Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Тӑватӑ чӗрчунран пӗри ҫичӗ ангела ҫичӗ ылтӑн курка пачӗ; куркисене ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнакан Туррӑн ҫиллине тултарнӑ.
Ӳлӗм 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Турӑ та, Хӑйӗн ҫиллине кӑтартса, Хӑйӗн хӑватне пӗлтерес тенӗ чухне тем тӗрлӗ вӑрах тӳсӗмлӗ пулса, ҫилӗ савӑчӗсене (Хӑй ҫилленнӗ ҫынсене), пӗтерме хатӗрленисене, хӗрхеннӗ, 23. вӗсене — ӗнтӗ ырӑлӑх панӑ савӑтсене, Хӑй мухтав валли хатӗрленӗскерсене — Вӑл Хӑйӗн аслӑ мухтавне кӑтартмашкӑн ҫапла тунӑ; 24. ҫав савӑтсем — эпир; пире Вӑл иудейсем хушшинчен ҫеҫ мар, суя тӗнлисем хушшинчен те чӗнсе илнӗ.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тен, Турӑ (этем шухӑшланӑ пек калатӑп) ҫиллине кӑтартса тӗрӗс мар тумасть-ши?Не будет ли Бог несправедлив, когда изъявляет гнев? (говорю по человеческому рассуждению).
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй савнӑ тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ кирек кам та итлеме хатӗр пултӑр, хуравлама ан васкатӑр, ҫиллине чарса тӑтӑр: 20. ҫилӗллӗ ҫын Туррӑн тӳрӗ ӗҫне тумасть.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах патшасенӗн Патши ӗнтӗ Антиох ҫиллине ҫак йӗркесӗр ҫын ҫине куҫарнӑ, вара, Лисий мӗнпур инкекшӗн Менелай айӑплӑ пулнине ӑнлантарса парсассӑн, Антиох ӑна Берия хулине илсе кайма, унти йӑлапа вӗлерме хушнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тилӗрсе кайса, вӑл пӗтӗм ҫиллине хӑйне хӑваласа янӑ иудейсем ҫине тӑкма шутланӑ; ҫавӑнпа та ҫар урапине тытса пыракана лашасене пӗр вӗҫӗм хӑваласа ҫула хӑвӑртлатма хушнӑ, тӳпе сучӗ вара ун хыҫҫӑнах пынӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл мӑнаҫланса: «унта ҫитсессӗнех Иерусалима иудейсен масарӗ тӑвӑп» тенӗ.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана халӑха, пурте хӗсӗрлекен халӑха, хӗрхенме, йӗркесӗр ҫынсем ирсӗрлесе хӑварнӑ Турӑ Ҫуртне хӳтӗлеме тархасланӑ; 3. аркатса тӑкнӑ, ҫӗрпе танлашас вӗҫнех ҫитнӗ хулана каҫарма, Хӑйне чӗнсе кӑшкӑракан юн сассине илтме, 4. айӑпсӑр кӑкӑр ачисене тискеррӗн вӗлернине тата Хӑйӗн ятне хурланине аса илме, Хӑйӗн ҫиллине усал ҫынсем ҫине яма тархасланӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл нумай патшана пӑшӑрхантарнӑ, Иакова вара хӑйӗн ӗҫӗсемпе савӑнтарнӑ, унӑн ятне ӗмӗрех мухтаса асӑнӗҫ; 8. Иудея хулисем тӑрӑх ҫӳресе, унта йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ, Израиль ҫинчен Турӑ ҫиллине сирсе янӑ, 9. ячӗ пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ чаплӑ ҫын пулса тӑнӑ, пӗтес патне ҫитнӗ ҫынсене хӑй патне пуҫтарнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакӑ хыпар Ниневи патши патне ҫитнӗ, вӑл та аслӑ пукан ҫинчен тӑнӑ та, патша тумне хывса пӑрахса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗл ҫине ларнӑ, 7. патша ячӗпе тата хӑйӗн улпучӗсен ячӗпе Ниневире ҫапла пӗлтерме, ҫапла калама хушнӑ: «ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те, вӑкӑрсем те, сурӑхсем те нимӗн те ан ҫиччӗр, кӗтӳлӗхе ан кайччӑр, шыв та ан ӗҫчӗр, 8. ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те хуйхӑ тумӗ витӗннӗ пулччӑр, Турра хытӑ тархаслаччӑр, кирек кам та хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнтӑр, хӑйӗн алли пусмӑрласран сыхлантӑр. 9. Кам пӗлет, тен, Турӑ кӑмӑлӗ ҫаврӑнӗ, Вӑл тулса ҫитнӗ ҫиллине пирӗн ҫинчен сирӗ те, вара эпир пӗтмӗпӗр» тесе калама хушнӑ.
Иона 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсир хӑвӑра тӑрантаракан ӗмӗрхи Турра манӑҫланӑ, ҫавӑн пекех хӑвӑра пӑхса ӳстернӗ Иерусалима кӳрентернӗ; 9. Иерусалим сирӗн ҫине килнӗ Турӑ ҫиллине курнӑ та каланӑ: «эй Сион кӳршисем, итлӗр — Турӑ ман ҫине пысӑк хуйхӑ ячӗ: 10. эпӗ хамӑн ывӑлӑмсемпе хӗрӗмсене Ӗмӗрхи ирӗкӗпе тыткӑнланине куртӑм.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Хӑй ҫиллине кӑтартрӗ, Хӑй ҫиллин хаярлӑхне ҫитерчӗ те Сиона вут хыптарчӗ, ҫав вут-ҫулӑм унӑн никӗсне тӗп турӗ.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсен ҫӗрӗ Унӑн хаяр ҫиллине пула, Унӑн ҫулӑмлӑ ҫиллине пула пушхир пулса юлчӗ.и земля их сделалась пустынею от ярости опустошителя и от пламенного гнева Его.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл яланах ҫилленсе тӑрӗ-ши вара? ҫиллине ӗмӗрех ӑшӗнче тытса тӑрӗ-ши?» тесе тархасламӑн-и?5. Неужели всегда будет Он во гневе? и неужели вечно будет удерживать его в Себе?»
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа вут-ҫулӑм хушшинче килӗ, Унӑн урапийӗсем — ҫавраҫил пек, Хӑйӗн ҫиллине хаяррӑн тӑкмашкӑн, вут-ҫулӑмпа айӑпламашкӑн килет Вӑл.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа чурисем Унӑн хӑватне курӗҫ, Унӑн тӑшманӗсем вара Унӑн ҫиллине курӗҫ.и откроется рука Господа рабам Его, а на врагов Своих Он разгневается.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Анчах эсӗ пилӗкне хӗрарӑмсем еннелле тайӑлтарнӑ, ӳтӳпе вӗсен чури пулнӑ; 23. эсӗ хӑвӑн чаплӑ ятна вараланӑ, хӑвӑн вӑрлӑхна ирсӗрлетсе, ачусем ҫине Турӑ ҫиллине кӳнӗ, санӑн ӑссӑрлӑху пирки вӗсем куҫҫулӗ тӑкнӑ — вара патшалӑху икӗ пая уйӑрӑлса кайнӑ, Ефрем йӑхӗнчен пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑнӑ.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӑл тахҫан шӑваракан ҫӗрсем вырӑнне тӑварак ҫӗр тунине курнӑ пек, халӑхсем Унӑн ҫиллине те кураҫҫӗ.29. Но и гнев Его испытывают народы, как некогда Он превратил воды в солончаки.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ытлашши ӗҫнӗ эрех ӑссӑр-тӑнсӑр ҫынна хаярлантарать, ҫиллине араслантарать, вӑй-халне чакарать, суранлатса пӗтерет.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫын усал ҫиллине пула вӗлерет, анчах та тухнӑ чуна каялла тавӑраймасть, илнӗ чуна чӗнсе илеймест.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Усал ҫын вара, ҫиллине пула ӑслӑлӑхран пӑрӑнса, тӑванне вӗлернипе тӗп пулнӑ.3. А отступивший от нее неправедный во гневе своем погиб от братоубийственной ярости.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.