Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫунатсемлӗ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫиелтен пӑхсан, Зверков господин питех кӑмӑла каякан ҫын марччӗ: сарлака та тӑваткал питҫӑмарти ҫинчен шӑшинни пек чее куҫсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, пысӑк та шӗвӗр, сарлака та уҫӑ ҫунатсемлӗ сӑмсийӗ малалла кӑнтарса тӑратчӗ; кӑвакара пуҫланӑ пӗртан каснӑ ҫӳҫӗсем картлӑ-картлӑ ҫамки патӗнчен ҫӳлелле хӑпарса каятчӗҫ; ҫӳхе тути тӑтӑшах вылянса, ҫепӗҫҫӗн кулса ҫӳретчӗ.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Хедерсемлӗ, хӑлаҫланса пыракан ҫунатсемлӗ, хытӑ туртса ҫыхнӑ парӑссемлӗ комбайнсене кӑкарнӑ тракторсем шӑрӑх кун пӗтсе килнӗ тӗле, команда панӑ пек, унта та кунта чупкалама пуҫларӗҫ; ҫул ҫинчен пӑрӑна-пӑрӑна вырмалли лаптӑк патне ҫитсе ларнӑ комбайнсен янравлӑ ҫурлисем чӗтре-чӗтре тӳлеккӗн тайӑла-тайӑла илекен тулла касма пуҫласан, парӑс ҫине те пучахсем сарӑ лента пек илемлӗн юхса пыма тытӑнчӗҫ, хыҫала кӑкарнӑ урапа та ҫав самантрах ҫемҫе те сарӑ улӑмпа тулма пуҫларӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Страницăсем:
- 1