Шырав
Шырав ĕçĕ:
Клим аллинчи пушипе лашана ҫурӑм тӑрӑх тивертнӗ.
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Лавҫӑ ӑна пӗтӗм тӑлпӗвӗпе ҫӗкленсе кантралатса явнӑ пушӑпа ҫурӑм урлӑ пӗрре тивретнӗ, лаша пуҫне ҫеҫ сулланӑ; тепре тивретнӗ хыҫҫӑн урапа сивчир тытнӑ чухнехи пек чӗтресе ҫатӑртатнӑ.
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Хӑвӑртрах! — Санька ҫурӑм хыҫӗнчен кутамккине хывса ывӑтрӗ.
28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пушмакӗсене кантӑрапа ҫыхнӑ та ҫурӑм хыҫӗнче енчен-енне сулкаланса пыраҫҫӗ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Пӳртре ларакан пултӑн иккен, Коншак — тет ӑна Петька, — кӑмака ҫинче ҫурӑм хӗртсе выртан.— Домоседом стал, Коншак, — упрекал его Петька: — все кости на печке прогреваешь.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Мӗнле-ха, пӗлес пулать, унсӑр нимӗн тавҫӑрса илме май ҫук, — кулса каларӗ Иван Матвеевич, ура ҫине тӑрса, пӗр аллине ҫурӑм хыҫне, теприне хӗве чикнӗ май.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов медалӗн тепӗр енне курма пуҫларӗ, ҫавӑнпа асапланса темиҫе хутчен пӗр айӑк ҫинчен теприн ҫине, ҫурӑм ҫине ҫаврӑнкаласа выртрӗ, сасартӑк сиксе тӑрса, пӳлӗм тӑрӑх виҫӗ утӑм ярса пусрӗ те каллех выртрӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пурӗ пин те виҫҫӗр аллӑ тӑватӑ тенкӗ те ҫирӗм сакӑр пус! — йӑвашшӑн каларӗ вӑл, контрактне ҫурӑм хыҫнелле пытарса тытса.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Начальнике хут парса ӑнлантарнӑ чухне те вӑл пӗр аллине ҫурӑм хыҫнелле тытнӑ, тепӗр аллине вӑта пӳрнипе, чӗрнине аялалла туса, хут ҫинчи пӗр-пӗр йӗркене е сӑмаха асӑрхануллӑн тӗллесе кӑтартнӑ; унӑн пӳрнисем хулӑмрах та хӗрлӗрех пулнӑ тата кӑштах чӗтренӗ, тен ҫавӑнпах вӑл вӗсене ҫынна час-часах кӑтартма именнӗ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Выртӑр каллех ҫурӑм ҫине, — хушса хучӗ Ольга кайран, — йӑнӑшмастӑр, «тӗпсӗр ҫырмана ӳкместӗр».— Ложитесь опять на спину, — прибавила потом, — не ошибетесь, «не упадете в бездну».
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ӗнтӗ ӗлӗкхилле пурӑнмарӗ, ун чухне ҫурӑм ҫинче выртатчӗ-и, е стена ҫине пӑхатчӗ-и, Алексеев ларатчӗ-и ун патӗнче, е вӑл хай Иван Герасимович патӗнче ларатчӗ-и, — йӑлтах уншӑн пурпӗрехчӗ, ун чухне вӑл кӑнтӑр кунӗнчен те, каҫран та никама та, ниме те кӗтмен.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапла та пулкаланӑ: ашшӗ кӑнтӑр апачӗ ҫинӗ хыҫҫӑн пахчари йывӑҫ сулхӑнӗнче чӗлӗм туртнӑ, амӑшӗ мӗнле те пулин ҫурӑм ӑшши ҫыхнӑ е канрапа тӗрӗ тӗрлесе ларнӑ; сасартӑк урамран шӑв-шав, кӑшкӑрашни илтӗнсе кайнӑ, унтан пӗр ушкӑн ҫын киле вӑркӑнса кӗнӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, Илюша, хӑй умӗнче мӗн калаҫнине, мӗн тунине тахҫантанпах асӑрхать, ӑнланать пулӗ: унӑн ашшӗ плис шӑлавар, мамӑк хурса ҫӗлетнӗ хӑмӑр пустав курткӑ тӑхӑннӑскер, аллисене ҫурӑм хыҫне тытать те, кӗтесрен кӗтесе кӑна уткаласа ҫӳрет, табак шӑршлать тата сӑмса шӑнкарать, урӑх нимӗн те тумасть; амӑшӗ вара кофе хыҫҫӑн чей ӗҫет, чей хыҫҫӑн апат ҫиет; ашшӗ ҫынсем утӑ ҫулса е тырӑ вырса миҫе капан тунине тӗрӗслеме те шутламасть, ӗҫри ҫитменлӗхсене курсан нихҫан та вӑрҫмасть, анчах ӑна сӑмса тутри хӑвӑрт пырса ан пар ҫеҫ — вӑл йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен кӑшкӑрма тытӑнать, кил-ҫурта кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗр пилӗк минут ӳпне выртнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫурӑм ҫине ҫаврӑнса выртрӗ.Полежав ничком минут пять, он медленно опять повернулся на спину.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ҫурӑм ҫине выртрӗ те аллисене пуҫ айне хуҫлатса хучӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫурӑм ҫине ҫаврӑнса выртрӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ялта тӑранса пурӑнма май ҫукран Чулхула, Псков, Тверь, Ярославль кӗпӗрнисенчи хресченсем ҫурӑм хыҫне кутамкка ҫакса е алла йывӑҫ арчасем йӑтса ӗҫ шыраса Питӗре пынӑ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑхӑт-вӑхӑтӑн, турӑ кӑна пӗлсе пӗтертӗр, ҫак хӑрушӑ хӑна ман пӳлӗме те таҫтан вӑркӑнса кӗрет, ҫурӑм тӑрӑх сиввӗн чупса иртет те симӗс хутран тунӑ, тӑрри ҫуннӑ абажур айӗн тӗксӗммӗн ҫутатакан лампа ҫулӑмне хумхантарса хӑварать.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫаврӑнса пӑхатӑп та Ярмолӑна курах каятӑп: вӑл, хӑйӗн ҫемҫе ҫӑпатисемпе яланхи пекех сассӑр пусса, ҫурӑм патнех пырса тӑнӑ иккен.Обернувшись, я увидел Ярмолу, подошедшего, как и всегда, беззвучно в своих мягких лаптях.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫурӑм хыҫне сумка ҫакса, сунар пӑшалӗ йӑтса ҫывӑхри вӑрмансем тӑрӑх сахал мар ҫӳренӗ вӑл.Он немало побродил по окрестностям с ружьем и охотничьей сумкой за плечами.
Пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.