Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулсене (тĕпĕ: ҫул) more information about the word form can be found here.
Хальхи вӑхӑтра паллӑ туризм вырӑнӗсене илсе каякан ҫулсене хастар юсаҫҫӗ.

На данный момент идут активно ремонтируются дороги, которые ведут к популярным туристическим местам.

Радий Хабиров: "Эпир туристсен паллӑ вырӑнӗсене илсе каякан ҫулсене тӗплӗ юсама тытӑнтӑмӑр" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... -r-3399622

Хӗлле ялсем хушшинчи ҫулсене хальхи пек тасатмастчӗҫ…

Help to translate

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта округра 2,34 километр, ял территори уйрӑмӗсенче 3,674 километр ҫулсене юсанӑ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленччӗр, ялсем илемленччӗр // Владимир Акчурин. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d2%ab%d3%9 ... %bb%d0%b5/

Кӑҫал округри ҫулсене пӑхса тӑма 12,066 млн тенкӗ, ял территори уйрӑмӗсенчи ҫулсене валли 2,909 млн тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленччӗр, ялсем илемленччӗр // Владимир Акчурин. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d2%ab%d3%9 ... %bb%d0%b5/

Демьян Филипповичпа пӗр ҫемьере килӗштерсе нумай ҫул пурӑнни ҫинчен унӑн мӑшӑрӗ Маргарита Григорьевна Семенова, Демьян Филипповичпа пӗрле «Коммунизм ялавӗн» редакцийӗнче ӗҫленӗ ҫулсене Валерий Комиссаров, Алексей Леонтьев, Надежда Смирнова, Галина Матвеева, Юрий Михайлов, Александр Вражкин журналистсем, ҫырусен пайӗн сотрудникӗ Галина Хрисанова, ҫавӑн пекех Демьян Филиппович ҫинчен ЧПУн журналистика уйрӑмӗн ертӳҫи Анатолий Данилов, «Хыпар» хаҫатӑн куҫаруҫинче нумай ҫул ӗҫленӗ Геннадий Федотов аса илчӗҫ.

Help to translate

Тӗп редактора, вӗрентекенӗмӗре асӑнтӑмӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/tep-redaktor ... -asantamar

Кӑҫал пуҫару бюджетне хутшӑнса ялти Чернов, Пушкин урамӗсенчен пуҫласа кооперативӑн выльӑх-чӗрлӗх фермисем патне ҫитиччен ҫулсене юсама укҫа-тенкӗ хыврӗ.

Help to translate

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Шыва кӗмелли ятарлӑ вырӑнсем тунӑ, шыв илме пымалли ҫулсене йӗркене кӗртнӗ.

Help to translate

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Ҫулсене пӑхмасӑрах хаҫата тӗппи йерипе вулатпӑр.

Help to translate

«Район хаҫатӗнчен уйрӑлмастпӑр» // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/mass-ll-info ... -r-3326688

Ҫав чи асаплӑ ҫулсене пенсие тухнӑ чух ҫухатмалла-и?

Help to translate

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ҫулсене уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе мӗнпур ыйтӑва та татса пама май килмест.

Help to translate

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Ман шутпа, аллӑ пилӗк-аллӑ ҫичӗ ҫулсене ҫитнӗскер.

Help to translate

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑтӑр ҫулсене ҫитнӗ пек туйӑнчӗ вӑл мана.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Фабрикӑна каякан фурӑсем ҫулсене пӑсса хӑвараҫҫӗ».

Help to translate

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Машинӑсем ҫулсене ан ҫӗмӗрччӗр.

Help to translate

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Ҫулсене майӗпен сарнине кура ҫак хӑтлӑх та ҫитетех ӗнтӗ.

Help to translate

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес ӗҫ управленийӗн начальникӗ А.В.Краснов Асанкасси ялӗнчи ҫулсене йӗркене кӗртес енӗпе туса хатӗрленӗ документсене ҫӳлерех органсене тӑратни пирки каласа пачӗ.

Help to translate

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Трасса тӑвакан подрядчик, строительство ӗҫӗсем вӗҫленсен хӑй хыҫҫӑн ҫулсене йӗркене кӗртме шантарнӑ пулин те, ҫак енӗпе ӗҫлени палӑрмасть-ха.

Help to translate

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Ӑна тума хӑйӑр турттарнӑ чухне йывӑр тиевлӗ транспорт хатӗрӗсем ку тӑрӑхри ҫулсене ҫӗмӗрсе-ватса пӗтернӗ.

Help to translate

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Кашни ҫулах кашни ялтах урамсенчи ҫулсене юсаҫҫӗ.

Help to translate

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Граждансене ытларах ҫӗрпе усӑ курассипе, ҫурт-йӗрпе ҫӗр лаптӑкӗсене харпӑрлӑха куҫарассипе, таса шывпа тивӗҫтерессипе, ҫулсене тивӗҫлӗ тытса тӑрассипе тата юсассипе, ача-пӑча площадкисем тӑвассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем канӑҫсӑрлантараҫҫӗ, — пӗлтерет Анатолий Васильевич.

Help to translate

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed