Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӑх ҫиллин чикки тулнӑ, акӑ мӗн…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Куҫӗсем уҫӑ унӑн, вӑл вилмен пек, вӑхӑтлӑха анчах шӑпланса халӑх ҫиллин тата курайманлӑхӗн тӗсӗпе хӗрелнӗ тӳпене пӑхса выртнӑн туйӑнчӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
15. Халӑхсене пӗтермешкӗн Унӑн ҫӑварӗнчен ҫивчӗ хӗҫ тухса тӑрать; Вӑл вӗсене тимӗр туяпа кӗтет; Вӑл Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн хаяр ҫиллин эрехне урипе таптаса кӑларать.
Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ангел ҫурлине ҫӗр ҫине пӑрахрӗ те ҫӗр ҫинчи иҫӗм ҫырлине касса тухрӗ, унтан ӑна Турӑ ҫиллин пысӑк юхтаркӑчне тӑкрӗ.
Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӗр ҫинчи патшасем те, аслӑ улпутсем те, пуянсем те, пинпӳсем те, вӑйлисем те, пур тӗрлӗ чура та, ирӗкри пур тӗрлӗ ҫын та — пурте ҫӗр шӑтӑкӗсене, ту хушӑкӗсене пытанчӗҫ, 16. ӗнтӗ тусене, чул хысаксене тархасларӗҫ: пирӗн ҫине ӳкӗр, пире аслӑ пукан ҫинче Ларакан сӑнӗнчен, Путек ҫиллинчен пытарӑр: 17. Унӑн ҫиллин аслӑ кунӗ килчӗ, ӑна кам чӑтса тӑрайӗ? терӗҫ.
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй ҫӗр ҫинчи мӗнпур йӑваш кӑмӑллисем, Ҫӳлхуҫа саккунне туса тӑракансем, Ҫӳлхуҫана шырӑр, тӳрӗлӗхе шырӑр, йӑваш ӑслӑ пулма тӑрӑшӑр; тен, эсир Ҫӳлхуҫа ҫиллин кунӗнче пытанса юлайӑр.
Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн ҫиллин ҫулӑмне кам чӑтайӗ?
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Хӑй ҫиллине кӑтартрӗ, Хӑй ҫиллин хаярлӑхне ҫитерчӗ те Сиона вут хыптарчӗ, ҫав вут-ҫулӑм унӑн никӗсне тӗп турӗ.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ — Турӑ ҫиллин туйинчен хуйхӑ тӳснӗ ҫын.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Урам тӑршшӗпе ҫӗр ҫинче ачасемпе ватӑсен виллисем выртаҫҫӗ; манӑн хӗрӗмсемпе яш ачамсем хӗҫ айне пулса пӗтрӗҫ; Эсӗ вӗсене Хӑвӑн ҫиллӳ килнӗ кун вӗлертӗн, пӗр хӗрхенмесӗр чиксе пӑрахрӑн. 22. Манӑн асапӑмсене Эсӗ, уява пухнӑ пек, пур ҫӗртен те пуҫтартӑн, ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫиллин кунӗнче никам та ҫӑлӑнаймарӗ, никам та чӗрӗ юлаймарӗ; эпӗ тӑрантарса ӳстернисене манӑн тӑшманӑм пӗтерсе тӑкрӗ».
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫӳлхуҫа ҫиллин хаярлӑхӗпе лӑпкӑ кӗтӳлӗхсем пӗтеҫҫӗ.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Пӑхатӑп та — акӑ тулӑхлӑ ҫӗр пушхир пулса тӑнӑ, унӑн мӗнпур хули арканнӑ, ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе, Унӑн ҫиллин хаярлӑхӗпе пулнӑ.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнпа хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнӑр, йӗрӗр, ӳлесе макӑрӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫиллин хаярлӑхӗ пирӗн тӗлтен иртсе каяс ҫук.8. Посему препояшьтесь вретищем, плачьте и рыдайте, ибо ярость гнева Господня не отвратится от нас.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ хам курнӑ: кам усаллӑха сухаласа усал акать — вӑл ҫавнах вырса илет; 9. ун пеккисем Турӑ пӗрре вӗрнипех тӗп пулаҫҫӗ, Унӑн ҫиллин хӑвачӗпе пӗтсе ҫухалаҫҫӗ.
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ хӑвӑр аҫӑрсем пек чурӑс ан пулӑр, Ҫӳлхуҫана парӑнӑр, Унӑн Ҫуртне, Вӑл ӗмӗрлӗхе тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫурта, ҫӳрӗр, хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра ӗҫлесе тӑрӑр, вара Вӑл Хӑйӗн хаяр ҫиллин ҫулӑмне сирӗн патӑртан сирсе ярӗ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Халӗ манӑн чӗрере — Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррипе халал хывасси, пире Хӑй ҫиллин ҫулӑмӗнчен хӑтартӑрччӗ Вӑл.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хамӑрӑн айӑпсемпе ҫылӑхсем ҫумне сирӗн тата хушас килет-им? пирӗн айӑп ахаль те пысӑк, [Ҫӳлхуҫа] ҫиллин ҫулӑмӗ Израиль тӗлӗнчех тӑрать, тенӗ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эппин, итлӗр мана: хӑвӑр тыткӑна илнӗ тӑванӑрсене каялла ярӑр: Ҫӳлхуҫа ҫиллин ҫулӑмӗ — сире хирӗҫ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эхер те эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пурӑнмашкӑн паракан пӗр-пӗр хулу пирки: 13. унта санӑн таврашунтан йӗркесӗр ҫынсем пынӑ та хулара пурӑнакансене: «каяр та хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑма пуҫлар» тесе астарни ҫинчен илтсессӗн, 14. шыраса туп вӗсене, тӗпче, лайӑх ыйтса пӗл; ку чӑнах та тӗрӗс пулсассӑн, ҫак йӗрӗнчӗк ӗҫ санӑн йышунта пулса иртнӗ пулсассӑн, 15. ҫав хула ҫыннисене хӗҫпе пӗтерсе тух, хулара мӗн пуррине пӗтӗмпех, тӗппипех пӗтермелле тупала, выльӑх-чӗрлӗхне те хӗҫпе пӗтерсе тух; 16. туртса илнӗ мӗнпур пурлӑха унти уҫӑ вырӑна пуҫтар та, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе, хулине те, туртса илнӗ пурлӑхне те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр, хула ҫапла ӗмӗрлӗхе ишӗлсе вырттӑр, нихӑҫан та ӑна ҫӗнӗрен лартмалла ан пултӑр; 17-18. пӗтмелле тупаланинчен нимӗн те санӑн аллу ҫумне ан ҫыпҫӑнтӑр; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче [ырӑ та] юрӑхлӑ ӗҫ туса Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахӗсене итлесе тӑрсассӑн, эпӗ сана халӗ ӳкӗтлесе каланине — Унӑн ӳкӗчӗсене — туса тӑрсассӑн, Вӑл Хӑйӗн ҫиллин хаярлӑхне чакарӗ те, [Хӑй сана каланӑ пек,] санӑн аҫусене тупа туса каланӑ пек, сана ырӑлӑх парӗ, сана каҫарӗ, сана ӗрчетсе ярӗ.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1