Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Ҫылӑха икӗ тӗрлӗ ҫын йышлӑлатать, виҫҫӗмӗш йышшине пула ҫилӗ ҫитет: 21. вӗри чун, ҫунакан ҫулӑм евӗрлӗскер, ҫунса пӗтмесӗр те сӳнмест; 22. юн хутӑштарсах аскӑнакан этем те вучӗ ҫунса пӗтмесӗр лӑпланаймасть.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫӳлхуҫамӑр хушнӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшла, яланах Унӑн ӳкӗчӗсене вӗрен: Вӑл вара санӑн чӗрӳне тӗреклӗлентерӗ, ӑслӑлӑхшӑн ҫунакан кӑмӑлна ҫырлахтарӗ.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Юрпа пӑр вара вут-ҫулӑма та тӳснӗ, ирӗлмен — ҫапла вӗсене хӑйсен тӑшманӗсен ҫимӗҫне пӑр варринче ҫунакан вут-ҫулӑм, вутлӑ ҫумӑр пӗтернине кӑтартнӑ.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳренӗ чухне вӗсем сана ҫул кӑтартса пырӗҫ; ҫывӑрма выртсассӑн сыхласа тӑрӗҫ; ыйхунтан вӑрансассӑн санпала калаҫӗҫ: 23. ӳкӗт вӑл — ҫунакан ҫурта, пӗлӳ вӑл — ҫутӑ, вӗрентсе калани, ӑс пани — пурӑнӑҫ ҫулӗ; 24. вӗсем сана юрӑхсӑр хӗрарӑмран, ют арӑмӑн йӑпӑлти чӗлхинчен сыхласа хӑварӗҫ.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пур халӑхсем те ҫавӑрса илчӗҫ мана, эпӗ вара вӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкертӗм; 11. хупӑрласа илчӗҫ мана, ҫапла, хупӑрласа илчӗҫ мана, эпӗ вара вӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкертӗм; 12. пыл хурчӗ [караса] сырӑннӑ пек сырса илчӗҫ мана, хӑйсем хӑвӑрт ҫунакан кӳкен пек сӳнсе ларчӗҫ: эпӗ вӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкертӗм.
Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ сывлӑшсене Хӑвӑн ангелусем тӑватӑн, ялкӑшса ҫунакан вут-ҫулӑма Хӑвна ӗҫлесе тӑракансем тӑватӑн.4. Ты творишь ангелами Твоими духов, служителями Твоими - огонь пылающий.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑв ҫилленнӗ вӑхӑтра Эсӗ вӗсене хӗрсе ҫунакан кӑмака пек тӑватӑн; Ҫӳлхуҫа вӗсене Хӑйӗн ҫиллипе пӗтерсе тӑкӗ, вӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарса ярӗ.
Пс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ ҫак ҫылӑха пула Туррӑмӑрӑн вут-ҫулӑмла ҫунакан ҫилли пирӗнтен сирӗлинччӗ! тенӗ.доколе не отвратится от нас пылающий гнев Бога нашего за это дело.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Унти халӑха вара хуларан илсе тухнӑ та вӗсене пӑчкӑ, тимӗр тӑпачӑ, тимӗр пуртӑ айне тунӑ, вӗсене ҫунакан кӑмакана пӑрахнӑ.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Елеазар священник вӑрҫӑра пулнӑ ҫар ҫыннисене каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр Моисее панӑ саккун тӑрӑх акӑ мӗнле тумалла: 22. ылтӑна, кӗмӗле, пӑхӑра, тимӗре, тӑхлана тата хура тӑхлана, 23. тата вут-ҫулӑма тӳсекен мӗнпур япалана тасатма вӗсене вут витӗр кӑларӑр, унсӑр пуҫне тата тасатакан шывпа тасатӑр; вутра ҫунакан япаласене вара пурне те шывпа ҫӑвӑр; 24. хӑвӑр тумтирӗре ҫиччӗмӗш кунне ҫӑвӑр, вара эсир тасалӑр, ун хыҫҫӑн тапӑра таврӑнӑр, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. Ҫӳлхуҫа панӑ саккун йӗрки ҫакӑн пек, тенӗ: Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсем сан патна айӑпсӑр, пӗр кӑлтӑксӑр [тата] хӑмӑт тивмен хӗрлӗ пушмак пӑру илсе пыччӑр; 3. ӑна Елеазар священника парӑр, вӑл ӑна тапӑр тулашне [таса вырӑна] илсе тухтӑр, пӑрӑва ун умӗнче пусчӑр; 4. Елеазар священник унӑн юнӗпе пӳрнине йӗпеттӗр те пуху чатӑрӗн мал енне ҫичӗ хутчен юн сирпӗттӗр, 5. пӑрӑва унӑн куҫӗ умӗнче ҫунтарччӑр: унӑн тирне, ашне, юнне унӑн тасамарлӑхӗпе пӗрле ҫунтарса яччӑр; 6. священник кедр йывӑҫӗ, иссоп тата йӑм хӗрлӗ ҫӑм ҫиппи илтӗр те ҫакна ҫунакан пӑру ҫине пӑрахтӑр; 7. кайран священник хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, хӑй те шывпа ҫӑвӑнтӑр, вара тапӑра таврӑнтӑр, священник каҫ пуличчен таса мар пулӗ.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫунакан вырӑн пысӑках мар пулсан ӑна сӳнтерме тӑрӑшӑр.
Кӑмакасене юсавлӑ тытар // С.САРДАЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Кӑмакасемпе усӑ курнӑ чухне ҫак правилӑсене ҫирӗп пӑхӑнмалла: - кил-ҫуртра е мунчара пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене тивӗҫтермен кӑмакасене хӑвӑр тӗллӗн ан лартӑр; - кӑмака ҫинче тата ҫумӗнче ҫунакан хатӗрсене ан тытӑр; - кӑмака хутнӑ чухне хӑвӑрт тивсе илекен шӗвексемпе усӑ ан курӑр; - йывӑҫ ҫуртсем ҫумне сӳнмен кӗлпе кӑмрӑка ан пӑрахӑр; - ҫунакан кӑмакана никамсӑр ан хӑварӑр, ӑна пӑхса тӑма ҫул ҫитмен ачасене ан шанӑр; - кӑмакана ытла хӗртсе ан ярӑр.
Кӑмакасене юсавлӑ тытар // С.САРДАЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Маншӑн юрату вучахӗнче ҫунакан хӗр-хӗрарӑмӑн пӗрле пулас шанчӑк ҫук.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Кил хуҫи ҫунакан килтен тухма ӗлкӗрнӗ.
Эрехе пула - пушар // В.КИРИЛЛОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Чӑвашлӑхшӑн ҫунакан кашни йӑхташ яваплӑха туйса ҫак ӗҫе хутшӑнма пултарать.
Кӑҫал та диктант ҫырӑпӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№