Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитиччен (тĕпĕ: ҫит) more information about the word form can be found here.
Наци проекчӗпе килӗшӳллӗн муниципалитетсем хушшинчи пӗлтерӗшлӗ ҫула Элӗкрен пуҫласа Мӑн Вылӑ шкулӗ патне ҫитиччен ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ, ҫакӑ 15500 ҫухрӑмпа танлашать.

Help to translate

Строитель - пурнӑҫ аталанӑвне тӳпе хывать // Эльвира КУЗЬМИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/st ... tpe-hivatj

Контрактпа килӗшӳллӗн асфальт ҫула Янкурас ялӗнчен пуҫласа Урмай масарӗ патне ҫитиччен сармалла.

Help to translate

Строитель - пурнӑҫ аталанӑвне тӳпе хывать // Эльвира КУЗЬМИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/st ... tpe-hivatj

Хамӑрӑн Чӑваш ен стенчӗ умне ҫитиччен нумай субъектпа паллашма май пур.

Help to translate

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Ҫӑлкуҫӗ патне ҫитиччен те сӑмах тупӑнмасть хайхисен.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Help to translate

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Хӑнӑхса ҫитиччен.

Help to translate

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Халапӗ-калавӗ патне ҫитиччен Питӗрти керменсем мӗнлине сӑнласа кӑтартать вӑл, хула мӗнне ачасен куҫӗ умне чӗррӗн кӑларса тӑратать.

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Зойӑна чугун ҫул станцине ҫитиччен ӑсатса янӑ.

Help to translate

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вунтӑхӑр ҫула ҫитиччен тӑван шутланнӑ ҫынна сасартӑках тӑван мар теме пуҫламалла-и?

Help to translate

3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Ҫирӗм пиллӗке ҫитиччен кӗтетӗп, Ваня!..

Help to translate

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Колхоз тунӑ тапхӑра ҫитиччен пулчӗ-ха.

Help to translate

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Аттепе аннене ун ҫинчен Ҫӗнтӗрӳ кунӗ ҫитиччен ан пӗлтерӗр.

Help to translate

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Марине инке Атӑл патне ҫитиччен мӗнле чупма пултартӑр-ха, унӑн, ватӑскерӗн, уринчен ури те аран-аран кӑна иртет вӗт?

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӗсемех ӑна килне ҫитиччен ӑсатса ячӗҫ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Шӑмӑ тӗрекленсе ҫитиччен санӑн аллуна асӑрхасах тӑрас пулать…

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Нина Васильевнӑна килне ҫитиччен ӑсатса ятӑм та, пристане таврӑнса, билет илтӗм.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пӗр сестра хӑй ирӗкӗпех ӑна киле ҫитиччен ӑсатма кӑмӑл тунӑ.

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Испанири граждан вӑрҫи эпӗ ӳссе ҫитиччен чарӑннишен мӗнле куляннине те астӑватӑп.

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Эсир — Шупашкара, эпӗ — Мускава, Свердловска ҫитиччен — пӗрле.

Help to translate

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Владимир Петрович ҫине тӑрсах чӗннӗрен, Люсьӑна автобус патне ҫитиччен ӑсатма эпӗ те кайрӑм.

Help to translate

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed