Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗнтерет (тĕпĕ: ҫитӗнтер) more information about the word form can be found here.
Ҫитӗнтерет, ывӑлӑм, ҫитӗнтерет.

— Выращивает, сынок, выращивает.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тен, тӗнчере ҫук лайӑх йӗтӗн акса ҫитӗнтерет пуль?

Наверное, лучший в мире лен выращивает?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫын тени малашлӑх ҫинчен шухӑшлать, ҫитӗнет, хӑйне килӗшекен ӗҫ суйласа илет, ҫемье ҫавӑрса ача-пӑча ҫитӗнтерет.

Человек думает о будущем, вырастет, выбирает работу, которая ему нравится, заводит семью и воспитывает детей.

Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14

Вӑл сухал ҫитӗнтерет, Анюта!

Он бороду отращивает, Анюта.

15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пӗр депутата аса илтерен, вӑл та сан пек чуххӑмланма юратать, то рапс ҫитӗнтерет, то топинамбур…

Был такой депутат, который тоже бредовыми идеями разбрасывался: то топинамбуры хотел выращивать, то рапс…

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Халӗ тырӑ ҫитӗнтерет.

Help to translate

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Хӗвелтухӑҫ халӑхӗсен ҫакӑн пек ваттисен сӑмахӗ пур: ӑсли тырпул ҫитӗнтерет, нумай ҫул пурӑнса пысӑк ӑс-хакӑл пухни тӑпра пулӑхне лайӑхлатать.

У восточных народов есть такая пословица: умный выращивает хлеба, тот, кто прожил много лет и нажил большой опыт, улучшает плодородность почвы.

Пулӑхлӑ тӑпра – чӑн тупра // Вячеслав АЛЕКСЕЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2822-pul ... ch-n-tupra

Аса илтерем, районта ҫеҫ мар, республикӑра та малтисен йышӗнчи предприяти сутлӑх тата вӑрлӑхлӑх ҫӗрулми ҫитӗнтерет, элитлӑ вӑрлӑх хатӗрлес енӗпе те тимлет.

Help to translate

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Кунта ретӗн-ретӗн улмуҫҫи, груша, хурлӑхан, кашкӑр ҫырли ҫитӗнтерет.

Help to translate

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Фермер йӗтӗн акса ҫитӗнтерет, ӑна вырса ҫапать, пир тутарать, чаплӑ сӗтел ҫитти ҫӗлететтерет.

Help to translate

Сӗтел ҫитти // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Кунта кинемей хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланать, пахчаҫимӗҫ ҫитӗнтерет, улма-ҫырла туса илет, тӗрлӗ чечек ӳстерет.

Здесь старушка по-своему хозяйничает, выращивает овощи, ягоды и фрукты, различные цветы.

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Анне пире пӗчченех ҫитӗнтерет.

Мама нас воспитывает одна.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Шупашкар районӗнчи Валерий Тихонов мӑшӑрӗпе тата ачисемпе теплицӑра пахчаҫимӗҫ калчи тата тӗрлӗ ҫимӗҫ ҫитӗнтерет, тупӑш самаях илет.

Житель Чебоксарского района Валерий Тихонов со своей супругой и детьми выращивает в теплице рассаду и различные овощи и получает хорошую прибыль.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Унти 15 пин гектар ҫӗр ҫинче тырпул, ытти культура акса ҫитӗнтерет.

Help to translate

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Район ялхуҫалӑх культурисене 43368 гектар ҫинче акса ҫитӗнтерет.

Район выращивает сельскохозяйственные культуры на 43368 гектарах.

Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫуллахи вӑхӑтра унта пахчаҫимӗҫ ҫитӗнтерет.

В летнее время там выращивает овощи.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Чылайӑшӗ пахчара кавӑн ҫитӗнтерет.

Многие в огороде выращивают тыкву.

Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Килте нумай чечек ҫитӗнтерет.

Дома выращивает много цветов.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Тепӗр ҫавӑн чухлӗ лаптӑкра клевер ҫитӗнтерет.

Help to translate

Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Паян Чӑваш Енри кашни вунпиллӗкмӗш ҫемье виҫӗ тата ытларах ача пӑхса ҫитӗнтерет тата ҫакӑ нормӑна кӗрсе пырать.

Сегодня каждая пятнадцатая семья Чувашии воспитывает трех и более детей, и это становится социальной нормой.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed