Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуннӑ (тĕпĕ: ҫун) more information about the word form can be found here.
Стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан халатсемпе кӑмака хыҫӗнчи типӗ вутӑ ҫуннӑ.

Help to translate

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ку унӑн кӑмӑлне пӑтратма пуҫланӑ, вара ӑна ҫав ункӑланса хӑпаракан тӗтӗм ҫуннинчен мар, ӑшран, чӗре ҫуннӑ ҫӗртен, мӑкӑрланса тухнӑ пек туйӑнса кайнӑ.

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Поэзи пулсан — ӑш хыпса ҫуннӑ чух Выртса ӗҫмелли шыв пек пултӑр; Кашни сӑвӑпа, савнипе чунпа-чун Калаҫнӑ пекех, кӑмӑл тултӑр.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Чӗре ҫуннӑ чух, мошӗт, пӗрер стакан чӑрмантармӗ, Ҫимун, — кӑмака патӗнчи пуканӗсене сӗтел патне куҫарчӗ Архип Григорьевич.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял хыҫӗнче тем чухлӗ ҫуннӑ танк купи, хӑяккӑн выртнӑ тупӑсем кӗпҫисене ҫӗрелле чикнӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫуннӑ мунча кӑмаки айӗнче вӑл.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпритун, ҫуннӑ мунча кӑмакине ҫӗмӗрсе, хӑй ӗҫне чиперех вӗҫне ҫитерме пултарать.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫуннӑ мунча ҫывӑхӗнче ҫӳренине ҫӗрле такамах асӑрхас ҫук.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫуннӑ лаша витине юсама Хура Ҫимун хаваслансах килӗшрӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсӗ Ваҫлие качча тухасшӑн ҫуннӑ!

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗри вут ҫинчи пек ҫуннӑ самантра хулара пурӑнакан ырӑ кӑмӑллӑ вырӑссем пуррине аса илнӗ, вӗсем Микулана пулӑшасса та шаннӑ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫурта ҫуннӑ чухнехи шӑрша эпӗ чи малтан чиркӳре туйса илнӗ.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Канмалли кунсенче Канаш муниципалитет округӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ.

В выходные дни в деревне Кошноруй Канашского муниципального округа возник пожар в двухкомнатной квартире.

Кӑшнаруйра 27-ри арҫын пушарта вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36779.html

Ӗнер каҫхине Элӗк муниципаллӑ округӗнче сӗтел-пукан туса кӑларакан цех ҫуннӑ.

Вчера вечером в Аликовском муниципальном округе сгорел цех по производству мебели.

Сӗтел-пукан цехӗ, 200 тонна тырӑ ҫунса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36677.html

Кун пек пухусем СВОна хутшӑнакансем валли тепловизорсем, квадрокоптерсем, сетьсем, массетьсем валли пир-авӑр, рацисем, ҫуннӑ мунча вырӑнне ҫӗнӗ мунча комплексӗ тума кайнӑ.

Такие сборы были на тепловизоры, коптеры, сети, ткани, рации, и даже на новый, взамен сгоревшего, банный комплекс для ребят, участвующих в СВО.

Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл // Эллина СУФЬЯНОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... yl-3492584

Комбинезонсем тӑхӑннӑ ҫынсем йывӑр тенкелсене таҫта шалалла, пляжпа тинӗсрен аяккарах илсе кайрӗҫ: вырӑнти влаҫсем канакансен тасалӑхӗшӗн хыпса ҫуннӑ, вӗсене ҫӗрлехи илӗртекен япаласенчен сыхлана.

Help to translate

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кунӗпе ҫуннӑ хыҫҫӑн кӑштах кӑварланса выртас тет ӗнтӗ хӗвел.

Help to translate

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсем земствӑна ҫӗнӗ больницӑсем ытларах уҫма хистенӗ, вӗсенче кирлӗ инструментсемпе ытти хатӗрсем ҫителӗклӗ пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ, медицина ӗҫне лайӑхлатассишӗн хыпса ҫуннӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Вӑл, нумай вӗреннӗскер, ӗҫчен те пултаруллӑскер, чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне тӗплӗнрех ӑнланса илессишӗн ҫуннӑ, унӑн ӗмӗчӗ-шухӑшӗпе пурӑннӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Курӑк ҫинчи ҫумӑр тумламӗсем хӗвел ҫутинче пин-пин лампочка ҫуннӑ пек йӑлтӑртатрӗҫ.

Help to translate

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed