Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Вӑл нимӗнле ҫылӑх та туман, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ултавлӑ сӑмах тухман; 23. Хӑйне усал сӑмахпа хӑртсан та, хирӗҫ усал каламан; асапланнӑ чухне юнаса калаҫман, тавӑрассине тӗрӗс Тӳре аллине панӑ; 24. пире ҫылӑхран хӑтарса тӳрӗ пурӑнтарасшӑн, пирӗн ҫылӑхсене Вӑл Хӑйӗн ӳчӗпе йывӑҫ ҫине Хӑй ҫӗкленӗ: эсир Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кирек кам та хӑй ӳчӗ илӗртнӗ хыҫҫӑн кайса улталаннипе асап курать; 15. ӳт асма пуҫлать те ҫылӑха кӗртет, тунӑ ҫылӑхран вилӗм пуҫланать.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Лешӗсем ун патне килсе ҫитсессӗн, вӑл вӗсене каларӗ: Асийӑна килнӗ кунранпа эпӗ сирӗн патӑрта мӗнле пурӑннине эсир пӗлетӗр: 19. эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн пур тӗлӗшрен те йӑвашшӑн, куҫҫуль юхтарса, иудейсен каварлӑхӗсене пула хӗн-хур тӳссе ӗҫлесе тӑтӑм; 20. эпӗ сирӗншӗн усӑллӑ пулма пултарнине нимӗн те сиктерсе хӑвармарӑм: сире пӗтӗм халӑх умӗнче те, килӗрсенче те вӗрентрӗм; 21. Турӑ умӗнче ҫылӑхран ӳкӗнмеллине, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненме кирлине иудейсене те, эллинсене те кала-кала кӑтартрӑм.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Павел каланӑ: Иоанн ҫынсене хӑй хыҫӗнчен Килекене, Христос Иисуса, ӗненме ӳкӗтлесе, ҫылӑхран ӳкӗнтерсе шыва кӗртнӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӑл килес умӗн Иоанн пӗтӗм Израиль халӑхне ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме вӗрентсе ҫӳренӗ; 25. хӑй ӗҫне туса пӗтерес умӗн Иоанн каланӑ: «эсир мана кам вырӑнне хуратӑр? эпӗ — Вӑл мар; акӑ ӗнтӗ ман хыҫҫӑн килет, эпӗ Унӑн ури сыррине салтма та тивӗҫлӗ мар» тенӗ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иоанн вара Иордан шывӗ таврашӗнче пур тӗлте те ҫылӑх каҫарттармашкӑн ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме вӗрентсе ҫӳренӗ.
Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем вара кайнӑ та ҫылӑхран ӳкӗнме вӗрентсе ҫӳренӗ; 13. усалсене нумайӑшне хӑваласа кӑларнӑ, чирлӗ ҫынсене нумайӑшне ҫу сӗрсе сыватнӑ.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пушхирте вӑл ҫылӑх каҫарттармашкӑн ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме вӗрентнӗ.крестя в пустыне и проповедуя крещение покаяния для прощения грехов.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпӗ сире ҫылӑхран ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп, ман хыҫҫӑн Килекенӗ манран хӑватлӑ, эпӗ Унӑн ури сыррине йӑтса пыма та тивӗҫлӗ мар.11. Я крещу вас в воде в покаяние, но Идущий за мною сильнее меня; я не достоин понести обувь Его;
Мф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Эпӗ хуравласа каларӑм: пӗлетӗп, хуҫамӑм: Ҫӳлти Турӑ — хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ҫавӑнпа та Вӑл халлӗхе тӗнчене килейменнисене каҫарать, 63. Хӑйӗн саккунне пӑхӑнса ҫылӑхран ӳкӗнекенсене хӗрхенет.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Эпӗ хуравласа каларӑм: акӑ манӑн пӗрремӗш те юлашки сӑмахӑм: ҫӗр Адама ҫуратман пулсассӑн аванрах пулатчӗ, ҫуратнӑ пулсассӑн ӑна ӗнтӗ ҫылӑхран тытса чармаллаччӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Вара пурте пытаннӑ вӑрттӑнлӑха уҫса паракан сӑваплӑ Ҫӳлхуҫа Тӳрене мухтавланӑ, 42. вӗсем кӗлтунӑ, тунӑ ҫылӑх пачах ҫухалтӑрччӗ тесе тархасланӑ; мухтавлӑ Иуда пуҫ хунисен айӑпӗпе мӗн пулса иртнине хӑйсен куҫӗпе хӑйсем курнӑ халӑха ҫылӑхран сыхланса пурӑнма ӳкӗтленӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнче чӑнлӑх саккунӗччӗ, унӑн ҫӑварӗнчен суя тухмастчӗ; Манпа пӗрле вӑл канӑҫлӑхпа, тӳрӗлӗхпе ҫӳретчӗ, нумайӑшне ҫылӑхран сивӗтетчӗ.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Израиль, Гива хулинче тунӑ ҫылӑхран та пысӑкрах ҫылӑха кӗтӗн эсӗ; унта вӗсем тытӑнса юлчӗҫ-ха; Гаваонра усаллӑх ывӑлӗсене хирӗҫ пынӑ вӑрҫӑ вӗсем патне ҫитеймерӗ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Сиона Ҫӑлаканӗ, Иаковӑн ҫылӑхран пӑрӑннӑ ывӑлӗсене Ҫӑлаканӗ килӗ, тет Ҫӳлхуҫа.20. И придет Искупитель Сиона и сынов Иакова, обратившихся от нечестия, говорит Господь.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Сутуҫӑ ҫылӑхран аран сыхланса тӑрать, хупахра сутакан вара ҫылӑхран хӑтӑлаймасть.27. Купец едва может избежать погрешности, а корчемник не спасется от греха.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ялан патак ҫиекен чура суранран хӑтӑлса ҫитеймен евӗр, ялан Святой ячӗпе тупа тӑвакан та ҫылӑхран тасалаймасть.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫылӑхран ҫӗленрен тарнӑ пек тар: ун патне пырсассӑн, сана сӑхать вӑл.2. Беги от греха, как от лица змея; ибо, если подойдешь к нему, он ужалит тебя.
Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑшӗ ҫитмен пурӑнӑҫ пирки ҫылӑхран ҫӑлӑнса юлать, лӑпкӑ пурӑннине пула вӑл ӳкӗнсе асапланмӗ.21. Иной удерживается от греха скудостью, и в этом воздержании он не будет сокрушаться.
Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫылӑхран тасалма пуҫланӑ ҫынна ан намӑслантар, асту: пирӗн пуринӗн те айӑп пур.6. Не укоряй человека, обращающегося от греха: помни, что все мы находимся под эпитимиями.
Сир 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.