Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. «Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр. 14. Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух. 15. Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле; 16. тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн; 17. ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр. 18. Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр. 19. Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт. 20. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ. 21. Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр: 22. ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар. 23. Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр. 24. Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар. 25. Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр. 26. Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Анчах та вӗсем Турӑ хыпарҫисенчен кулнӑ, Унӑн сӑмахӗсене нимӗн вырӑнне те хуман, Унӑн пророкӗсене мӑшкӑлланӑ-хӑртнӑ, Ҫӳлхуҫа ҫилли Хӑйӗн халӑхӗ ҫине ӳкичченех ҫапла пулнӑ, ӗнтӗ халӑхӑн ҫӑлӑнӑҫ юлман.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иуда ҫинче Ҫӳлхуҫа ҫилли пулнӑ, Манассия тунӑ пӗтӗм ҫылӑхшӑн, Иоаким юхтарнӑ айӑпсӑр юншӑн, Иерусалима айӑпсӑр юн тултарнӑшӑн Вӑл Иудӑна Хӑй умӗнчен сиресшӗн пулнӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара патша Хелкияна, Шафан ывӑлне Ахикама, Михей ывӑлне Авдона, Шафан ҫыруҫӑна тата патша тарҫине Асаияна ҫапла хушса каланӑ: 21. кайӑр та ман ятпа, Израильре юлнӑ ҫынсен ячӗпе тата Иудея ячӗпе ҫак тупӑннӑ кӗнекери сӑмахсем мӗне пӗлтернине Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӗлӗр, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ҫилли хаяр, пирӗн аттесем ҫак кӗнекери сӑмахсене, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене, уяман, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа пире ҫилленнӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Езекия хӑй те, Иерусалим ҫыннисем те мӑнаҫлӑ чун-чӗрине йӑвашлатнӑ та, вара Езекия чӗрӗ чухне Ҫӳлхуҫа ҫилли вӗсем ҫине ӳкмен.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсем ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫуртӗнчен ютшӑннӑ, чӳк йывӑҫӗсемпе йӗрӗхсене пуҫҫапма тытӑннӑ; вӗсен айӑпӗшӗн вара Ҫӳлхуҫа ҫилли Иудӑпа Иерусалим ҫине ӳкнӗ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл тӳресене ҫапла хытарса каланӑ: Ҫӳлхуҫаран хӑраса, таса чунпа, тӳррипе ӗҫлӗр: 10. хӑйсен хулисенче пурӑнакан тӑванӑрсен кирек хӑш тавӑҫне те татса памашкӑн — юн тӑкни пулнӑ-и вӑл е саккунпа, ӳкӗтпе, е Турӑ панӑ йӗркепе, е йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ-и — вӗсене ӑс парса вӗрентӗр: вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче айӑпа ан кӗччӗр, Унӑн хаяр ҫилли сирӗн ҫине тата сирӗн тӑванӑрсем ҫине ан ӳктӗр; ҫапла ӗҫлӗр, вара ҫылӑха кӗместӗр.
2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ровоам йӑвашлансассӑн, Турӑ ҫилли ун ҫумӗнчен сирӗлнӗ, ӑна тӗппипе пӗтерсе лартман: ӗнтӗ Иудейӑра ырри те пулнӑ.
2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара патша Хелкия священника, Шафан ывӑлне Ахикама, Михей ывӑлне Ахбора, Шафан ҫыруҫӑна тата патша тарҫине Асаияна ҫапла хушса каланӑ: 13. кайӑр та ман ятпа, халӑх ячӗпе тата пӗтӗм Иудея ячӗпе ҫак тупӑннӑ кӗнекери сӑмахсем мӗне пӗлтернине Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӗлӗр, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ҫилли хаяр, пирӗн аттесем ҫак кӗнекери сӑмахсене уяман, унти ӳкӗтсене пӑхӑнман, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа пире ҫилленнӗ, тенӗ.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫанӑн хаяр сассипе, Унӑн ҫилли ҫил пек вӗрсе тӑнипе тинӗс тӗпӗсем курӑнчӗҫ, тӗнченӗн тӗпӗ-никӗсӗ уҫӑлчӗ.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, Саул ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, унӑн ҫилли ҫулӑм пек хыпса илнӗ; 7. вара вӑл икӗ вӑкӑр илнӗ те, вӗсене темиҫе пая касса вакласа, ҫавна хайхи элчӗсем урлӑ Израиль ҫӗрӗн кашни кӗтесне ҫитернӗ, элчисен тата: Саулпа Самуил хыҫҫӑн кайман ҫыннӑн вӑкӑрӗсем ҫакӑн пек пулӗҫ тесе каламалла пулнӑ.
1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ унӑн ҫилли тулса ҫитнӗ, вӑл вара ашшӗ килне таврӑннӑ.
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Вӑл Израиле филистимсемпе аммонсен аллине панӑ; 8. Иордан леш енче, Галаада кӗрекен аморрейсен ҫӗрӗнче пурӑнакан Израиль ывӑлӗсене вӗсем вунсакӑр ҫул хушши хӗссе тӑнӑ, асаплантарнӑ.
Тӳре 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Израиле Вӑл Месопотами патши Хусарсафем аллине панӑ, Израиль ывӑлӗсем сакӑр ҫул Хусарсафема пӑхӑнса пурӑннӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Израиль ҫапла тунӑшӑн Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Вӑл каланӑ: ҫак халӑх Эпӗ хӑйсен ашшӗсемпе хывнӑ халала пӑснӑшӑн, Манӑн сӑмахӑма итлеменшӗн, 21. Эпӗ те ӗнтӗ [Нав ывӑлӗ] Иисус хӑй вилнӗ чухне [ҫӗр ҫине] хӑварнӑ халӑхсенчен пӗрне те кунтан хӑваламӑп — 22. вӗсем Израиле сӑнама пулччӑр: Израиль ывӑлӗсем, хӑйсен ашшӗсем пек, Ҫӳлхуҫа ҫулӗнчен пӑрӑнмасӑр ҫӳрӗҫ-и, ҫав ҫулпа кайӗҫ-и е урӑхла тӑвӗҫ-и? тенӗ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Вӑл Израиле вӑрӑ-хурах аллине панӑ, ҫаратнӑ вӗсене; Вӑл вӗсене йӗри-таврах хупӑрласа тӑракан тӑшманӗсен аллине панӑ, вӗсем ӗнтӗ хӑйсен тӑшманӗсене хирӗҫ тытӑнса тӑрайман.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эхер те эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑрпа ҫураҫса хывнӑ халала пӑсса ытти турӑсене иленсессӗн, вӗсемшӗн ӗҫлеме тытӑнсассӑн, вӗсене пуҫҫапсассӑн, сире Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитӗ, вара эсир хӑвӑра [Ҫӳлхуҫа] панӑ ҫак ырӑ ҫӗр ҫинчен часах ҫухалӑр.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара Финеес — Елеазар ывӑлӗ, священник — Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсене тата Манассия ывӑлӗсене каланӑ: паян ӗнтӗ эпир пирӗн хушшӑмӑрта Ҫӳлхуҫа тӑнине, эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче ун пек йӗркесӗр ӗҫ туманнине куртӑмӑр; эсир халӗ Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитесрен хӑтартӑр, тенӗ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа ҫилли лӑпланнӑ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫамӑр ҫакна курчӗ [те ҫилленчӗ], ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗрен Хӑйӗн ывӑлӗсенчен, Хӑйӗн хӗрӗсенчен пӑрӑнчӗ те 20. каларӗ: Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вӗсем мӗнле пӗтнине курӑп: вӗсем — ирсӗрленнӗ йӑх; вӗсем — тӳрӗлӗх мӗнне пӗлмен ачасем; 21. вӗсем Мана турӑ маррипе тарӑхтарчӗҫ, хӑйсен ниме тӑман йӗрӗхӗсемпе кӳрентерчӗҫ: Эпӗ те вӗсене халӑх маррипе тарӑхтарӑп, ӑссӑр халӑх аллине парса кӳрентерӗп; 22. ӗнтӗ Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ, тамӑк тӗпне ҫитиех ҫунтарать, ҫӗре, ҫӗр ҫимӗҫне вут-ҫулӑм апачӗ тӑвать, тусен тӗпӗсене ӗнтсе хӑварать; 23. вӗсем ҫине пӗтӗм хӗн-асапа пуҫтарӑп, вӗсем ҫине пӗр ҫӗмренӗм юлмиччен вӗҫтерӗп: 24. выҫӑпа хӑрӑнӗҫ вӗсем, сивчирпе, ерекен хаяр чирпе вилсе пӗтӗҫ вӗсем; вӗсене тискер кайӑксен шӑлӗсемпе, ҫӗлен-калта наркӑмӑшӗпе витерӗп; 25. тул енчен вӗсене хӗҫ пӗтерсе пырӗ, килӗсенче каччи те, хӗрӗ те, кӑкӑр ачи те, кӑвакарнӑ ватӑ та сехри хӑпнипе вилсе выртӗҫ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.