Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Пурне те Тытса Тӑраканӗ саншӑн санӑн ылтӑну, санӑн ҫутӑ кӗмӗлӳ пулӗ, 26. Пурне те Тытса Тӑраканӗ санӑн савӑнӑҫу пулӗ, пуҫна ҫӗклесе Турӑ еннелле пӑхӑн.
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пурӑнӑҫу кӑнтӑр ҫутинчен те ҫутӑ пулӗ; шурӑмпуҫ килнӗ пек ҫутӑлса кайӑн.17. И яснее полдня пойдет жизнь твоя; просветлеешь, как утро.
Иов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ хӗсӗрлетӗн, Хӑвӑн аллупа тунӑ ӗҫрен йӗрӗнетӗн, усал ҫынсен канашне вара ҫутӑ яратӑн, ҫакӑ аван-им-ха Саншӑн?
Иов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Этемӗн ҫулӗ питӗрӗннӗ пулсассӑн, ӑна Турӑ сӗмлӗхпе хупӑрланӑ пулсассӑн, ӑна ҫутӑ мӗн тума кирлӗ?23. На что дан свет человеку, которого путь закрыт, и которого Бог окружил мраком?
Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Асап куракана мӗншӗн ҫутӑ кун панӑ-ши, чунтан хурланакана мӗншӗн пурӑнӑҫ панӑ-ши?
Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Манӑн анне варӗн алӑкне хупманшӑн, ҫак хурлӑха манӑн куҫ умӗнчен сирменшӗн шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗсем сӳнсе ларччӑр, ҫутӑ кӗттӗр ҫав каҫ — ҫути ан килтӗр.
Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав куна сӗмлӗх хуплатӑр; ҫӳлти Турӑ ӑна ҫав халлӗнех хӑвартӑр, ӑна ҫутӑ ан ҫутаттӑр!4. День тот да будет тьмою; да не взыщет его Бог свыше, и да не воссияет над ним свет!
Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗчӗк ҫӑл юханшыв пулса тӑнӑччӗ, ҫутӑ та, хӗвел те, тулӑх шыв та пурччӗ унта: юханшывӗ Эсфире пӗлтерет, патша ӑна, суйласа илсе, патша майри турӗ.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн чухне иудейсен килӗсенче ҫутӑ ҫуннӑ, унта хаваслӑх, савӑнӑҫ тата уяв ҫитнӗ.16. А у Иудеев было тогда освещение и радость, и веселье, и торжество.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мардохей ӗнтӗ ҫакӑн пек тӗлӗк тӗлленнӗ: акӑ хӑрушӑ шӑв-шав тӑрать, аслати кӗрлет, ҫӗр чӗтрет, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; акӑ икӗ мӑн ҫӗлен шуса тухать — вӗсем пӗр-пӗринпе тытӑҫма хатӗр; вӗсем тискерле чашкӑраҫҫӗ, ҫавсен сассипе ӗнтӗ тӳрӗ пурӑнакан халӑха пӗтермешкӗн ытти пур халӑх вӑрҫа хатӗрленет; акӑ сӗм тӗттӗм кун, хуйхӑ-суйхӑ та куҫҫуль, асап та асар-писер пӑлхану ҫӗр ҫинче; пулас инкек-синкекрен шикленсе пӗтӗм тӳрӗ халӑх шуйханса ӳкет, вӗсем ӗнтӗ вилме хатӗрленсе Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫлаҫҫӗ; пӗчӗк ҫӑлкуҫӗнчен тапса тухнӑ евӗр, вӗсем кӑшкӑрса макӑрнинчен тулӑх та аслӑ юханшыв пулса тӑрать; ҫутӑ ҫутатса ярать, хӗвел ҫиҫсе тухать, йӑвашшисем ҫӗкленеҫҫӗ те мӑнаҫлисене пӗтереҫҫӗ, — Турӑ мӗн тума шутланине Мардохей ҫапла тӗлӗкӗнче курнӑ та кайран вӑрансассӑн, ҫак тӗлӗке чӗрине хывса, ун тӗлли-паллине каҫчен ӑнкарса илме тӑрӑшнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пурте — пӗтӗм ватти-вӗттийӗ — чупса ҫитнӗ, мӗншӗн тесессӗн Иудифь таврӑнни вӗсемшӗн пӗр кӗтмен япала пулнӑ, ӗнтӗ Иудифьпе унӑн тарҫине хапхана уҫса шала кӗртнӗ те ҫутӑ ҫутса вӗсене ҫавӑрса илнӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара кашнийӗ, вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланса, хӑйсен пашни ҫинче ҫутӑ ҫутса, ҫак каҫ ҫӗрӗпе хуралта тӑнӑ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
75. Анчах халӗ, эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Санран пысӑкран та пысӑк ырӑлӑх илтӗмӗр: Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ вырӑнунта пирӗн тымарӑмӑрпа ятӑмӑра сыхласа хӑвартӑн, 76. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫуртӗнче пире ҫутӑ ҫутса патӑн, эпир чура пулса пурӑннӑ чухне пире тӑрантарса усрарӑн!
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Виҫсе тухса, эпӗ вӗсене акӑ мӗн-мӗн патӑм: кӗмӗл — ултҫӗр аллӑ талант, кӗмӗл савӑт — ҫӗр талант чухлӗ, ылтӑн — ҫӗр талант, 27. пиншер драхма тӑракан ылтӑн курка — ҫирӗм, хакӗпе ылтӑнпа танах ҫутӑ йӗс савӑт — иккӗ.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫӳлхуҫа Израиль ятне ҫутӑ тӗнчерен ҫухатасшӑн пулман, вара Вӑл вӗсене Иеровоамӑн, Иоас ывӑлӗн, алли урлӑ хӑтарса хӑварнӑ.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах Давидшӑн ӑна Ҫӳлхуҫа Турӑ Иерусалимра ҫутӑ ҫутса панӑ: хӑй хыҫҫӑн ун ывӑлне патшана лармалла тунӑ, Иерусалима тӗреклӗлетнӗ, 5. мӗншӗн тесессӗн Давид Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ, ӗмӗрӗ тӑршшӗнче те, хет ҫыннипе Урияпа ҫыхӑннӑ ӗҫсӗр пуҫне, хӑйне Турӑ хушса каланинчен пӗр нимӗнрен те иртмен.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Чухӑна Вӑл тусан ӑшӗнчен ҫӗклесе тӑратать, мӗскӗне пылчӑк ӑшӗнчен туртса кӑларать те аслӑ улпутсемпе юнашар лартать, еткерлӗхе вӗсене мухтавлӑ вырӑн парать: Ҫӳлхуҫа ҫӗрӗн тӗпне-йӗрне тытса тӑрать, ун ҫинче Вӑл ҫутӑ тӗнчене ҫирӗплетнӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Сан ҫине Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫутӑ сӑнӗпе пӑхтӑр, сана хӗрхентӗр!25. да призрит на тебя Господь светлым лицем Своим и помилует тебя!
Йыш 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене хӑвӑн патна ҫапса юхтарнӑ чи паха йывӑҫ ҫӑвӗ илсе килме хуш: ҫутӑ ҫутмалли ҫутаткӑҫ пӗр чарӑнмасӑр ҫунса тӑтӑр; 3. ӑна Аарон [тата унӑн ывӑлӗсем] Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умӗнчи чаршав тулашне, пуху чатӑрне Ҫӳлхуҫа умне лартса, каҫран пуҫласа ирччен яланах ҫунтарса тӑмалла; ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 4. ҫутаткӑҫа вӗсен Ҫӳлхуҫа умне яланах таса шантал ҫине лартмалла.
Лев 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш: ҫутӑ ҫутмашкӑн вӗсем сана ҫу йывӑҫӗн ҫырлинчен ҫапса юхтарнӑ таса ҫу кӳрсе тӑччӑр, ҫутаткӑҫ пур вӑхӑтра та ҫунса тӑтӑр; 21. ӑна Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умӗнчи чаршав тулашӗнче, пуху чатӑрӗнче, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем каҫран пуҫласа ирччен Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫунтарса тӑрӗҫ.
Тух 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.