Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хайхи пӗчӗк ача ҫӑварне вӑл пӗр ывӑҫ хурӑн ҫырли хыптарчӗ, аллине чана ҫунаттин ялтӑркка тӗкне тыттарчӗ, вара ачасем, тӑваттӑшӗ те харӑсах, хайхи вутта купалама тытӑнчӗҫ.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Кайӑк, майӗпен аялалла анса, вӗҫнӗҫемӗн вӑйне ҫухатса, шуйханса кикаклатакан ушкӑнран аяккалла вӗҫрӗ, унтан сасартӑк, питӗ ҫӳлтен, ҫӗрелле чул пек анса кайрӗ; хӗвел ҫинче хур ҫунаттин шурӑ айӗ кӑна куҫа шартарса йӑлтӑртатрӗ.
XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӗвел ури тӗлне пулнипе ҫуттӑн курӑнса кайнӑскер, вӑл пӗр самантлӑха ҫулӑм хыпса илнӗ сӑмала факелӗ пек йӑлтӑртатрӗ: унӑн ҫунаттин тӗкӗсем витӗр вирхӗнсе тухакан сывлӑш, тӑвӑл чухнехи пек кӗрлеттерсе шӑхӑрса юлни те илтӗнсех тӑрать, анчах ҫӗр ҫумне вӗҫсе ҫитесси пӗр аллӑ чалӑша яхӑн юлсан, ҫӑхан вӑртах ҫаврӑнса тӳррӗн вӗҫме пуҫларӗ, ҫунаттисемпе лапсӑртатма тапратрӗ, вара кӗҫех, хӑлхана ҫурса ярас пек типпӗн шартлатса, аслати килсе ҫапрӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Самолёт пур ҫӗртен те аманса пӗтнӗ пулнӑ: хӳрин пӗр татӑкӗ катӑлса ӳкнӗ, сулахай ҫунаттин касса татнӑ вӗҫӗ трос ҫинче ҫеҫ тытӑнса, силленсе пынӑ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1