Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Ҫӑкӑрна сӑваплӑ ҫынсен тупӑкӗ патӗнче валеҫ, анчах ҫылӑхлӑ ҫынсене ан пар.17. Раздавай хлебы твои при гробе праведных, но не давай грешникам.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫавӑн ҫинчен ҫырнине тупӑн та ҫак хула сутӑнчӑк хула, патшасемпе хуласене пӑлхатса тӑнӑ хула пулнине, 23. иудейсем вара унта яланах кавар тӑвакан ҫылӑхлӑ ҫынсем пулнине, ҫак хулана шӑпах ҫавӑнпа аркатнине вуласа пӗлӗн. 24. Халӗ патша хуҫамӑра ҫакна пӗлтеретпӗр: ҫак хулана туса пӗтерсессӗн, ун хӳмисене юсаса ҫавӑрӑнсассӑн, санӑн Келе-Сирипе Финикийӑна ҫӳреме ҫул пулмӗ».
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Перси патшинче Артаксеркс ларнӑ вӑхӑтра Вилем, Мифридат, Тавеллий, Рафим, Веелтефм, Самеллий ҫыруҫӑ тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем, Самарире тата ытти вырӑнта пурӑннӑскерсем, патша патне ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: 17. «Артаксеркс патшана, хуҫамӑра — санӑн чурусем: пулни-иртнине ҫырса пыракан Рафимпа Самеллий ҫыруҫӑ, вӗсен канашӗнчи ытти ҫынсем, Келе-Сирипе Финикийӑра тӑракан тӳресем. 18. Патша хуҫамӑр паянтан пӗлсе тӑтӑрччӗ: сирӗн патӑртан пирӗн пата тухса килнӗ иудейсем Иерусалима, ҫак ҫылӑхлӑ та ултавлӑ хулана, ҫитсессӗн унти урам тӑваткӑлӗсене тирпейлеме тытӑнчӗҫ, хӳмине хӑпартаҫҫӗ, Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хываҫҫӗ. 19. Ҫапла ӗнтӗ, ҫак хулана туса лартсассӑн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, вӗсем хырҫӑ тӳлеме те килӗшмӗҫ, ун пек ҫеҫ мар-ха, патшасене те хирӗҫ тӑрӗҫ. 20. Ӗнтӗ Турӑ Ҫуртне тума тытӑнчӗҫ те, эпир ҫакӑн ҫинчен шарламасӑр тӑрар мар терӗмӗр, 21. патша хуҫамӑра тата ҫакна та пӗлтересшӗн: эсӗ аҫусенӗн кӗнекисене пӑхса илме кӑмӑл тумӑн-ши?
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, сӑваплисенӗн Турри, сӑваплисенчен — Авраамран, Исаакран, Иаковран, Хӑвӑн умӑнта ҫылӑха кӗменнисенчен — ӳкӗнӗҫ ыйтман Эсӗ, манран, ҫылӑхлӑ ҫынран, ӳкӗнӗҫ ыйтатӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫылӑхӑмсем тинӗс хӑйӑрӗнчен те нумайрах [ж].
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑв нумай ырӑлӑхлӑ пулнӑран Эсӗ ӳкӗнекенсене йышӑнма, Хӑв умӑнта ҫылӑха кӗнисене каҫарма пулнӑ; ҫылӑхлӑ ҫынсем ӳкӗнсессӗн, вӗсене ҫӑлса хӑвармашкӑн Эсӗ, питех те ырӑ пулнӑран, вӗсене ӳкӗнӗҫлӗ тунӑ [е].
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Замврий, хулана туртса илнине курсассӑн, патша керменӗн шалти пӳлӗмне кӗнӗ те хӑй хыҫҫӑн ҫурта вут тивертнӗ, пушарта хӑй те пӗтнӗ, 19. хӑй ҫылӑхӗсемшӗн, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ ҫылӑхлӑ Иеровоам ҫулӗпе кайнӑшӑн, ҫапла Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗшӗн вилнӗ те вӑл.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вааса Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн ҫылӑхлӑ ҫулӗпе ҫӳренӗ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе Израиле ҫылӑха кӗртнӗ ашшӗн ҫылӑхлӑ ҫулӗпе кайнӑ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вара Саул каланӑ: халӑх пуҫлӑхӗсем пурте кунта килччӗр те халӗ кам ҫылӑхлине тӗпчесе пӗлччӗр; 39. Израиле ҫӑлса хӑварнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, эхер те Ионафан ывӑлӑм ҫылӑхлӑ пулса тухсассӑн, вӑл та вилетех, тенӗ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан ҫӗрӳ ҫинче хӑвӑн пӗр-пӗр килӳ-ҫуртунта тӑванусенчен кам та пулин кӗлмӗҫе юлса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӳне ан хытар, кӗлмӗҫ тӑвану умӗнче хыт кукар ан пул, 8. уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, ӑна мӗн ҫитменнине кирлӗ таран кивҫен пар; 9. сыхлан, чӗрӳне: «акӑ ӗнтӗ ҫиччӗмӗш ҫул, каҫармалли ҫул, ҫывӑхарса килет» текен ҫылӑхлӑ шухӑш ан кӗтӗр, ҫавна май кӗлмӗҫ тӑвану ҫине хӗрхенмесӗр пӑхасси ан пултӑр санӑн, памасӑр тӑрасси ан пултӑр; унсӑрӑн вӑл, сана ӳпкелесе, Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑнӗ те, эсӗ [пысӑк] ҫылӑха кӗрӗн; 10. пар ӑна, [мӗн чухлӗ ыйтнине, мӗн чухлӗ кирлине кивҫен пар ӑна,] анчах панӑ чухне чӗрӳ пӑшӑрханнӑ ан пултӑр: ӑна панӑшӑн сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пур ӗҫӳнте те, ху аллупа мӗн тӑвас тенине те пӗтӗмпех пиллӗх парса тӑрӗ; 11. кӗлмӗҫсем [санӑн] ҫӗрӳ ҫинче пурӑнакансем хушшинче яланах пулӗҫ, ҫавӑнпа хушатӑп та сана: хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче тӑвану умӗнче, чухӑн умӗнче, кӗлмӗҫ умӗнче уҫӑ кӑмӑллӑ пул.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Халӗ ӗнтӗ аҫӑрсем вырӑнне эсир, ҫылӑхлӑ йӑх-ях, пӑлханатӑр, Израиле тарӑхса ҫитнӗ Ҫӳлхуҫа ҫиллине тата ытларах хаярлататӑр.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 37. Елеазара — Аарон ывӑлне, священника — кала: вӑл ҫунса кайнисен [пӑхӑр] тӗтӗркӗчӗсене пуҫтарса илтӗр те унти вут-кӑвара кӑларса ывӑттӑр, 38. мӗншӗн тесессӗн ҫак ҫылӑхлӑ ҫынсен тӗтӗркӗчӗсем вӗсен вилӗмӗпе тасалӑх тивлечӗ илчӗҫ ӗнтӗ, халӗ ҫав тӗтӗркӗчсене парне вырӑнне витме ҫапса сарччӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫынсем вӗсене Ҫӳлхуҫа умне илсе килнӗччӗ, вӗсем тасалӑх тивлечӗ илчӗҫ ӗнтӗ; вӗсем Израиль ывӑлӗсене астутаракан паллӑ пулӗҫ, тенӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Содом ҫыннисем усал пулнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче питӗ ҫылӑхлӑ пулнӑ.13. Жители же Содомские были злы и весьма грешны пред Господом.
Пулт 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хальхи тӗнче вӑл Библири ҫылӑхлӑ хуласенчен — Содомпа Гоморрӑран — та иртсе кайнӑ.
Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05
Пӗтӗм элек ҫӑмхи ҫакӑнта сӳтӗлет, элеклӗ сӑмах ҫуртран ҫурта ҫитсе ҫылӑхлӑ халӑха та вӑтантарать; кунта хӗр ҫураҫаҫҫӗ, юмӑҫ пӑхтараҫҫӗ, пулас туйсене пӑсаҫҫӗ.
X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хырӑмӗ ҫинче аллисене хӗреслетсе тытса, ура ҫинчех тӑчӗ вӑл, ҫак ҫылӑхлӑ тӗнче тӑрӑх унӑн чӑнласах та ҫӳресси килмерӗ.Он стоял, сложив руки на животе и ему явно не хотелось совершать путешествия по грешному миру.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пуп ыйтӑвӗсене хирӗҫ: «Ҫылӑхлӑ, пачӑшкӑ», — тесе пилӗк хутчен каларӗ тӗ ыйтать: «Митрий атте, леш тӗнчере утсем пур-и?»
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Халӗ сана акӑ мӗн хушатӑп: сан патра хваттерте пурӑнакан ҫын киле таврӑниччен, вӑл манпа асап курса ҫӳренӗ вӑхӑтра, пирӗншӗн, ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн, кӗлту, ватӑ кӗсре!
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.