Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунсӑр пуҫне интернет урлӑ ҫыхӑнса пахча ҫимӗҫӗн паха вӑрлӑхне, им-ҫам тата ытти хатӗрсене туянтӑмӑр.Кроме этого, по интернету купили лучшие сорта овощей, удобрения и другие приспособления.
Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10
Тӗп ӗҫӗнче тӑрмашнисӗр пуҫне ялти пахчара туса илнӗ ҫимӗҫӗн пӗр пайне пасарта сутса кӑштах хушма кӗмӗл тӑвать.
Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html
Йӗрӗхӗн мӗнле те пулин пӗлтерӗшӗ пур тетӗп-и е тата чӳкленӗ ҫимӗҫӗн пӗлтерӗшӗ пур тетӗп-и?То ли, что идол есть что-нибудь, или идоложертвенное значит что-нибудь?
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ Ананияна та, Ионафана та — аслӑ Семей ывӑлӗсене — пӗлеттӗм, эпир пӗрле Иерусалима Турра пуҫҫапма ҫӳреттӗмӗр, унта малтанхи ҫӗр ҫимӗҫне тата пур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне кӳреттӗмӗр: эпир аташса ҫӳрекен тӑванӑмӑрсем хыҫҫӑн кайман; эсӗ, тӑванӑм, лайӑх тымартан тухнӑ! тенӗ.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ пӗчченех уявсенче Иерусалима ҫӳреттӗм, тӑтӑшах ҫӳреттӗм; Турӑ пӗтӗм Израиле ӗмӗрлӗхе панӑ йӗрке тӑрӑх, чи малтан пуҫтарнӑ ҫимӗҫе, пур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне тата чи малтан каснӑ сурӑх ҫӑмне илсе каяттӑм, 7. ҫакна священниксене, Аарон ывӑлӗсене, парне вырӑнӗ ҫине хума параттӑм: пӗтӗм ҫӗр ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне Левит ывӑлӗсене, Иерусалимра ӗҫлесе тӑракансене, параттӑм; тепӗр вуннӑмӗш пайне сутаттӑм та укҫине ҫуллен Иерусалима ҫӳресе пӗтереттӗм; 8. виҫҫӗмӗш пайне — кама тивӗҫлӗ, ҫавна параттӑм; аттерен тӑлӑха юлсассӑн, мана аттем амӑшӗ Деввора ҫапла тума вӗрентсе хӑварнӑччӗ.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Патша мӗн хушнине халӑх хушшинче пӗлтерсе тухсассӑн, Израиль ывӑлӗсем малтан ӗлкӗрнӗ тырпулне, эрехне, ҫӑвне, пылне тата ытти уй-хир ҫимӗҫне нумай панӑ; вӗсем ӗнтӗ пӗтӗм ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне илсе пынӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Унӑн упӑшки Елкана хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе пӗрле [Силома] — Ҫӳлхуҫана ҫулсерен кӳрекен парнене кӳме, мӗн тума асӑннине вырӑна килтерме [тата хӑй ҫӗрӗ ӳстернӗ мӗнпур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне пама] — тухса кайнӑ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Виҫҫӗмӗш ҫулхине, вуннӑмӗш пайсен ҫулӗнче, эсӗ, хӑвӑн [ҫӗрӳ] ӳстернӗ пур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне уйӑрса илсе, ӑна хӑвӑн килӳ-ҫуртунта ҫиччӗр, тӑранччӑр тесе левита, ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма парсассӑн, 13. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче кала: эй Турӑ, Эсӗ мана мӗн хушнисене, мӗн ӳкӗтлесе каланисене пурне те пурӑнӑҫласа, эпӗ [хамӑн] килӗмрен сӑваплине уйӑрса илтӗм, ӑна левита, ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачана тата тӑлӑх арӑма патӑм: Санӑн ӳкӗтӳсенчен иртмерӗм, вӗсене манмарӑм; 14. эпӗ ӑна хуйхӑллӑ-суйхӑллӑ чухне тутанман, ӑна эпӗ хам таса мар чухне те тытман, унран илсе, вилнисене асӑнмашкӑн та паман; эпӗ хамӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм сӑмахне итлесе тӑтӑм, Эсӗ мана мӗн ӳкӗтлесе каланине пӗтӗмпех пурӑнӑҫларӑм; 15. Хӑвӑн сӑваплӑ ҫуртунтан, тӳперен, пӑхсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна, Израиле, пиллесемччӗ, пире Ху панӑ ҫӗре пиллесемччӗ, — Эсӗ ӑна, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, аттемӗрсене [пире пама пулса] мӗнле тупа тунӑ, ҫапла патӑн, тесе кала.
Аст 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӗр ҫинчи ҫӗр ӳстернӗ пур вӑрлӑхӑн та, пур йывӑҫ ҫимӗҫӗн те вуннӑмӗш пайӗ Ҫӳлхуҫана тивӗҫлӗ: вӑл Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали; 31. кам та пулин хӑйӗн вуннӑмӗш пайне тӳлесе илес тесессӗн, вӑл унӑн хакӗ ҫумне ҫавӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Фараон ҫӗре пӑхса тӑракан ҫынсем суйласа лартма хуштӑр, ытлӑ-ҫитлӗ ҫулсенче — ҫичӗ ҫул хушши — Египет ҫӗрӗнчи [пӗтӗм ҫимӗҫӗн] пиллӗкӗмӗш пайне пуҫтарса пыма хуштӑр; 35. вӗсем ҫитес ӑнӑҫлӑ ҫулсенче пур тӗрлӗ тырӑ-пулӑ пухчӑр, ӑна фараон аллине парса, кайран ҫимешкӗн хуласенче упраса усраччӑр; 36. ҫӗр выҫлӑхпа ан пӗттӗр тесессӗн, ҫак тырӑ-пулӑ Египет ҫӗрӗ ҫинче пулас ҫичӗ выҫлӑх ҫул валли сыхлӑха пултӑр, тенӗ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2