Шырав
Шырав ĕçĕ:
Рассолов ҫамки ҫине тапса тухнӑ тарне шӑла-шӑла утӑ ҫулать, ҫавине асӑрханса та вӗттӗн сула-сула ярать, ҫава курӑк хушшинчи вӗтӗ тунката е тыллапуҫҫи ҫине пырса тӑрӑнмассерен шӑппӑн мӑкӑртаткаласа ятлаҫса илет.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Уттине Емельянов конспирацишӗн ҫеҫ, чипер йӗркеллӗ ҫулнӑ чухнехи пек, капан хӑпарса пытӑр тесе ҫулать.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Фаворит хӑйӗн господинӗн урисене ҫулать, кунсӑр пуҫне унӑн пурнӑҫӗнче ырлӑхсем тӑвассишӗн тӑрӑшать.Обязанности его заключаются в том, что он лижет ноги своего господина и заботится о его удобствах.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӑй урайне тӑкӑннӑ шыва та ҫулать, кӗленче ҫӑварӗнчен те ӗҫет.
Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Ҫӳхе ҫӑкӑр чӗлли тата хулӑм аш касӑхӗ касса илсе ҫиекенӗ вӗсене пӗрле тирпейлесе тытать, икӗ аллипе те ҫӑвар патнелле илсе пырать, — тути унӑн чӗтрет, вӑл ӑна йытӑ чӗлхипе ҫуланӑ пек вӑрӑм чӗлхипе ҫулать, вӗтӗ те ҫивчӗ шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ, — вара сӑн-питне аш патнелле йыта манерлӗ тайӑлтарать.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ун кӑкӑрӗнче вут ҫунать; тути типсе кайрӗ, вӑл вӗсене чӗлхепе ҫулать, яланхинчен те ытларах селӗппӗн калаҫать.Внутри у него горело, во рту пересохло, он все время облизывал губы, и поэтому еще больше шепелявил.
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тӗм хура шыв свайсене ҫулать, шӑплӑхра хумханса, шӑмпӑлтатса выртать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӗрарӑм кулкаласа тути хӗррисене ҫулать, ассӑн сывлать, вара каллех каччӑна ыталаса илет те чарусӑррӑн ӑна куҫран пӑхать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫавраҫил пек ҫавӑрттарать вӑл халь ҫӗршыва, пинӗ-пинӗпе ҫулать ҫынсене.Налетела как вихрь, без пощады сжигала, тысячами косила людей.
Йывӑр ҫухатусем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Серёжа ун умне тӑнӑ та тимлесех ҫулать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Федя калать, упа ҫынна ҫулать тет.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ҫавине анлӑн сулса ячӗ те ҫулма тытӑнчӗ, аллисене пӗр виҫеллӗ сулса, ҫулать те ҫулать.Широко размахнувшись косой, она стала косить и пошла и пошла, мерно взмахивая руками.
Алӑ ҫинчи пирвайхи хӑмпӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Сӗтел айӗнче кушак ҫури хӑйне тӑкса панӑ сӗте ҫулать.
Алӑк умӗнчи хуралҫӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Хам ҫумра эп Дингӑна кӑштах тӑратасшӑн, анчах маттур йытӑ, алла ҫулать пулсан та, таҫталла туртӑнма тытӑнать.Я хотел бы удержать при себе Динго, но славный пес, хотя и лижет мне руки, как будто рвется прочь.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Динго ман алӑсене ҫулать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Кушака ҫури ҫуланӑн, Йыт ҫури хӑй амӑшпе йӑпӑлтатнӑ пек, вӑл санӑн аллуна та чӗлхипе, уруна та йӑпӑшт! ҫеҫ ҫуласа илет, кулать, пилӗкрен, тата кӑшт ҫеҫ аялтан та вӑл ҫулать.Лижет ногу, лижет руку, лижет в пояс, лижет ниже,- как кутенок лижет суку, как котенок кошку лижет.
Йӑпӑлти // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 73–77 с.
Хӑйне тин ҫеҫ тытнӑ пулӑ е курак ҫунатти парассине кӗтсе, ачасем ҫине ытла та кӑмӑллӑн пӑхать, тутисене чӗлхипе ҫулать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Вӗсем ҫичӗ хурӑнтан кӑна хурӑнташлӑ пулсан та, вӑл Шерккей патӗнче сухине сухалать, вуттине турттарать, ҫаранне ҫулать, лашине пӑхать — тем те ӗҫлет, тав сӑмахӗ илтессе кӗтмест, тӳлессе асӑнтармасть, чӗнмест, ӳпкелешмест.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Жучка, хӑй хытӑ ҫӗр ҫине тухса тӑнине кура, пикенсех силленет, чӗтренет, урса кайнӑ пек Тёма кӑкӑрӗ ҫине ыткӑнать, ӑна тутинченех ҫулать.
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӑл пӗшкӗнет, йыттине ачашлать, йытти унӑн пӳрнисене ҫулать; хальхи опыт ӑна ӑслӑрах пулма хушнине кура, Жучка урӑх вырӑнтан тапранмасть, анчах ун вырӑнне вӑл ҫав тери чуна тивмелле, ҫав тери ачашланса йынӑшать.
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.