Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Тӳрӗ ҫынсен ӗмӗчӗ — ырӑ тӑвасси, усал ҫынсен шухӑшӗ — ҫиллипе тӑвӑнасси.23. Желание праведных есть одно добро, ожидание нечестивых - гнев.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сирӗн хуранӑрсем кӳкен ҫуннине сисиччен Вӑл сире, чӗррисене, Хӑйӗн ҫиллипе ҫапса салатӗ.10. Прежде нежели котлы ваши ощутят горящий терн, и свежее и обгоревшее да разнесет вихрь.
Пс 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑв ҫилленнӗ вӑхӑтра Эсӗ вӗсене хӗрсе ҫунакан кӑмака пек тӑватӑн; Ҫӳлхуҫа вӗсене Хӑйӗн ҫиллипе пӗтерсе тӑкӗ, вӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарса ярӗ.
Пс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. [Турӑ] ҫилленсе ҫитрӗ те — ҫӗр чӗтренчӗ, силленчӗ, тусен тӗпӗсем кисренсе хускалчӗҫ; 9. Унӑн ҫиллипе тӗтӗм мӑкӑрланса тухрӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен хыпса ҫунтаракан вут-ҫулӑм тапса тухрӗ; Унран шӗл-кӑвар тӑкӑнса пычӗ.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ун чухне вӗсене ҫиллипе каласа, вӗсене хаярлӑхӗпе шуйхатса ӳкерӗ: 6. «Хамӑн Патшама Хамӑн сӑваплӑ Сион тӑвӗн патшине Эпӗ лартрӑм#; 7. Турӑ ирӗкне пӗлтеретӗп: Ҫӳлхуҫа Мана каларӗ: Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм; Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм; 8. ыйт Манран — Сана халӑхсене еткерлӗхе парӑп, ҫӗре вӗҫӗ-хӗррипех Сан аллуна парӑп. 9. Эсӗ вӗсене тимӗр туюпа парӑнтарӑн; вӗсене тӑм савӑт-сапа пек ҫапса салатӑн» терӗ.
Пс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл тусене куҫарса лартать те, вӗсене паллаймаҫҫӗ те: Вӑл вӗсене Хӑйӗн ҫиллипе улшӑнтарать; 6. ҫӗре хӑй вырӑнӗнчен хускатать те, унӑн юписем чӗтренсе тӑраҫҫӗ; 7. хӗвеле калать те — хӗвел тухмасть, ҫӑлтӑрсем ҫине пичет пусать.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйӗн хаяр ҫиллипе вӑл нумайӑшне вӗлерттерчӗ.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унӑн ҫиллипе тӗтӗм мӑкӑрланса тухрӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен хыпса ҫӑтакан вут-ҫулӑм тапса тухрӗ; Унран шӗл-кӑвар тӑкӑнса пычӗ.9. Поднялся дым от гнева Его и из уст Его огонь поядающий; горящие угли сыпались от Него.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӗнтӗ ҫапла калӗҫ: хӑйсен ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн вӗсемпе халал хывнӑ, ҫав халала пӑснӑшӑн — 26. хӑйсем пӗлмен турӑсене, Турӑ вӗсене пӗлме те хушман урӑх турӑсене, ӗҫлесе тӑма, вӗсене пуҫҫапса пурӑнма тытӑннӑшӑн — 27. ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ те, Вӑл ҫак [саккун] кӗнекине ҫырса хунӑ [халалӑн] пӗтӗм ылханне ҫак ҫӗр ҫине янӑ, 28. акӑ куратпӑр ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа вӗсене пӗтӗм ҫиллипе, хаярлӑхӗпе, хӑрушла тарӑхса хӑйсен ҫӗрӗнчен урӑх ҫӗре кӑларса сирпӗтнӗ, тейӗҫ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫак ҫӗр мӗнле пӗтсе ларнине, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗнле чир-чӗрпе хавшатнине курсассӑн, килес ӑру — хӑвӑр хыҫҫӑн пурӑнас ачӑрсем — тата инҫетри ҫӗртен килнӗ ют халӑх ҫынни те ҫапла калӗҫ: 23. «пӗтӗм ҫӗрӗ — кӳкӗрт те тӑвар, кӑмрӑк та кӗл; акмаҫҫӗ те, унта нимӗн те ӳсмест, нимӗнле курӑк та шӑтмасть ун ҫинче — Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫиллипе, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Содома, Гоморрӑна, Адмӑпа Севоима пӗтерсе пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи пекех» тейӗҫ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Халӗ ӗнтӗ сирӗн хушшӑрта чӗрипе хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑртан уйӑрӑлса ҫав халӑхсен туррисене пуҫҫапма ҫӳрекен арҫын е хӗрарӑм, ӑру е йӑх ан пултӑр; сирӗн хушшӑрта наркӑмӑшпа эрӗм ҫитӗнтерекен тымар та, 19. ҫакӑ ылханӑн сӑмахӗсене илтсессӗн, хӑй ӑшӗнче мухтанса: «эпӗ хамӑн чӗрем еккипе ҫӳресе те телейлӗ пулӑп-ха» тесе калакан ҫын та ан пултӑр; апла тутти выҫҫипе пӗрле пӗтӗ; 20. Ҫӳлхуҫа ун пек ҫынна каҫармасть, ун пек ҫын ҫине Ҫӳлхуҫа ҫиллипе Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗ самантрах хыпса илсе ӳкӗ, ӑна вара ҫак [саккун] кӗнекинче ҫырса хунӑ [ҫак халалӑн] пӗтӗм ылханӗ ҫитӗ, Ҫӳлхуҫа унӑн ятне те ҫӗр ҫийӗнчен пӗтерӗ; 21. Ҫӳлхуҫа вара ӑна, ҫак саккун кӗнекине ҫырса хунӑ халалӑн пӗтӗм ылханӗпе шайлашуллӑн, пур Израиль йӑхӗсен хушшинчен пӗтерме уйӑрса илӗ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпӗ ӗнтӗ [иккӗмӗш хут] Ҫӳлхуҫа умне ӳксе сирӗн ҫылӑхӑрсемшӗн, эсир Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] умӗнче усал туса ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗшӗн, Ӑна тарӑхтарнӑшӑн малтанхи пекех хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ кӗлтурӑм, ҫӑкӑр ҫимерӗм, шыв та ӗҫмерӗм; 19. мана сире пӗтерсе пӑрахасла тарӑхнӑ Ҫӳлхуҫанӑн ҫиллипе хаярлӑхӗ сехӗрлентерчӗ.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.