13. кӑлӑхах тупа турӗ пулсассӑн тӳрре тухаймасть, унӑн кил-ҫуртне хӗн-хур пусса илет.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсем Унран пытанса юлайман, вӗсен пӗтӗм ҫылӑхӗ — Ҫӳлхуҫа умӗнче.17. Не утаились от Него неправды их, и все грехи их - пред Господом.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӗллинче пире ӳпкелесессӗн, вӑл кӗлтуни ҫылӑха пултӑр; 8. унӑн кунҫулӗ кӗске пултӑр, унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр; 9. унӑн ачисем тӑлӑха юлччӑр, унӑн арӑмӗ тӑлӑх пултӑр; 10. унӑн ачисем сӗтӗрӗнсе ҫӳреччӗр, ыйткаласа пурӑнччӑр, кӗллесе ҫӳреччӗр, вӗсене ишӗлнӗ кил-ҫуртӗнчен те хӑваласа кӑларччӑр; 11. кивҫен параканӗ унӑн мӗн пуррине йӑлтах туртса илтӗр, ӗҫленӗ ӗҫне ют ҫынсем ҫаратса кайччӑр; 12. унӑн хутне кӗрекен ан пултӑр, унӑн тӑлӑх ачисене хӗрхенекен ан пултӑр; 13. унӑн ачи-пӑчи пӗтмелле пултӑр, вӗсенӗн ячӗ тепӗр сыпӑкрах ҫухалтӑр; 14. унӑн ашшӗсен йӗркесӗрлӗхне Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнччӑр, амӑшӗн ҫылӑхӗ те ан ҫухалтӑр; 15. Ҫӳлхуҫа вӗсене яланах курса тӑтӑр, вӗсенӗн ятне ҫӗр ҫинчен пӗтертӗр, 16. мӗншӗн тесессӗн вӑл ырӑ тӑвас тесе шухӑшламарӗ, чухӑна, мӗскӗн ҫынна, аптӑраса ӳкнӗ ҫынна хӗсӗрлерӗ, вӗлерттересшӗн пулчӗ; 17. ылханма юрататчӗ, ылханӗ хӑйнех ҫитӗ; пиллӗхе кӑмӑлламарӗ, пиллӗх унран пӑрӑнса кайӗ; 18. ылхана тумтир тӑхӑннӑ пек тӑхӑнтӑр, вӑл ун ӑшне шыв пек кӗрсе кайтӑр, шӑмми-шаккине йывӑҫ ҫӑвӗ пек витертӗр; 19. вӑл уншӑн — тӑхӑнакан тумтирӗ вырӑнне, яланах ҫыхса ҫӳрекен пиҫиххийӗ вырӑнне пултӑр.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсен чӗлхи каланӑ сӑмах — вӗсен ҫӑварӗн ҫылӑхӗ; вӗсем хӑйсен мӑнаҫлӑхӗпе ҫакланччӑр.
Пс 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Унсӑрӑн вӑл ҫылӑхӗ ҫумне ҫылӑх хушӗ — Турӑран татӑлса ӳкӗ, пирӗн хушшӑмӑрта алӑ ҫупса ҫӳрӗ, Турра хирӗҫ тата ытларах каласа тултарӗ.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ чӑнахах та ҫылӑха кӗнӗ пулсассӑн, ҫылӑхӗ хампа пӗрлех юлӗ.4. Если я и действительно погрешил, то погрешность моя при мне остается.
Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Туррӑмӑр, илтсемччӗ пире, пирӗнтен епле йӗрӗнсе кулаҫҫӗ, вӗсен хӑртса каланӑ сӑмахӗсене хӑйсен пуҫӗ ҫинех ҫавӑр; вӗсем тыткӑна, ют ҫӗре лекчӗр, мӑшкӑл курччӑр, 5. вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ан каҫар, вӗсен ҫылӑхӗ те Сан умӑнта ан ҫухалтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӳме юсакансене кӳрентерчӗҫ!
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.