Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӗ вӗсем ҫак ылханлӑ вырӑн патнех ҫывхарчӗҫ, пӗр-пӗрне пытармасӑр калама вӑтанаҫҫӗ пулин те, иккӗшӗ те шикленкелесе утрӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Аякран, ҫыранпа ту урлӑ, темӗнле вӑй тӗртнипе, ҫӑмӑллӑн шӑвакан кашта пекех туйӑнать вӑл, Акӑ ӗнтӗ, тинӗс хӗрринчи ҫынсем хускалса илчӗҫ, пӳрнепе пӗрне-пӗри кӑтартаҫҫӗ, инҫетелле пӑхаҫҫӗ; вара пурте калаҫкаласа, шавлакаласа йывӑҫ сарнӑ пирс патнелле ҫывхарчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫав тискер кайӑксем ҫыран хӗрне ҫывхарчӗҫ те шыва кӗрсе кайрӗҫ, уҫӑлас тесе пулас, шывра шапӑлтатма, ҫӑвӑнма тытӑнчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Иван Иванычпа Егорушка ун патне ҫывхарчӗҫ.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тӗрӗксем, хӑйсене пеменне кура, хӑюллӑрах пула пуҫларӗҫ, чулсем ҫийӗн вӗсем тата аяларах анчӗҫ те йӑлӑмалла ҫывхарчӗҫ.
XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ҫапла, ара, — сӑмахне малалла тӑсать лешӗ, — юлашки кунсем ҫывхарчӗҫ: чӗлхе чӗлхене хирӗҫ, патшалӑх патшалӑха хирӗҫ тӑрать…— Да, да, — продолжает та, — пришли последние дни: восстанет язык на язык, царство на царство…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Паҫӑр инҫетре ӳксе ҫурӑлнӑ снарядсен сассисем сасартӑк ҫывхара пуҫларӗҫ — сылтӑмран сулахаялла, квартӑлсем урлӑ майсӑр пускаласа тӳрех ҫак ҫурт патнелле, ҫак эпӗ хамӑн «юрӗ» е «килӗшейместӗп» тенӗ пӗр-пӗринчен вӗҫӗмсӗр инҫетре тӑракан сӑмахсен хушшинче аташса ҫӳренӗ ҫӗре ҫывхарчӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Юлашкинчен пирӗн тутасем ҫывхарчӗҫ те, эпир хӗрӳллӗн, каҫӑхса кайса чуп турӑмӑр; аллисем унӑн пӑр пек сивӗччӗ, пуҫӗ пӗҫеретчӗ.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тӑшмансем пӗр-пӗрин патнелле сасӑ хӑвӑртлӑхӗнчен те пысӑкрах хӑвӑртлӑхпа ҫывхарчӗҫ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Икӗ ҫын ун патнелле ҫывхарчӗҫ.
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Йывӑҫ тӗмӗсем сирӗлчӗҫ те, икӗ ача, кашни самантрах каялла ҫаврӑнса тарма хатӗрскерсем, пӗр-пӗрине аллисенчен тытса, ун патнелле ҫывхарчӗҫ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Штурмовиксем, пехотӑри пек каласан — «вӗҫекен танксем», хыр тӑррисене перӗнес пекех аялтан вӗҫсе, тӑшманӑн транспорт «юнкерсӗсем» йӗркешеррӗн ларса тухнӑ вырӑна — пӗр систермесӗр, вӑрттӑн ҫывхарчӗҫ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950