Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакнашкал уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра ӗҫлекен хресченсене курсан, ахаль халӑх маншӑн ҫукпа пӗрех пулсан та, эпӗ яланах хам та сисмесле имене-имене каятӑп та вӗсем мана ан курччӑрччӗ, тесе тӑрӑшатӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сomme il faut ҫыннисене эпӗ хисеплерӗм тата вӗсене манпалан танлӑ ҫыхӑнусем тытма тивӗҫлӗ тесе шутларӑм; иккӗмӗшӗсенчен йӗрӗненҫи пултӑм, анчах чӑннипе ку ҫынсене, хамӑн кӑмӑла хуҫакансем вырӑнне хурса, кураймасӑр пурӑнтӑм; виҫҫӗмӗшсем маншӑн ҫукпа перехчӗ — эпӗ вӗсенчен йӗрӗнмеллипех йӗрӗнтӗм.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр Сережа ҫинчен кӑна шухӑшлакан Соньӑшӑн эпӗ ҫут тӗнчере ҫукпа пӗрех пулнӑн туйӑнчӗ.Сонечка же, казалось, так была занята Сережей Ивиным, что я не существовал для нее вовсе.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чунӗ-чӗри ыратнине, хӑй ӑшӗнче мӗн пулса иртнине ҫеҫ туять ӗнтӗ вӑл, тулашри тӗнче ҫукпа пӗрех халь уншӑн.
Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Мӗн чухлӗ пӳрт кунта! Ярангӑсем ҫукпа пӗрех!» — тӗлӗнет вӑл, Кэукайпа юнашар пулма тӑрӑшса.«Сколько домов здесь! А яранг почти нету!» — изумлялся он, стараясь держаться поближе к Кэукаю.
Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Сочиненийӗ ҫукпа пӗрех ӗнтӗ кунта, анчах питӗ ӑста тунӑ ӳкерчӗксем учительницӑна Кэукайпа Петя тата Эттай вырӑс хӗрачипе, Соньӑпа, питӗ кулӑшла паллашни ҫинчен уҫҫӑн ӑнланмалла каласа пачӗҫ.
Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Асӑрханӑ-и эсир, — терӗ ҫӳҫне шакла кастарнӑ ҫамрӑк ҫын, театр ҫинчен пуҫланнӑ калаҫӑва малалла тӑсса, — асӑрханӑ-и эсир ҫакна: пирӗн лайӑх артистсем сахал пулин те, ҫапах та пурах, анчах лайӑх актрисӑсем вара ҫукпа пӗрех, халӑх хушшинчи халапра ҫеҫ Семенова ячӗ упранса юлнӑ; сӑлтавсӑр мар-ҫке ӗнтӗ ҫак?
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Айӑпӑм мана ҫукпа пӗрех туйӑнать, ҫавӑнпа эпӗ полк командирӗн характерӗ кӑра та хаяр пулин те, унпа калаҫу мӗнле пӗтес пирки аса та илместӗп.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӗсен ялӗсенче вулама пӗлекен те ҫукпа пӗрех…
VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хулапа пыратӑп, пирӗн хӑшпӗр боецсем кӑна курӑнкалаҫҫӗ, хула ҫыннисем ҫукпа пӗрех, пӗтӗм урам ялкӑшса ҫунать…Иду городом, наших бойцов мало, гражданских совсем никого, муторно, а улица вся горит…
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Государство ӗҫне ӑнланса тӑвакан ҫын урӑхла каласа кӑтартнӑ пулӗччӗ: хӗл пуҫланчӗ, ӑшӑ тумтир пирӗн ҫукпа пӗрехчӗ, анчах эпир государство фондӗнчен ыйтмарӑмӑр, лайӑхраххине Хӗрлӗ Ҫара патӑмӑр, тейӗччӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Лешсем ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗҫ, вӑл вӗсемшӗн кунта ҫукпа пӗрех.Они не обращали на него внимания, будто его и не было здесь.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Эсӗ хӗр илтӗн, вӑл сан валли ачасем ҫуратать, анчах эсӗ ҫукпа пӗрех, ман ҫине чунсӑр пӑхатӑн.Взял девушку, она тебе детей родит, а тебя будто и нет, — без души ты ко мне.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Грубский уншӑн урӑх ҫук пулнӑ пекех, Мерзляков та ҫукпа пӗрех пулса тӑчӗ.Мерзляков перестал для него существовать, как не существовал больше Грубский.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Килнӗ ҫынсем пӳртрен пӳрте кӗре-кӗре тухрӗҫ: кил-ҫуртсенче арҫынсем ҫукпа пӗрех.Приезжие зашли в один дом, в другой: мужчин почти нигде не было.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тавлашмастӑп, — хӑюллӑ ӗҫ, анчах усси ҫукпа пӗрех.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӑл ҫапла калатчӗ: Адун шывӗн сулахай енне ялсем ӑнсӑртран ларман, сылтӑм енче — ялсем ҫукпа пӗрех.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Трасса ҫинчен никам та аса илмест, шутламасть, трасса ҫукпа пӗрех!..Никто не помнит, не думает о трассе, будто она и не существует!..
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хулара ҫарату тапранчӗ, красноармеецсем урамра ҫукпа пӗрех.В городе начались грабежи, а красноармейцев на улицах почти не было видно.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Хӑрушӑ чир, — терӗ Михаил Иосифович Авербах академик, — унран сыватма май ҫукпа пӗрех, час-часах куҫ, электричество лампи ҫунса кайнӑ пек, кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк курми пулать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.