Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ула Тимӗр шӑранса выртакан вут пуҫҫисенчен пӗрне, пӳрне тачкӑшлине, вут ҫуламан вӗҫӗнчен ярса тытрӗ, унпа кӑвайтри кӑвара шӑнкӑль-шӑнкӑль пӑтратса, ҫавӑркаласа илчӗ, вара вӑр-варрӑн ура ҫине тӑчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Мӗнле ҫуламан пӑру эсӗ — куҫ умӗнчех хӗр ачана вӑрлаттарса ятӑн!
16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Халь ҫав ҫуламан пӑру пирӗн ҫул ҫине тӑчӗ те, юлашкинчен ун пек мӑшкӑллас тесе шутларӗ ӗнтӗ…
9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тата эсир, икӗ ҫуламан пӑру, ҫав йӗпе сӑмса умӗнче алманчӑ чысне те хӳтӗлеймерӗр.
4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Э-э, эсӗ юлташӑнтан шикленме шутлатӑн, пӗлетӗп сана, ҫамрӑк чухнех эсӗ ҫуламан пӑруччӗ.
Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.
Цилиндрсене те, подшипниксене те Райтсем ҫуламан курӑнать, мӗншӗн тесен вӗсем мотора пӗр-икӗ минутран ытла ӗҫлеттересшӗн пулман.
21. Мотор // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
— Мӗн тума кирлӗ вӑл пире, ҫуламан пӑру? — мӑкӑртатрӗ Ҫтяпук.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Ачашланни ҫинчен сӑмах пымасть-ха, ҫуламан пӑрӑва эпӗ хам та тиркенӗ пулӑттӑм…— Да я же не о нежности говорю, таких необлизанных телят я и сама не терплю!..
XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Мӗншӗн тесен пӗр пус ытларах укҫашӑн жид аллине ҫуламан улпут е миллионер ҫук-ха ҫӗр ҫинче.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Агитаци ӗҫне уҫҫӑнах туса пыма тытӑнчӗҫ, ӑна ирттересрен шикленсе тӑрасси асра та ҫук, пӑлхава хатӗрленсе хӗҫ-пӑшалланнине тӗрӗк правительстви курсах тӑрать, ҫапах та хӑйне ҫуламан пӑру пек тыткалать, вӑл пусмӑрти халӑх вӑйне нимӗн чухлӗ те хисепе илмест, йӗрӗнсе пӑхать, ҫавӑнпа кӑна калама пулать вӑл куҫсӑр пулса тӑнине.
XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗрремӗш монолога каланӑ хыҫҫӑн вӑл темскер шухӑшларӗ, анчах мӗн шухӑшланине хӑй те пӗлмерӗ, вара иккӗмӗш монологра хӑй пӗрремӗшӗнче мӗн шухӑшланине ӑнлантарса пачӗ; «Ирӗке кӑтартнӑ хыҫҫӑн ҫынна ирӗке кӑлармасӑр хӑварма юрамасть», — кун хыҫҫӑн вӑл икӗ сехет шухӑшларӗ; Сӗменовски кӗпер патӗнчен Выборгскӑя ҫитиччен сехет ҫурӑ тата хӑй кушетки ҫинче ҫур сехет иртнӗ; вунпилӗк минут хушши ҫамкине пӗркелентермесӗр шухӑшларӗ, сехет те хӗрӗх пилӗк минут хушши ҫамкине пӗркелентерсе шухӑшларӗ, икӗ сехет иртсен хӑйне ҫамкинчен ҫапрӗ те, «Гоголь почтмейстерӗнчен те начартарах, ҫуламан пӑру!» тесе, сехет ҫине пӑхса илчӗ.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Леш, ҫуламан пӑрӑва, Макара пӑрах — ним усси те ҫук.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
- 1