Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Э, шофер тус, сан кабина пушах иккен-ха, — терӗ те хӗр, йӑпӑр-япӑр шофер ҫумне кӗрсе ларчӗ.
«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.
— Мӗн куршанак пек ҫыпҫӑнтӑр хӗр ҫумне? — хыттӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ ҫак вӑхӑтра тахӑшӗ.
Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.
Эх, тӑмана, тӑмана, Мӗн калам-ши эп сана! — Каҫпа ҫӗклен эс пуҫна, Аран уҫан ик куҫна, Ялан таҫта эс васкан, Ҫуртсем ҫумне ӑнсӑртран Пыра-пыра ҫапӑнан, Намӑс-симӗс ҫуккӑ сан, — Ашкӑнмашкӑн тытӑнан: Чӑх-чӗп тытма юратан, Ҫынна хӗн-хур кӑтартан…
Тӑмана // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 20 с.
Вӑл пире курчӗ те ҫатан ката ҫумне пырса тӑчӗ.
Калля пичче култарать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 9 с.
Вӑл ҫуйхашнӑ вӑхӑтра манӑн юлташ Ятманов ҫумне пырса ларчӗ.
Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.
— Мӗнле, ӑҫтан сиксе тухрӗ ку телей капла? — тӗлӗнчӗ вӑл, укҫа хутаҫҫине кӑкӑрӗ ҫумне хаваслӑн чӑмӑртаса.
Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.
Ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса юлнӑ кӗрт кавирӗ ҫинче Хӗлимун алӑ ҫупса ташлать.
56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Степановпа пӗрле Хӗлимун та пӳрте кӗчӗ, халӗ хӑйӗнчен никам та кулма хӑймасса сиссе, директор ҫумне кӗрсе ларчӗ.
55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пӑрушӗ, Ася ятлӑскер, хӑйне чӗннине илтсе, пушшех ун ҫумне ҫыпҫӑнать.
55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Упӑшки вӑрансан мухмӑр чӗртме Машка-Милашка патне тухса ан кайтӑр тесе, Хӗлимуна сак ҫумне кӗпе ҫакмалли вӑрӑм кантрапа яваласа ҫыхса хӑварнӑ.
55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Дубов пӑчка вулӑ ҫумне тытса пусрӗ, акӑ ӗнтӗ сӑнчӑр кӗрпек сирпӗтет, каснӑ хушӑк куҫ умӗнче тарӑнланса, сарӑлса пырать.
50 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Михала чӗрӗп пек хутланса ларнӑ, аллисене хырӑмӗ ҫумне хӗстернӗ, пуҫӗ аяккалла пӑрӑннӑ.
44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Старик сухалӗ ҫумне Палюкӑн курпунтарах шӗвӗр сӑмси ҫыпҫӑннӑ.
44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Кунта вара ҫулӑм ҫул урлӑ каҫнӑ, трактор сухаласа хӑварнӑ таранах мар канав ҫумне ҫитсе чарӑннӑ.
44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Авланатӑп эпӗ, — Анютӑна кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ Раман.
32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Сирӗн манпа милици уйрӑмне пырас пулать, — аллине карттус сӑмси ҫумне ҫӗклерӗ старшина.
30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
«Дружба» кӗрлевӗ ҫумне пуртӑ начлатнӑ сасӑ хушӑнчӗ.
29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пӑчка кӑмака ҫумне пырса тӑратрӗ.
28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫтаппан хӗр ҫумне хӑяккӑн сӗвенсе ларчӗ, унӑн кӑптака мӑйӗ ҫине аллине хучӗ, чалӑш тутипе Улькана хыттӑн чуптуса илчӗ.
26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тутам ҫумне ку таранччен арҫын тути сӗртӗнсе курманччӗ.
26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.