Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуралчӗ (тĕпĕ: ҫурал) more information about the word form can be found here.
5. Вара Туррӑм ирӗкӗпе манӑн чӗремре халӑх йышне шута илес шухӑш ҫуралчӗ, ҫавӑнпа эпӗ ятлӑ-сумлӑ ҫынсене, пуҫлӑхсене, пӗтӗм халӑха пуҫтартӑм.

5. И положил мне Бог мой на сердце собрать знатнейших и начальствующих и народ, чтобы сделать перепись.

Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Кӳршӗ арӑмӗсем ӑна ят хунӑ, вӗсем: «Ноеминӗн ывӑл ача ҫуралчӗ» тенӗ; ӑна Овид ятлӑ хунӑ.

17. Соседки нарекли ему имя и говорили: «у Ноемини родился сын», и нарекли ему имя: Овид.

Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Урхамахсем тӑраҫ тӑпӑртатса» юрӑ та Ӗпхӳре вӗреннӗ чухне ҫуралчӗ.

Help to translate

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

— «Тӑван яла таврӑнсан» юрӑ тӗлӗнмелле лару-тӑрура ҫуралчӗ.

Help to translate

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Туслӑх юратӑва куҫсан 1984 ҫулта ҫемье ҫавӑртӑмӑр, ҫулталӑкран пирӗн хӗр Светлана ҫуралчӗ.

Help to translate

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Тырра миххе пӗрчӗн-пӗрчӗн тултарнӑ евӗр ҫуралчӗ Кени сӑнарӗ.

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Ҫак хайлав «Вӑтам Энӗш» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлеме тытӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине палӑртса тата унӑн руководителӗпе Петр Николаевич Крыловпа туслӑ, пӗр шухӑшлӑ, тӑван халӑх культурине аталантарассишӗн пӗрле ӗҫленӗ май ҫуралчӗ.

Help to translate

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Унпа туслашса ҫемье ҫавӑртӑмӑр, пирӗн ача ҫуралчӗ.

Help to translate

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫӗрпӳ районӗнчи Анчӑккасси ялӗнче пурӑнакан Зоя Пантелеймоновнӑпа курса калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ ҫак пӗтӗмлетӳ.

Help to translate

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫакнашкал хурав илтсессӗн ирӗксӗрех тепӗр ыйту ҫуралчӗ пирӗн: «Ӳкӗнместӗн-и спортӑн ҫак тӗсӗпе туслашнӑшӑн?»

Help to translate

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed