Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӑрса саламачӗ хӑрушшӑн малтан Ахтупай ҫурӑмӗ ҫине, унтан Ятламас ҫурӑмӗ ҫине вӑшлатса анчӗ, иккӗшӗн ҫара ӳтне те хӗҫпе каснӑ пек ҫурса пӑрахрӗ.
6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗрин вӗҫне ҫурса пӗчӗк хӑйӑ татки чиксе лартнӑ.
13. Ярахвийӗн ят тухнӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Нухайккӑпа ҫурса хӑварнӑ пит ҫинчи паллӑ халӗ те ыраткалать-ха.
Юлашки тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Кӑваркуҫ хӑйӗн кӗпине ҫурса, аманнӑ кӑкӑрне юн чарас тесе ҫыхрӗ.
Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Ҫар пикен сылтӑм аллинчи паллӑ, ункӑри хӗреслетнӗ ухӑ йӗпписем чунне ҫурса ячӗҫ.
Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Пӑвакан этеммин аллинчен тытса Танук-нойон лешӗн ҫаннине ҫурса ячӗ.
Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Темле чуна ҫурса хӗрача сассипе макӑрни илтӗнчӗ.
Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Ҫамрӑк хӗрсем те хӗрарӑмсем кӑна чуна ҫурса макӑрчӗҫ, анчах та ҫирӗп ҫыхнӑ вӗрен айккинелле тарма памарӗ, шыва сӗтӗрчӗ.
Кӑваркуҫ. 1230 ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Кашкӑр ҫилленсен ҫурса тӑкма та пултарать.
Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Тумтире ҫурса вӗри юна юхтарчӗ.
Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Вара этемӗн куҫӗсем тискер мӗлкесенчен хӑраса хупӑнмаҫҫӗ, хаяррӑн ҫӗрлехи сывлӑша ҫурса ҫухӑрнӑ сасӑ этем чунне пӑркӑчлантарса хӑратмасть.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Ҫулҫӑсем хушшинче кайӑк йӑшӑлтатсан тӗттӗмре, тискер кайӑк вӑйсӑртарах чӗрчуна ҫурса тӑкнӑ сасӑ-и, ҫакӑ ушкӑнӗ ҫӗрлехи вӑрман пурнӑҫӗ.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Кашкӑр ҫури ҫине йытӑ кӗтӗвӗ тапӑнса ҫурса тӑкас тесе юнлатса пӗтерчӗҫ.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Вара Аспар кӗпе ҫаннине ҫурса кашкӑр ҫурин хуҫӑлнӑ урине патак хурса ҫыхса ячӗ.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Эсир кӑмакана ҫурса ывӑтнӑ хутсене кӑлартӑмӑр та тетрадь страницисем ҫине майлаштарса ҫыпӑҫтартӑмӑр…
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Халӗ те аса илкелетӗп: ҫурса пӑрахмалла марччӗ, тен, тӳрлетме те пулӗччӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ухатер пуҫтаруллӑ хресчен: пӗр шӑрпӑка ҫурмаран ҫурса перекет курма кӑна тӑрӑшать, — сӳрӗккӗн хуравларӗ Моисеев.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Пире ӗненменнисем сире ӗненӗҫ, — терӗ Мясников, ҫурса ывӑтнӑ хут таткисене ачасене пуҫтарма хушса.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Ҫитет!.. — терӗ те Микихвер ҫырӑва Кӗпӗрьянран туртса илсе ҫурса пӑрахрӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Тимуш патне чупса пычӗ те вӑл, ун кӗрӗкне вӗҫертсе, кӗпине ҫурса пӑрахрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.