Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗрӗ ҫав тери тӗттӗм марччӗ, ҫавӑнпа унӑн сывланӑ май сиккелесе илекен сӑмса ҫунаттисем, мӑкӑрӑларах тӑракан кӑшт уҫӑ тута айӗнчи йӑлтӑркка пӗр-икӗ шӑлӗ уҫҫӑнах курӑнаҫҫӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ун пек чухне хулӑнах мар тута пӗрӗнсе-пӑчӑртанса тӑрать, пысӑк мар тӳрӗ сӑмса ҫунаттисем пӗр сарӑлаҫҫӗ те пӗр пӗрӗнеҫҫӗ, пит шӑмми уҫӑмлӑрах палӑрать, тӗксӗмрех ӳт лапкӑшпех хытса хурҫӑланнӑн туйӑнать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Карап хӑватлӑн куҫнӑ май кӑпӑк ҫунаттисем чӗтренеҫҫӗ; хӗр ура ҫине ҫӗкленчӗ, аллине кӑкӑрӗ ҫумне тытса чӑмӑртарӗ, анчах ҫуттӑн тӗлӗнтермӗш вӑййи вӗттӗн-вӗттӗн чӳхенсе ҫухалчӗ ӗнтӗ: хӗвел тухрӗ те — ирӗн ҫап-ҫутӑ туллилӗхӗ ыйхӑллӑ ҫӗр ҫинче халиччен карӑнса, ачашланса выртнӑ мӗн пур япала пӗркенчӗкӗсене сире-сире ывӑтрӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Сталин сӑнаса пырать: хӑйсенчен ҫав тери ҫывӑххипе, ҫирӗппӗн сарса янӑ ҫунаттисем шӑхӑрниех илтӗннӗ пӗр хӗрен-хурчка ҫӗр ҫинелле чӑмса анать, вӑл пӗр-пӗр сӗм авалхи гунн-юланутҫӑ вилтӑприйӗ пулнӑ тӗмеске ҫинчи шӑтӑк умӗнче кармашса тӑракан тыркаса кӑшт ҫеҫ ҫаклатса илеймест.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Шӑп вуникӗ сехет тӗлӗнче Германипе Австри фрончӗ, Ревель хулинчен пуҫласа Дунай вурри таранччен, йывӑр гаубицӑсен сарӑхнӑ тӗтӗмӗпе витӗнсе хупланать; тупӑсем кӗмсӗртеттернипе ҫӗр чӗтресе каять, снарядсем ӳксе ҫурӑлнипе купи-купипе ҫӗр сирпӗнсе илет, пулеметсем вырнаҫтарса лартнӑ йӑвисенчен шатӑртаттарма пуҫлаҫҫӗ, фронт ҫийӗнче ҫунаттисем ҫинче хура хӗрес паллиллӗ моноплансем вӗҫме тапранаҫҫӗ, хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса тӑракан колбасасем евӗрлӗ аэростатсем тата ҫӳлерех ҫӗкленчӗҫ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Унӑн сӑмса ҫунаттисем сарӑлса, шуралса кайрӗҫ.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Таврара шӑплӑх пулса ҫитрӗ пулин те, ку шӑплӑха аяла анакан кайӑксен ҫунаттисем лапӑстатни тата инҫетре хум ҫапнӑ сасӑ ҫеҫ хускатаҫҫӗ пулин те, ҫав ҫынӑн вилес умӗнхи хаяр сасси ман хӑлхара чылайччен янтраса тӑчӗ.
XIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Тӑрантасӑн хура лакпа сӑрланӑ, анчах та халь тусанпа витӗнсе сӑрӑ тӗслӗ пулса кайнӑ ҫунаттисем пӗр вӗҫӗмсӗр шакӑртатса пыраҫҫӗ.Чёрные лакированные крылья тарантаса, ставшие матовыми от пыли, беспрерывно дребезжали.
Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Сӑн-пичӗ те, куҫӗсем те унӑн паҫӑр урӑхла пулнӑ, халӗ ав — ҫав ҫынах нимӗн шеллемесӗр, хӗрхенӳсӗр пӑхнӑ, пичӗ ҫинче, сӑмса ҫунаттисем патнерех, темӗнле шӑнӑрсем чӗтренсе тӑнӑ.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унта та, кунта та ик енӗпех ялсем курӑна-курӑна кайнӑ, пӳртсен чӳречисем ҫинче тата улӑм ҫивиттисем ҫинче хӗвел вылянӑ; симӗс йывӑҫсем хушшинче чиркӳ хӗресӗсем йӑлтӑртатнӑ, ҫил арман ҫунаттисем юлхавлӑн ҫаврӑннӑ, завод мӑрйинчен хура тӗтӗм явӑнса хӑпарнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку ачасенчен нумайӑшӗ хӗрачасем, вӗсем сӑмсисем ҫине, сӑмса ҫунаттисем ҫине пӗчӗк ҫӗрӗсем ҫака-ҫака янӑ, шӑрпӑк евӗр ҫинҫешке аллисене йӳнӗ сулӑсем тӑхӑннӑ хӗрачасем.
Кайӑксемпе ачасем // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Ҫунаттисем хӑйсен кӑвак.
Шӑрчӑк ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Нюрӑн тӑнлавӗсемпе сӑмса ҫунаттисем ҫине часах тар тумламӗсем пӑчӑртанса тухаҫҫӗ, хӑй ҫапах та палкама пӑрахмасть:На висках и крыльях носа у Нюры скоро появляются капельки пота, но она не перестает тараторить:
Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Пӑрахут ҫинче ҫынсем ҫук, шӑпах, машина ҫеҫ васкавлӑн хашкаса сывлать, тата кустӑрма ҫунаттисем шыва ҫатлаттара-ҫатлаттара пыраҫҫӗ.На пароходе безлюдно и тихо, только учащенно дышит машина да гулко бьют по воде плицы колес.
Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Карапсем ҫӳлелле вирхӗнчӗҫ те — вӗсен ҫунаттисем вутпа ҫиҫкӗнчӗҫ.
Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Снаряд ещӗкӗсем хушшинче выртса, вӑл пароход ураписен ҫунаттисем шыва епле янравлӑн ҫапса ҫурнине итлерӗ те, малашне мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшларӗ.
6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Ҫав хушӑрах вӑл ҫыран хӗрринче пуҫне ҫунаттисем айне пӗшкӗртсе ларса ҫывӑракан шурӑ акӑша курах кайрӗ.В это время он увидел белого лебедя, спавшего близ берега, засунув голову под крыло.
Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Анчах унӑн сӑн-питӗнче халӗ теха пӑлханни палӑрать, куҫӗсем хӗм сапаҫҫӗ тейӗн, типшӗм сӑмсин ҫӳхе ҫунаттисем чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ.Но лицо юноши было по-прежнему возбужденным, глаза его, казалось, стали еще жарче.
Тынэт хуйхи // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Дэвидӑн сӑмси ҫунаттисем сарӑлса кайрӗҫ.
Том вилӗмӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Унӑн-типшӗмрех сӑмсин ҫӳхе ҫунаттисем чӗтренчӗҫ.
Ачасен паттӑрла ӗҫӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.