Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуттипе (тĕпĕ: ҫутти) more information about the word form can be found here.
Сивӗ, кантӑк лартакан ӑстаҫӑ пек, лупашкасене ҫӳхе пӑрпа вите-вите тухрӗ, вӗсем вара уйӑх ҫуттипе парник рамисем пек йӑлтӑртатса тӑчӗҫ.

Мороз, точно искусный стекольщик, застеклил лужи хрупким ледком, и они блестели в лунном свете, как парниковые рамы.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫуса тасатнӑ кантӑксем витӗр пӳртне йӑмӑх ҫутӑ, вӗри хӗвел пайӑрки кӗрет, ун ҫуттипе ҫурта ҫунни те палӑрсах каймасть.

Сквозь вымытое стекло падал столб такого яркого и горячего солнечного света, что пламени свечки совсем не было видно.

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Халӗ хӗвелӗн ҫутӑ пайӑркисем те ҫук пек, ҫапах та вӑл хӑйӗн салхуллӑ ҫуттипе куҫа йӑмӑхтарать.

Сейчас солнечный свет лишен лучей и все же ослепляет резким, угрюмым светом.

XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Столовӑйри лампа ҫуттипе пӗрле ачасен пӳлӗмне симӗс табак тӗтӗмӗ кӗрет.

Вместе с ярким лучом лампы из столовой в детскую проникал синеватый дым папиросы.

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ирхине ҫынсем лампа ҫуттипе тӑрса тумланаҫҫӗ.

Вставали и одевались при свете лампы.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Шӑрпӑк ҫуттипе чуллӑ сӑрт варринче йывӑҫ тӗмӗсемпе хупланнӑ ансӑр ҫурӑка курнӑ вӗсем.

При свете их можно было рассмотреть заросшую кустами черную узкую щель в скале.

XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унӑн кивӗ, темиҫе хутчен ҫунӑ кӗпи, ӗлӗкхи тӗсне ҫухатнӑскер, халӗ тухакан хӗвел ҫуттипе кӗрен тӗслӗ курӑннӑ.

Его стираная-перестираная рубаха, потеряла всякий цвет, но теперь выглядела нежно-розовой от восходящего солнца.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах унӑн куҫӗсем сӗтел ҫинче ҫунса ларакан пӗчӗк лампа ҫуттипе йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Но глаза его — в зеленоватом свете ночника, стоявшего на комоде, — отчетливо блестели.

X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсем иккӗшӗ те дачӑри акацисен ылттӑн тӗслӗ тусанӗ хыҫне анса ларакан кӗрен хӗвел ҫуттипе ҫуталнӑ.

Оба они были выпукло освещены розовым солнцем, садившимся в золотую пыль дачных акаций.

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чикӗре салтаксем ӑшӑх таса шывра кӗписене ҫӑваҫҫӗ, пурте ҫаксем хӗвел ҫуттипе уҫҫӑн палӑрса, кинори пек лайӑх курӑнса пароход пынӑ майӗн хуллен шуса юлаҫҫӗ.

Фигурки солдат пограничной стражи, стирающих белье в мелкой хрустальной воде, все это, подробно освещенное солнцем, почти бесшумно двигалось мимо парохода, отчетливое и прозрачное, как переводная картинка.

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тӑватӑ кӗтеслӗ чӳречесенчен кӗрекен хӗвел ҫуттипе койка хӗрсех ҫитнӗ.

Койка накалилась солнцем, бившим в четырехугольные окна.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑйӗн питех те пысӑк талкӑшӗнче тикӗс, чечен те хитре, август уйӑхӗнчи ҫав тери кичем пек туйӑнакан шупка ҫуттипе йӑлтӑртатнӑ, ҫавӑнпа та ирӗксӗрех: Пӗччен парус шуррӑн курӑнать Кӑвак тинӗс тӗтринче… тенине аса илес килнӗ, анчах парус ниҫта та курӑнман, тинӗс те тӗтреллӗ пек туйӑнман.

На всем же остальном своем громадном пространстве море светилось такой нежной, такой грустной голубизной августовского штиля, что невозможно было не вспомнить: Белеет парус одинокий В тумане моря голубом… хотя и паруса нигде не было видно, да и море ничуть не казалось туманным.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Картишпе пахча сулхӑнра пулнӑ пулин те, хӗвелӗн ирхи йӑмӑх пайӑркисем хуралҫӑсем пурӑнакан тӑм пӳртӗн хӑмӑшпа витнӗ тӑрри ҫине сарса хунӑ сарӑ та симӗс кавӑнсене ылттӑн ҫуттипе сиввӗн ҫутатнӑ.

Хотя двор и сад всё еще были в тени, но уже ранние лучи ярко и холодно золотили розовые, желтые и голубые тыквы, разложенные на камышовой крыше той мазанки, где жили сторожа.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Халӗ, блокада вӑхӑтӗнче те шӑнса та выҫӑхса, ӗҫ туса та ыттисене пулӑшса, хӑйӗн таса чунӗн ҫуттипе вӑйне сарса пурӑннӑ вӑл.

В этом доме она жила теперь, во время блокады, страдая от голода и холода, работая и помогая другим, распространяя на других свет своей чистоты и душевной силы.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн пурӗ ялтӑраса, илемлӗ ирӗн асамат ҫуттипе хӗмленсе тӑрать.

Все блестело, искрилось радужным сиянием утра.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӗсене привалсенче, тюлень ҫӑвӗ ҫунтармалли «чӗпкуҫ» ҫуттипе, хӗрӗхшер градуслӑ сивӗре, шӑнса кӳтнӗ, ывӑннӑ алӑсемпе ҫырнӑ тенинчен нимӗн иккӗленмелли те ҫук.

Без сомнения, они писались на привалах, при свете коптилок из тюленьего жира, на сорокапятиградусном морозе, замёрзшей и усталой рукой.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ каллех Расщепее аса илтӗм — вӑл ҫук, анчах аслӑ чухлӗ ҫутӑ маяк хӑварӗ вӑл ман пурнӑҫӑмра: суя вырӑнсене, хӑрушӑ тӗлсене, ӑшӑхлӑхсене хӑйӗн ҫуттипе ҫутатса парӗ.

Я подумала опять о Расщепее — его уже тоже не было, но сколько огней и вешек оставил он мне в жизни, обозначив ими ложные переходы, опасные места и мели!

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӗсен аялтан тухакан ҫуттипе эпӗ Расщепейӗн тулли янахне, тути-ҫӑварне, сӑмса ҫунаттисене куратӑп; урӑх нимен те палӑрмасть, залра пӑч тӗттӗм.

Я видела освещенный снизу подбородок Расщепея, полные губы, широкие крылья вздернутого носа; остальное все растворилось в темноте.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вырӑс лагерӗ ҫийӗпе хӗвел хӗрелсе хӑпарать, император, тухӑҫӑн йӑмӑх ҫуттипе ҫӑвӑнса: Акӑ вӑл Аустерлиц хӗвелӗ — тесе аллине ҫӗклет.

Над русским лагерем восходит солнце, император поднимает руку и произносит, весь залитый багровым светом восхода: «Вот оно, солнце Аустерлица!»

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Хӗрӗм, героиня пулас килет-и сан? — ыйтрӗ тепри, хунар ҫуттипе асамлӑн ялтӑраса тӑракан пысӑк куҫӗсене вылятса.

— Девочка, героиней хочешь стать? — спросил тот, вращая глазищами, которые таинственно сверкали, отражая фонари.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed