Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ачаранах Турра кӗлӗ тӑваттӑм: «Ҫынна ҫимелӗх ҫӑкӑр пар, ман валли те пултӑрччӗ. Ҫынна тӑхӑнмалӑх ҫи-пуҫ пар, ман валли те ҫиттӗрччӗ», — тесе ыйтаттӑм.
Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Шӑпах ун чухне ҫакӑн пек ӗмӗт те ҫуралнӑччӗ: «Эх, ентешӗмӗрсене Раҫҫейре пурӑнакан пур халӑхӑн культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштармалли самант хӑвӑртрах ҫиттӗрччӗ».
Сӗткен паракан, шанчӑк ҫуратакан ҫӑлкуҫсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
24. Симон ҫапла хуравласа каланӑ: эсир маншӑн Ҫӳлхуҫана хӑвӑр кӗлтӑвӑр — эсир калани нимӗн те ан ҫиттӗрччӗ мана, тенӗ.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Анчах Аарон [Моисее] каланӑ: манӑн хуҫамӑн ҫилли тулса ан ҫиттӗрччӗ; хӑвах пӗлетӗн — ку халӑх чарусӑр.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах Моисей Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, тархаслама пуҫланӑ, вӑл каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Египет ҫӗрӗнчен хӑватлӑ вӑюпа, ҫирӗп аллупа илсе тухнӑ хӑвӑн халӑху ҫине ҫиллӳ тӑвӑлса ан ҫиттӗрччӗ, 12. Египет ҫыннисен: вӗсене Вӑл тусем хушшинче вӗлерсе пӗтерме, вӗсене ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкма илсе тухнӑ, тесе каламалла ан пултӑрччӗ; Хӑвӑн ҫулӑмлӑ ҫиллӳне пӑрса ярсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна пӗтерес шухӑшна улӑштарсамччӗ; 13. Хӑвӑн чурусене Авраама, Исаака, Израиле [Иакова] аса илсемччӗ, Эсӗ вӗсене Хӑвна асӑнса тупа туса каланӑ: сирӗн вӑрлӑхӑра йышлӑран та йышлӑ, тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тӑвӑп, Эпӗ каланӑ ҫакӑ пӗтӗм ҫӗре сирӗн вӑрлӑхӑра парӑп, [ӑна] вӗсем ӗмӗрех тытса тӑрӗҫ, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2