Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 10. Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсенчен е вӗсен йӑхӗнчен кам та пулин вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗнсе тасамарланнӑ пулсассӑн е инҫе ҫула кайнӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла; 11. ун пеккисем иккӗмӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине Пасха туччӑр, ӑна вӗсем тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсемпе, йӳҫӗ курӑксемпе ҫиччӗр; 12. ирччен унран нимӗн те ан хӑварччӑр, унӑн шӑммисене ан ватчӑр; ӑна вӗсем Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ пӗтӗм йӗрке тӑрӑх туччӑр; 13. кам та кам таса халлӗнех е [инҫе] ҫула кайман чухнех Пасха тумасть, ҫав чун хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗттӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана вӑхӑтра парне кӳмерӗ: ҫав ҫын хӑй ҫине ҫылӑх илӗ; 14. сирӗн патӑрта ютран килнӗ ҫын пурӑнать пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла: вӑл ӑна Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ йӗрке тӑрӑх, унӑн йӑлине кура тутӑр; ютран килнӗ ҫыншӑн та, ҫак ҫӗр ҫыннишӗн те Пасха тӑвас йӗрке сирӗн пӗрре пултӑр, тенӗ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тырӑ-пулӑ парни кӳрес йӗрке акӑ ҫакӑ: [священниксем] Аарон ывӑлӗсем ӑна Ҫӳлхуҫа умне парне вырӑнӗ патне илсе пымалла; 15. [священник] тырӑ-пулӑ парнинчен тулӑ ҫӑнӑхӗ, йывӑҫ ҫӑвӗ тата парне ҫинчи мӗнпур ливанне ывӑҫласа илтӗр те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ку — кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, Ҫӳлхуҫана халалласа кӳрекен парне; 16. унӑн юлашки юлнине Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ҫиччӗр; ӑна тутлӑлла пӗҫерсе сӑваплӑ вырӑнта ҫимелле, ӑна пуху чатӑрӗн картишӗнче ҫиччӗр; 17. ӑна йӳҫӗтсе пӗҫермелле мар.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Парне такине ил те унӑн ашне сӑваплӑ ҫӗрте пӗҫер; 32. Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ҫав така ашне тата пӗрнерен ҫӑкӑр илсе пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче ҫиччӗр: 33. вӗсен хӑйсене тасатнӑ чухне, хӑйсене священник пулма халалланӑ чухне тата хӑйсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне панӑ парнене хӑйсенех ҫимелле; ӑна урӑх ҫын ан ҫитӗр, вӑл сӑваплӑ япала; 34. священника кӗртнӗ чухнехи парне ашӗпе ҫӑкӑр ирччен юлас пулсассӑн, юлашкине вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр: ӑна ҫиме юрамасть, вӑл сӑваплӑ япала.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сирӗн путекӗр айӑпсӑр пултӑр, така пултӑр, пӗр ҫулхискер пултӑр; вӑл сурӑх путекки е качака путекки пултӑр, 6. вӑл путек сирӗн ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗччен сыхӑ тӑтӑр; вара Израилӗн пӗтӗм халӑхӗ ӑна каҫпала пустӑр, 7. унӑн юнне илсе, ӑна ҫиме пуҫтарӑннӑ килӗрсенче алӑксен икӗ янахӗпе урлавне сӗрсе тухчӑр; 8. унӑн ашне, вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫернӗскере, ҫав каҫах ҫисе яччӑр; ӑна тутлӑлла ҫӑкӑрпа, йӳҫӗ курӑксемпе ҫиччӗр; 9. ӑна пиҫнӗ-пиҫмен е шывпа пӗҫерсе ан ҫийӗр, вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫерсе пуҫӗпе урисене тата ӑшне-чиккине ҫийӗр; 10. ирччен унран нимӗн те ан хӑварӑр, [унӑн шӑммисене ан ватӑр,] унран ирччен мӗн юлнине вутра ҫунтарса ярӑр.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.