Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитерсе (тĕпĕ: ҫитер) more information about the word form can be found here.
Вӑхӑт ҫитерсе, кӗрсе тухасчӗ-ха ун патне.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чӑваш Республикинче ҫуралакансене кӑҫалтанпа 1-мӗш январьтен пуҫласа хальлӗхе эпир парнесене килӗсене ҫитерсе парӑпӑр.

Help to translate

Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=UVgrbNjD1cc

Эпӗ унта ҫитерсе кӑтартасшӑн ялтисене, ҫавӑнпа илтӗм.

Help to translate

Витаминпа пуян пулӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=BSWn0Gjxug8

Каҫал енрен гуманитари пулӑшӑвне ҫитерсе паракан ушкӑна Запорожьере (ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑнта) кашнинчех хамӑр ентеш Владимир Сергеевич Жуков кӗтсе илет.

Help to translate

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Фермерсем унта хӑйсен продукцине сутма пултараҫҫӗ, туянакансене ӑна килех ҫитерсе параҫҫӗ.

Help to translate

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Астӑватӑп: пӗррехинче пире апельсин ҫитерсе савӑнтартӑр, мана калаҫакан пукане парнелерӗр, — хӗрелсе кайрӗ Тамара.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Акӑ мӗскер, кинемисем, лартса каймарӗ ку тесе кӑмӑла йывӑр ан илӗр — халь ман вырӑн ҫук, эп кӗҫех каялла таврӑнатӑп та сире кабинӑна лартсах хӑвӑр ҫитес ҫӗре ҫитерсе хӑваратӑп, унччен эсир тепӗр машин ҫине ларса вӗҫтермесен паллах.

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Кӑштах вӑхӑт иртӗ те, акӑ, ҫамрӑклах ҫӗре кӗнӗ чӑваш хӗрӗн ӗмӗтне ҫитерсе, хӗвел тухӗ.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Государе, урӑхла каласан, Пугачева тытса, салтаксен аллине ҫитерсе паракансене пурне те ирӗке яраҫҫӗ, ним сиен те тумаҫҫӗ, — терӗ вӑл.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эсӗ пуҫна ҫӑлатӑн та манӑн пуҫа йӑлмака чйкмелле-и?» — терӗ вӑл, вара ҫак самантпа усӑ курса юлма, пичӗкери укҫана ҫуррине хӑй валли хӑварма, ыттине Пӑкачава ҫитерсе пама, самозванецӑн шанчӑклӑ ҫынни пулма шутларӗ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслӑва ватӑ Аванкай патне илсе ҫитерсе хӑварчӗ те Кӗлсулттан тепӗр кунне килне таврӑнчӗ.

Help to translate

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑн пекех Тихӑнушкӑнь ялӗнчи Владимир Порфирьевич Волков хӑйӗн УАЗ машинине салтаксем патне ҫитерсе пама кӑмӑл тунӑ.

Help to translate

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Паян вара Горбатовка ялӗнче пурӑнакан, хурт-хӑмӑр ӗрчетес енӗпе уйрӑм предприниматель шутланакан Геннадий Владимирович Гаврилов округ администрацийӗнче вырнаҫнӑ пулӑшу пухмалли пункта 50 килограмм пыл ҫитерсе панӑ.

Help to translate

"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие кашниех хутшӑнма пултарать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11801 ... a-pultarat

Илсе килессе вара шӑматкун, пушӑн 25-мӗшӗнче ҫитерсе парӗҫ иккен…

Help to translate

«Паян сервер валли Samsung SSD туянтӑм...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/138

Тӗрессипе паян ӑна ман пата ҫитерсе пачӗҫ.

Help to translate

«Паян сервер валли Samsung SSD туянтӑм...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/138

Унӑн Тав ҫырӑвне Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Юрий Митюков ҫитерсе пачӗ.

Help to translate

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Ҫакӑн пек шухӑшсем сӳткелесе, Магаев чавса таран лартса, авӑрлӑ кулач ҫитерсе хӑварнӑ клиентсемпе пӗрле эпӗ те «Ҫутлӑх» вырнаҫнӑ ҫурта хыҫала хӑварса аяккалла кайрӑм…

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ачана яланах курӑмлӑ, хаклӑ ҫи-пуҫ тӑхӑнтартса, чи тутлине ҫитерсе ӳстернӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

«Килен-каянсен ҫуртне кӗрсе сӗм ҫӗрле ҫынсене чӑрмав кӳрем мар-ха. Юханшыв портӗнчи пассажирсен кӗтмелли залне хам парпах яртлаттаратӑп та унта ытах, пӗр-пӗр лачӑркка тенкел ҫине майлӑрах вырнаҫса ларсах, ыйӑх патшине авӑрлӑ кулач ҫитерсе, тӑм шӑхличӗ тыттарса хӑваратӑп», — шӳтлӗн-мӗнлӗн каварлашрӑм эпӗ хампа хам ҫемҫе ларкӑч ҫинче пӑшт-пашт, хӑлт-халт сиктеренкелесе пынӑ май.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пӗр виҫ тенке ҫитерсе парам уш.

Help to translate

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed