Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунана (тĕпĕ: ҫуна) more information about the word form can be found here.
Хапха умне колхозри чи лайӑх лашана, чи хитре хыҫлӑ ҫунана кӳлсе тӑратрӗҫ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял вӗҫӗнчен хӑвӑрт ҫывхаракан хыҫлӑ ҫунана таҫтанах асӑрханӑ пулмалла вӑл.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кукка йыттине пӗчӗк ҫунана кӳлсе пире ярӑнтарма урама ирӗке ячӗ.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл ҫав «путсӗре турттаракан ҫунана» пӗрре мар аса илӗ-ха, халь вара ун урисем ҫирӗппӗн утрӗҫ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗлле тинӗс ҫине промыслана каяс, е тавар илме, е кайӑк тытма капкӑн лартма каяс тесен, луораветлан нартӑна (ҫунана) йытӑсем кӳлет.

Чтобы съездить зимой в море на промысел, или купить товары, или поставить капкан на зверя, луораветлан запрягает в нарты (сани) собак.

Луораветлансем (чукчасем) // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Нартӑна (ҫунана) кӳлнӗ виҫӗ йытти пӗтӗмпех вӑйран кайнӑ.

Три собаки, запряженные в нарты (сани), совершенно выбились из сил.

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫара алпа тилхепе тытасси пулмасть сиртен тесе ват ҫынсене иккӗшне пӗр ҫунана шӑналӑк айне персе чикрӗҫ, урисене те улӑм айне туса шӑналӑкпа чӗркерӗҫ.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йывӑрланнӑ ҫулпа лашасем ҫунана аран-аран туртаҫҫӗ.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темиҫе эрне каялла кӑна-ха вӗсем станцӑра хӑйсем авнӑ ҫунана икӗ платформа тиесе пачӗҫ, ку ҫунасем ытти ҫар хатӗрӗпе пӗрле фронта кайрӗҫ.

Help to translate

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗҫ ачасем туртисене каҫӑртса, тилхепе вӗҫҫӗн чуптараҫҫӗ лашасӑр ҫунана ҫырманалла.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫемен те, ун хыҫҫӑн аннӑскер, ҫунана каялла эхлете-эхлете туртатчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫунана шӑтӑкран туртса кӑларнӑ хыҫҫӑн малалла Эмилӗн пӗчченех каймалла пулчӗ.

Эмилю пришлось одному продолжать свой путь по сугробам.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Мӑкӑртаткаласа вӑл хӑйӗн лашине витерен кӑларчӗ, ҫунана туртса кӑларма вӗрен илчӗ.

Ворча, вывел он свою лошадь, прихватил верёвку и вытащил сани из ямы.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лукоса ҫунана пур вӑйран тапӑҫланса туртать, Эмиль хыҫалтан тӗртет.

Лукас упирался копытами и тянул как мог, Эмиль подталкивал сзади.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫулӗ тикӗс мар пулин те ҫунана вӑл малаллах туртать.

Шаг за шагом тащил он сани между сугробами.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Идӑна лартнӑ ҫунана сӗтӗрсе Эмильпе Альфред тӑвайкки тӑррине хӑпарса ҫитнӗпе пӗрехчӗ, ҫак самантра такам чуна ҫӳҫентермелле уласа ячӗ.

Эмиль и Альфред не спеша тащили сани, в которых сидела сестрёнка Ида, и уже благополучно взобрались на последний бугор, когда раздался этот леденящий кровь вой.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмильпе Альфред вара хӑнасене ӑсатса янӑ ҫунана тӑвалла, Катхульталла, сӗтӗрчӗҫ.

А Эмиль и Альфред поволокли сани вверх по холму, в Катхульт.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Юлашкинчен вӑл тилхеперен ҫатӑрласа тытрӗ, туртнӑ пирки лаша аяккалла пӑрӑнса кайрӗ; малти урисемпе вӑл тарӑн кӗрт ҫине кӗрсе тӑчӗ, ҫунана ҫула урлӑ ҫавӑрса лартрӗ.

Так уцепился он за вожжу, потянул за нее, и лошадь свернула в сторону; она залезла передними ногами в сугроб, загородив санями дорогу.

XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Лаша, кунта ҫити хӑй сулӑмӗпе янкӑлтатса килнӗскер, пӑхӑнасшӑн мар кутӑнлашнӑн, чарӑннӑ-чарӑнман сулахаялла-сылтӑмалла хиркелеме пӑхрӗ те ҫунана, тилхепе ҫирӗп алӑра иккенне чухласан-уясан, сӑмса шӑтӑкӗсене хӑрт-хӑрт тутарса, лӑпланса-пусӑрӑнса тӑчӗ.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫӗтӗк-ҫурӑк тумлӑ Ванька, тилхепе вӗҫӗсемпе сулкаласа, пирӗн ҫунана хӑваласа ҫитет те, эпир ахӑлтататпӑр.

Оборванный ванька галопом, помахивая концами вожжей, догоняет наши сани, и мы хохочем.

ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed