Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫури (тĕпĕ: ҫура) more information about the word form can be found here.
Урхана та ун ҫинчен Шӑл ҫури те каламан: Кӗленчинчи имӗнчен Вӑл сиенне шутламан.

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗр турилккинче хырса тасатнӑ хыҫҫӑн пӗҫернӗ сысна ҫури «кулса» выртать, тепринче — ҫупах пулӑ, тепринче — вӑлча…

Help to translate

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Кушак ҫури пур-ха та, анчах вӑл, ӑс-тӑнӗ «пиҫсех», «савӑчӗ» тулсах ҫитеймен пирки, ӑна-кӑна тумах сӗмленеймест-ха.

Help to translate

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ҫак вӑхӑтра хваттер алӑкне тул енчен такамсем ҫӗр чӗтренмелле тӳн-тӳн-тӳн тӳнккесе, танлаттарса-танкӑртаттарса илчӗҫ, хыҫҫӑнах унта талӑкри сысна ҫури ҫихӗрсе ячӗ тейӗн.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Сасартӑк сылтӑм енчен темӗнле йытӑ (е йытӑ ҫури пулчӗ-ши?) ҫав тери вӑрӑммӑн, эрлӗклӗн, татӑла-татӑла йынӑшса нӑйӑклатни (хулари пӗртен-пӗр сасӑ!) илтӗнсе кайрӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Юлташӗсем те, ӗнтӗ «ӗрӗхекен» сывлавӗсене «ҫӑварлӑхлама» ӗлкӗрнӗскерсем, хӑйсене шӑши ҫури тытнӑ кушак аҫи пекех туйрӗҫ: куҫӗсене уяр ҫиҫӗм пек ҫиҫтеркелесе, тутисене ейӗве ярса, кӗхле-кӗхле, списать тунӑ сахӑрӑн ҫиелти таса пайне хӑпӑл-хапӑл ҫак миххе пуҫтарса ҫыхрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑна кӑшӑлах какалакан чӑхӑсем, выҫса кайнӑ икӗ сысна ҫури сырса илчӗҫ.

Help to translate

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унпа танлаштарсан, Мускав зоопаркӗнчи слон та йытӑ ҫури пек кӑна туйӑнӗ.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Чахоткӑллӑ, выҫӑ йыт ҫури!

Чахоточный, голодный щенок!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Дудэу кашкӑр ҫури пек ҫӑмӑллӑн ури ҫинче тепӗр еннелле ҫавӑрӑнчӗ те хӑй ларакан парта патнелле кайма тӑчӗ.

Повернувшись с легкостью волчка вокруг собственной оси, Дудэу двинулся было к своей парте.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ялан килӗнче чӑх-чӗп, хур-кӑвакал, сысна ҫури ӳстерет, пӗр вӗҫӗмсӗр пасара йӑкӑртатать.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Вӑл вара ман ҫемҫе кӑмӑла сисрӗ пулмалла, васкасах ӑнлантарма пуҫларӗ: «Пирус тӗпне е усӑ курнӑ шӑрпӑка урайне ан пӑрах, вӗсене валли урна лартса панӑ. Хӑяр татӑкӗ ҫине ан пус, асӑрханса ҫаврӑнкала. Мӗн упа ҫури пек кӗрӗс-мерӗс эсӗ, чавсупа перӗнсе пушӑ куркасене ҫӗмӗрсе пӗтеретӗн ӗнтӗ», — тет мана ҫакӑ.

Help to translate

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Пӳртрен. сысна ҫури пек ҫухӑрса макӑрни илтӗнсен, Мухаров доха тӳмисене тӳмелерӗ, каракуль ҫӗлӗкне пусарах лартрӗ те урама тухрӗ.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Кашни ҫури вӑтамран вун пилӗк кило, — тулли кӑмӑлпа кулкаласа каларӗ Ибраев.

Help to translate

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Чӑн та, вӑрҫӑ пӗриншӗн — ама ҫури, теприншӗн — тӑван анне иккен.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тӑван амӑшӗ патне каялла кайма шутласан, ама ҫури амӑшӗ хӑратса пӑрахнӑ:

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ама ҫури амӑшӗ пӗрре ҫеҫ кӳрентермен ӑна, ашшӗне сахал мар элекле-элекле панӑ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ама ҫури амӑшӗ кунӗн-ҫӗрӗн эрех юхтарчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑшӗсем татах хушса: — Хӗрхенни паллах, ахальтен каламарӗ вӗт ывӑлӗн ачалӑхӗ мӗнле асаплӑ та йывӑр пулнине, ашшӗпе ама ҫури амӑшӗ ӑна мӗнле суйса асаплантарнине. Ҫав чӑнлӑха халӑх тата суд тӑвакансем ӑнланса, кӑштах та пулин ҫӑмӑлрах приговор ҫырасса, персех вӗлермелле ан туччӑр тесе каларӗ вӑл. Ун чухне ҫын вӗлернӗшӗн персе пӑрахмалли саккун пуррине ӑнланнӑ, шеремет, — терӗҫ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унтан тухсан, колхоз тыррине вӑрласа сутнипе, ама ҫури амӑшӗ тепӗр хут хуптарчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed