Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫулна (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
14. Хӑйсем вара Турра ҫапла калаҫҫӗ: «кай пирӗн патӑмӑртан, пирӗн Санӑн ҫулна пӗлес те килмест! 15. Уншӑн ӗҫлесе тӑма — Пурне те Тытса Тӑракан пирӗншӗн камах вара Вӑл? Ӑна тилмӗрсе мӗн усси пултӑр?» теҫҫӗ.
Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ [санӑн] ҫулна пӳлме тухрӑм, мӗншӗн тесессӗн [эсӗ] тӗрӗс мар тӑватӑн; 33. ашак, Мана курса, ӗнтӗ виҫӗ хутчен Манран айккинелле пӑрӑнчӗ; вӑл Манран пӑрӑнман пулсассӑн, Эпӗ сана вӗлереттӗм, ӑна чӗрӗ хӑвараттӑм, тенӗ.
Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Моисей Ҫӳлхуҫана каланӑ: акӑ Эсӗ мана: ертсе кай ҫакӑ халӑха, тетӗн, Эсӗ: «Эпӗ сана ятранах пӗлетӗп, эсӗ Манӑн куҫӑм умӗнче ырӑлӑх тупрӑн» терӗн пулин те, манпа пӗрле кама ярассине уҫса памарӑн; 13. эппин, эпӗ Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, йӑлӑнатӑп: Хӑвӑн ҫулна кӑтартсам мана, Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупмашкӑн эпӗ Сана пӗлсе ҫитем; асту-ха: ҫакӑ ҫынсем санӑн халӑху-ҫке, тенӗ.
Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вӑл мана каларӗ: эпӗ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче ҫӳретӗп, санпа пӗрле Вӑл Хӑйӗн Ангелне ярӗ, санӑн ҫулна ӑнӑҫлӑ тӑвӗ, манӑн ывӑлӑм валли арӑм хамӑн тӑвансем хушшинчен, хамӑн аттем килӗнчен, илӗн; 41. манӑн тӑванӑмсем патне кайса килсессӗн, эпӗ тутарнӑ тупаран хӑтӑлӑн, вӗсем сана хӗр памасассӑн та, эсӗ эпӗ тутарнӑ тупаран хӑтӑлӑн, терӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.