Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ытти пысӑк ыйтусем пуҫа ҫурса тухасла ҫаврӑнса-пӑтранса тӑнӑ чух вӗсем пирки калаҫса ҫавӑн чухлӗ вӑхӑта ирттермелле иккен-ха!
XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— А эсир — марш кунтан! — терӗ аллипе сывлӑша ҫурса.
XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Катӑк уйӑх ҫеҫ юлнӑ ҫав стена ҫумӗнче, ыттине ҫурса пӑрахнӑ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Якур шари! ҫухӑрса ячӗ те урапа ҫулӗ айккинчи ҫурхи шыв ҫурса кайнӑ тарӑнах мар шырлана ӳппӗн хутланса выртрӗ, ҫапла майпа аслатипе ҫиҫӗмрен пытанма шутларӗ пулмалла.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Пӗррехинче тата, килсен пиллӗкмӗш кунӗнче, пӗчченех ӗҫсе ӳсӗрӗлчӗ те ҫийӗнчи кӗпине ҫурса ывӑтрӗ, тепӗр кун уншӑн аслашшӗнчен кунӗпех каҫару ыйтрӗ, кӗпине сурни ҫинчен никама та ан кала тесе тархасларӗ.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Састӑп хысакӗ ҫине пуснӑ чух тулли ура тунисем резина атӑ кунчине ҫурса кӑларасла карӑнтараҫҫӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Аттепе хам та хӑма ҫурса ҫӳренӗ пӗр тӑват-пилӗк ҫул.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Ҫамрӑкрах чухне вӑл хӑма ҫурса ҫӳренӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Хаваслӑн, ҫӗкленӳллӗн утрӗҫ аэродромра ӗҫлекенсен ҫурчӗ патнелле хӗрпе каччӑ, анчах вӗсене пӗри унта чӗрене ҫурса яракан хӑрушӑ хыпар пӗлтерчӗ: ҫӗр каҫ пушар пулнӑ та, Илюш кил-ҫурчӗ тӗпӗйӗрӗпе тенӗ пекех ҫунса кайнӑ, анкартинчи шур мунча кӑна тӗрӗс-тӗкел юлнӑ, выльӑх-чӗрлӗхе кӑларса ӗлкӗрнӗ тата.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
— Пӗҫҫи-каҫҫинчен тытса ҫурса пӑрахас, эсрел хӑраххине! — кусен сӑмахне ҫирӗплетнӗн каларӗҫ тата темиҫен.
Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тискер кайӑксем ҫурса тӑкнӑ, тет.
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫав кунхине Укапи ҫак юмӑҫ карчӑкне хӑй аллипе ҫурса тӑкас патнех ҫитнӗччӗ.
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Теприсем тата ӑна сӗм вӑрманта тискер кайӑксем ҫурса тӑкнӑ, теҫҫӗ.
Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Унтан чуна ҫурса минӑсем те вӗҫсе килчӗҫ, вӗсем те пире, пӗр айӑпсӑр совет салтакӗсене, вилем илсе килчӗҫ.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Иккӗмӗш хутӗнче снарядсем, ирхи сывлӑша ҫурса, пирӗн урлӑ ӳлесе иртрӗҫ те хыҫри вӑрмана ӳксе чӗтретрӗҫ.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Ҫак шӑплӑх ҫур сехет тӑсӑлчӗ-и е ҫук: сасартӑк сывлӑша ҫурса снаряд килсе ӳкрӗ.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Эпӗ чупнӑ ҫӗртех, аялти кӗпе аркине ҫурса илсе, сурана пӑчӑртаса ҫыхса хуратӑп.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Туяп! — тет те — эпӗ кӑштах пӑрӑнма ӗлкӗретӗп, — унӑн виркӗс вӗҫлӗ штыкӗ сулахай хула тивсе ҫурса каять.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Ҫав самантра, пӗтӗм ҫӗре ҫутатса, ҫиҫӗм ялтлатрӗ, чӗрене шари! ҫурса, аҫа ҫапрӗ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Фашистсен темиҫе самолечӗ, вӑрмана ҫурса, Ухта еннелле кӗрлесе вӗҫсе иртрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.