Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑх the word is in our database.
ҫывӑх (тĕпĕ: ҫывӑх) more information about the word form can be found here.
Ырӑ ӗҫ тунӑ чух — чи ҫывӑх тус.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ҫапах та ҫывӑх ҫыннине манмаҫҫӗ, ун патне час-час килсе ҫӳреме тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Нуша курсан та хуҫӑлман // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %b0%d0%bd/

Инкек кӗпе аркинчен те ҫывӑх теҫҫӗ халӑхра, пӗр ҫамрӑк хӗр патне те систермесӗр ҫитнӗ вӑл.

Help to translate

Инкек куҫа курӑнмасть // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/in ... -kurnmastj

Николай Ивановичӑн сывлӑхӗ ан хавшатӑр, ырӑ шанӑҫпа хастарлӑхӗ нихӑҫан та ан иксӗлччӗр, ҫывӑх ҫыннисем хӑйсен тӑрӑшулӑхӗпе тата тимлӗхӗпе савӑнтарччӑр.

Help to translate

Ватӑ ҫынна - чыс та хисеп // О. СЛАВИНА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/va ... s-ta-hisep

Вӑл хӑй ирӗкӗпе кайнӑ, мӗншӗн тесен чӑн-чӑн арҫын ҫывӑх та тӑван ҫынсем вут ҫулӑмӗ ҫинче чухне айккинче пулмалла мар тесе шутлать.

Help to translate

Зианчура районӗнчи боец СВОн малти лининчен сӑвӑсем ярса парать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3763323

Ку ӗҫре опыт пурри тата ҫывӑх ҫынсем юнашар пулни, пулӑшни кирек хӑҫан та ӑнӑҫу кӳрет.

Help to translate

Чун туртнипе ӗҫлени ялан тухӑҫ парать // А.ТУВАНСКАЯ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/ch ... tuh-paratj

Ҫулталӑкран Ваня киле тӗрӗс-тӗкел таврӑнасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ унӑн ҫывӑх ҫыннисем.

Help to translate

Ҫамрӑка салтака ӑсатрӗҫ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11949-camr-k ... aka-satr-c

Пӗлмеллех хальхи ӑрусен ҫывӑх ҫыннӑмӑрсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен.

Help to translate

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Ҫакӑн чухне 5-шне вӗлернӗ, 7-шне тыткӑна илнӗ, хӑй бригада штабне илсе ҫитернӗ, - ҫывӑх ҫыннин паттӑрлӑхӗ ҫинчен интереслӗ пулӑмсем каласа парать шкул ачи.

Help to translate

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Калӑн, мӑн аслашшӗпе пӗрле хӑй те вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ витӗр утса тухнӑ тесе, ҫывӑх ҫыннин кашни паттӑрлӑхӗ ҫинчен пӗлет.

Help to translate

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Ку ҫеҫ те мар, ҫывӑх ҫыннисен вӑрҫӑри ҫул-йӗрне йӗрлеҫҫӗ, шырав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ, тӗпчев ӗҫӗсем ҫыраҫҫӗ.

Help to translate

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Ҫывӑх ҫыннисем ашшӗ-амӑшне пӗр самант та тимлӗхсӗр хӑвармарӗҫ.

Help to translate

Ҫӗнтерӳшӗн тавах, ветеран! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/centeryshen-tavax ... eran!.html

Халӗ ӗнтӗ Левен Стервиза мӗн тери паха вӑрман тиесе тухса кайма ирӗк панӑшӑн та пӑшӑрханкаласа илет — чавса ҫывӑх та, ҫыртма ҫук.

Help to translate

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Парнене вара мӗн ӗмӗртен ҫывӑх ҫынна: тӑвана, хурӑнташа, пӗлӗше — туса панӑ.

Help to translate

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Чавса ҫывӑх — ҫыртаймастӑн.

Help to translate

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Каплах кам чӑрсӑрланнине ӑнкараймасӑр, самай хӗрсе ҫитнӗскерсем, унччен чи ҫывӑх тӑвансем пек ыталашса ларнӑскерсем, кӗрлесе ҫуннӑ ҫӗре шыв сапма пӑхаҫҫӗ: шыва пула паклатать те бензин тата ҫӗнӗ хӑватпа ҫунатланма тытӑнать.

Help to translate

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«199,3 миллион тенкӗ ҫывӑх вӑхӑтра Элӗк, Вӑрнар, Комсомольски, Вӑрмар, Шупашкар, Елчӗк, Тӑвай муниципаллӑ округӗсене, Улатӑр тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене ҫитӗ. Муниципаллӑ культура учрежденийӗсен клубӗсене тӗпрен юсама 2024 ҫулта муниципаллӑ округсене 127,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ. Пӗтӗмӗшле каласан, ялти культура ҫурчӗсене ҫӗнетессипе ӗҫ планпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Ҫав шутра РФ Президенчӗ В.Путин пуҫарса янӑ «Культура» наци проекчӗ шайӗнче те.

Help to translate

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

«Владимир Сергеев, пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗскер, маншӑн ывӑл пекех ҫывӑх, унӑн тӑван ҫӗршыв умӗнчи паттӑрлӑхӗ, хӑюлӑхӗ пирӗн чӗресенче ӗмӗр упранӗ, ячӗ ӗмӗр манӑҫми», - терӗ Василий Викторович.

Help to translate

Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v

Ку вӑл ҫынсем ҫинчен, кирек хӑш вӑхӑтра та ҫын пулса юлмалли, пӗр-пӗрне пулӑшмалли, ҫывӑх ҫынсемшӗн тӑрӑшмалли, вӑйсӑррисене хӳтӗлемелли ырӑ та чун-чӗреллӗ повесть.

Help to translate

Ситекпуҫӗнче "Ачасене вӑрҫӑ ҫинчен вулатпӑр" акци иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3758615

Тата мероприятисене Афганистанри ҫапӑҫу ветеранӗсен канашӗн председателӗ Вильмир Ахметзянов, районти ветерансен Совечӗн председателӗ Рафаэль Ибраев, «Защитники Отечества» фондӑн социаллӑ координаторӗ Рамиль Мухтасимов, призывниксен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем, ҫавӑн пекех райцентр шкулӗсенче вӗренекенсем хутшӑннӑ.

Help to translate

Пишпӳлекре Призывник кунӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3755469

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed