Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чукун ҫулӑн каяс енӗ хальхи Кивӗ Пӑрӑнтӑк ялӗ ҫумӗнчен ҫаврӑнса каймалла пулнӑ тет, ҫапла майпа «восьмойӗнче» Пӑрӑнтӑк станцийӗ пулса тӑрать.
Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
24. Эсӗ те, вӑрманти ҫу йывӑҫӗ ҫумӗнчен касса илнӗскер, паха ҫу йывӑҫӗ ҫумне сыпӑнтӑн пулсан, ҫак пӗр тӗпри туратсем хӑйсен ҫу йывӑҫӗ ҫумне тата ҫӑмӑлтарах сыпӑнӗҫ.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эй икӗ питлӗскер! эсир кашниех хӑйӗн вӑкӑрне е ашакне шӑматкун сырӑш ҫумӗнчен салтса илсе шӑварма ҫавӑтса каймастӑр-и вара?
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эсир вара ыррине кураймастӑр, усаллине юрататӑр; ҫынсенчен вӗсенӗн тирне сӳсе илетӗр, вӗсенӗн шӑмми ҫумӗнчен ӳтне сӗветӗр, 3. Ман халӑхӑмӑн ӳтне ҫиетӗр, тирне сӗветӗр, шӑммисене вататӑр, чӳлмеке янӑ пек тӗпрететӗр, ӳтне хурана янӑ пек ваклатӑр, терӗм.
Мих 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна пысӑк вӑйсӑрах, йышлӑ ҫынсӑрах тымарӗ ҫумӗнчен татса пӑрахӗҫ.И не с большою силою и не со многими людьми сорвут ее с корней ее.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Чаплӑ патша пуканӗ ҫинче лараканран пуҫласа ҫӗр ҫумӗнчен, тӑпра ӑшӗнчен хӑпайман ҫын таранччен, 4. хӗрхӗлтӗм тум тумланса, пуҫкӑшӑль тӑхӑнса ҫӳрекенрен пуҫласа шӑлапир тумпа ҫӳрекен таранччен — 5. пурте вӗчӗхеҫҫӗ, кӗвӗҫеҫҫӗ, пӑтранаҫҫӗ, пӑшӑрханаҫҫӗ, вилӗмрен сехӗрленеҫҫӗ, тарӑхаҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, ҫывӑрма выртнӑ вырӑнӗ ҫинче те вӗсен ӑсне тӗлӗк аташтарать.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Шыва юхса тухма ан пар, усал арӑма нумай калаҫма ан пар; 29. вӑл санӑн аллу айӗнче ҫӳремесессӗн, ӑна ӳтӳ ҫумӗнчен татса пӑрах.
Сир 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кӗмӗле хутӑшран тасат та — кӗмӗл ӑстин савӑт пулса тухӗ; 5. усал ҫынна патша ҫумӗнчен уйӑр та — патша пуканӗ тӳрӗлӗхпе ҫирӗпленӗ.
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ровоам йӑвашлансассӑн, Турӑ ҫилли ун ҫумӗнчен сирӗлнӗ, ӑна тӗппипе пӗтерсе лартман: ӗнтӗ Иудейӑра ырри те пулнӑ.
2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кам та пулин упӑшкаллӑ арӑмпа выртнине курсассӑн, вӗсене иккӗшне те — ют арӑмпа выртнӑ арҫыннине те, хӗрарӑмне те — вӗлерме тытса памалла; усал ӗҫе Израиль ҫумӗнчен ҫапла пӗтерсе пыр.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпир вара хамӑр тӑванӑмӑрсен, Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсен, ҫумӗнчен тӳремлӗхри ҫулпа Елаф хули патӗнчен тата Ецион-Гавер хули патӗнчен иртрӗмӗр те Моав пушхирӗ еннелле пӑрӑнса кайрӑмӑр.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Эхер те ҫунӑ хыҫҫӑн священник чир сахалрах палӑрнине курсассӑн, священник ӑна тумтиртен е сӑран ҫумӗнчен, е кумми, е ураҫҫи ҫумӗнчен татса илтӗр.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хӑвӑр ачӑрсем сире: ку мӗнле йӗрке? тесессӗн, 27. [вӗсене] ҫапла калӑр: ку — Ҫӳлхуҫашӑн кӳрекен пасха парни, Египет ҫыннисене пӗтернӗ чухне Вӑл Израиль ывӑлӗсен ҫурчӗсем ҫумӗнчен иртсе кайрӗ, пирӗн килӗмӗрсене хӑтарчӗ, тейӗр, тенӗ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа Египета пӗтерме кайӗ, Ҫӳлхуҫа алӑк урлавӗпе икӗ янахӗ ҫинчи юна курӗ те алӑк ҫумӗнчен иртсе кайӗ, пӗтермӗше сирӗн килӗрсене кӗртмӗ, сире пӗтерме памӗ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Марина ун ҫумӗнчен пӑрӑнман.
Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№