Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӳлӗме хӗвел ҫутин пайӑркисем кӗчӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Хӗвел ҫутин пайӑркисем хут ҫине тӗрлӗрен-тӗрлӗ фигурӑсем ӳкернӗн туйӑнать.Солнечные лучи вычерчивали на бумаге свою немудрую геометрию.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Акӑ вӑл тинӗсӗн хӑйӑрлӑ тӗпӗ тӑрӑх утса пырать пек, унӑн урисем патӗнче хӗвел ҫутин пӑнчисем йӑлтӑртатаҫҫӗ пек… тинӗс курӑкӗсем ем-ешӗл ката пек шавласа лараҫҫӗ… вӑл кашни ярса пусмассеренех хӑраса ӳкнӗ йӑлтӑркка пулӑсем кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе ҫӳлелле ишсе хӑпараҫҫӗ…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Пӑхса ларать мучи уйӑх ҫутин симӗс пайӑркисемпе тӗрленсе эрешленнӗ чӳрече ҫине, картишӗнче тӗкӗнме юраман япаласене ухтарса ҫӳрекен ҫил шӑхӑрнине итлет, итлет те урӑх нихҫан та таврӑнма, каялла килме пултарайман кунсем ҫинчен аса илет.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Уйӑх ҫутин ярӑмӗ ун ҫумӗнченех иртет.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Хӑй ҫутин сарӑ ярӑмӗ сасартӑк сӳнчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Кун ҫутин юлашки йӑлтӑрккисем сӳнчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Кӗмӗл тӗслӗ уйӑх ҫутин пайӑрккисем юланут хулпуҫҫийӗсене ҫутатса тӑнӑ, — пуҫӗ пулман.Серебряные лучи месяца освещали плечи всадника — головы на плечах не было.
XLV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Кунта ӑна шурӑмпуҫ ҫутин пӗрремӗш пайӑркисем вӑратӗҫ, вара вӑл тӳрех юханшыв шырама кайӗ.Здесь его разбудят первые лучи зари, и он тотчас же отправится на разведку.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тӗксӗм кӑвак тӳпере прожектор ҫутин пайӑркисем хӗреслене-хӗреслене илнӗ, ракетӑсем ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ, татӑкӑн-татӑкӑн сапаланса кайса вӗсем чылайччен ҫунса тӑнӑ, ҫутатакан пульӑсем шӑхӑра-шӑхӑра иртнӗ.
6. Хӗр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Ҫавнашкал самантсенче унӑн шуранка пичӗ кӑвак тӳпе ҫийӗн шӑвакан кӑварлӑ ҫаврашка еннелле ҫаврӑнатчӗ, унӑн куҫӗсенче сивӗ уйӑх ҫутин хӗлхемӗсем вылянине курма пулатчӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Халь вӑл нихҫанхинччен те ҫивӗчрех илтет; ҫутта мӗнпур ӳт-пӗвӗпе туять, ҫакна ҫӗрле те асӑрхама пулатчӗ: тӗттӗм каҫсемпе уйӑхлӑ каҫсене вӑл лайӑхах уйӑрса илет, ҫавӑнпа-и, ӗмӗт-шухӑша яракан уйӑх ҫутин ӑнланма ҫук вӑйне парӑнса, час-часах вӑл, чӗмсӗр те салхускер, ыттисем пурте ҫывӑрнӑ чухне вӑрахчен картишӗнче ҫӳретчӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Йывӑҫсем хыҫӗнче хӗвел ҫутин хӗрлӗ пайӑрки ансӑрлансах, ансӑрлансах пычӗ, юлашкинчен хӗрлӗ пайӑркаран шупкарах ҫутӑ ҫеҫ тӑрса юлчӗ, вӑл ҫӗр ҫинче аялта ҫуталса тӑчӗ.
38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Комбайн хӑй курӑнмасть, прожекторсемпе электричество лампочкисен ҫутин пысӑк шурӑ пайӑркисем ҫеҫ, тӗттӗмлӗхе хӑюллӑн айккинелле сирсе, хумханакан тырӑ пуссине тата ҫулӑн шурӑ йӗрне хыттӑнах мар ҫутатса, ерипен малалла шӑваҫҫӗ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тӗлӗнтермӗш ҫын хула ҫинче шурӑмпуҫ ҫути тата хаҫат ҫурчӗ ҫинче электричество ҫутин ҫаврашки сывлӑшра кӑшӑл пек чӳхенсе тӑнӑ ҫӗрелле, чарӑнма пӗлмен машина пек, хирӗҫмесӗрех утса кайнӑ.
XX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Пичӗ тӑрӑх хӗвел ҫутин сарӑ сапакисем шуса ҫӳрерӗҫ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шыв ҫинче вӗлтӗркке хӳмсемпе чӳхенекен уйӑх ҫутин сарӑрах симӗс йӗрӗ йӑрӑмланса выртать.На воде лежала волнующаяся рябью зеленоватая стежка лунного света.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Прожектор ҫутин юпи, шыв пӗрӗхнипе хура пиҫиххи пек пулнӑ понтоннӑй кӗпер, ҫын мӗлкисем, машина мӗлкисем.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫӗрле шӑчӑ ҫине сарса ҫакнӑ тетелсем, ҫурхи шыва путнӑ темӗн тӑршшӗ туратсем пек, капӑрлатнӑ чӑрӑшлӑх евӗрлӗ курӑнаҫҫӗ; унӑн ҫурма тӗттӗм хӳттинче вылямалли япаласем, хӑрушӑ пысӑк чӗрчунсем, пулӑсем ялтӑртатаҫҫӗ, хрусталь тумла пӑрӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ — кусем уйӑх ҫутин пайӑркисем ҫутатнӑ тетел ҫинчен ӳкекен шыв тумламӗсем янӑраҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
12. Тӑваттӑмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — хӗвелӗн виҫҫӗмӗш пайӗ, уйӑхӑн виҫҫӗмӗш пайӗ, ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайӗ сӳнчӗ; ҫапла вара вӗсенӗн виҫҫӗмӗш пайӗ тӗттӗмленчӗ; ӗнтӗ кун та, каҫ та хӑйсен ҫутин виҫҫӗмӗш пайне ҫухатрӗҫ.
Ӳлӗм 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2