Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Ангел ӑна каланӑ: ан хӑра, Захария: санӑн кӗллӳне илтнӗ, санӑн арӑму Елисавета сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Иоанн ятлӑ хурӑн; 14. санӑн савӑнса хӗпӗртемелле пулӗ; вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗ: 15. вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче аслӑ пулӗ; эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ, амӑшӗ варӗнчех Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланӗ; 16. Израиль ывӑлӗсене нумайӑшне хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫавӑрӗ; 17. вӑл Унӑн умӗн Илия хастарлӑхӗпе, хӑвачӗпе килӗ те халӑха Ҫӳлхуҫа умне тӑратма хатӗрлемешкӗн ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, ӳкӗте кӗменнисене тӳрӗ ҫынсемпе пӗр шухӑшлӑ тӑвӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эхер те пӗр-пӗр ҫӑмӑлттай суя суйса: «эпӗ сана эрехпе ҫиккер ҫинчен вӗрентӗп» тесессӗн, вӑл ҫак халӑхшӑн юрӑхлӑ вӗрентекен пулнӑ пулӗччӗ.
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. «Килӗр, эпӗ эрех тупса хуратӑп, тӑраниччен ҫиккер ӗҫӗпӗр, ыран та паянхи пекех пулать, тен, ытларах та савӑнӑпӑр!» теҫҫӗ.
Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тӗлӗнмеллипех тӗлӗнӗр; вӗсем ыттисене суккӑра кӑларнӑ, хӑйсем те суккӑрланнӑ; вӗсем ӳсӗр, анчах эрехе пула мар; вӗсем тайкаланаҫҫӗ, анчах ҫиккер ӗҫнипе мар.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах кусем те эрехе пула тайкаланса ҫӳреҫҫӗ, ҫиккер ӗҫнипе ҫултан аташса каяҫҫӗ; священникпе пророк хаяр шӗвеке пула такӑнаҫҫӗ; эрехе парӑннӑ, ҫиккер вӗсене ӑсран тайӑлтарнӑ, вӗсене мӗн курӑнни тӗрӗс мар, татӑклӑ сӑмах каламалла чухне такӑнаҫҫӗ, 8. мӗншӗн тесессӗн сӗтелсем ҫине хӑсса тултарнӑ, таса вырӑн ҫук.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тӳнкӗр ҫапса савӑнасси путланчӗ; хавасланакансен шӑв-шавӗ лӑпланчӗ; кӗсле сассийӗ илтӗнмест; 9. ӗнтӗ юрла-юрла эрех ӗҫмеҫҫӗ; ӗҫекенсемшӗн халь ҫиккер те йӳҫӗ.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иртенпех ҫиккер шыракансене, сӗм каҫ пуличченех эрехпе хӗрекенсене хуйхӑ ҫитӗ!11. Горе тем, которые с раннего утра ищут сикеры и до позднего вечера разгорячают себя вином;
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эрех — мӑшкӑллать, ҫиккер — кӑра та чарусӑр; вӗсене кӑмӑллакан кирек кам та — ӑссӑр.1. Вино - глумливо, сикера - буйна; и всякий, увлекающийся ими, неразумен.
Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анна ҫапла хуравласа каланӑ: апла мар, хуҫамӑм; эпӗ — чун-чӗререн хурланакан арӑм, эрех те, ҫиккер те ӗҫмен эпӗ; чунӑма Ҫӳлхуҫа умӗнче уҫса патӑм; 16. хӑвӑн чуруна юрӑхсӑр хӗрарӑм тесе ан шутла, эпӗ хама чӑтма ҫук хурлӑх пуснӑран ҫапла нумайччен калаҫрӑм, тенӗ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ Хӑвӑн чурун хурлӑхӗ ҫине хӗрхенсе пӑхсассӑн, мана аса илсессӗн, Эсӗ Хӑвӑн чуруна манса каймасассӑн, Эсӗ Хӑвӑн чуруна арҫын ачаллӑ тусассӑн, эпӗ ӑна унӑн кунӗсем вӗҫленичченех Ҫӳлхуҫана [халалласа] парӑп, [вӑл эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ,] унӑн пуҫне нихӑҫан та ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ сӗртӗнмӗ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Маноя каланӑ: эпӗ арӑмна мӗнрен сыхланма каланӑ, вӑл та ҫавӑнтанах сыхлантӑр; 14. вӑл иҫӗм йывӑҫҫи паракан нимӗнле ҫимӗҫе те ан ҫитӗр; эрех те, ҫиккер те ан ӗҫтӗр, нимӗнле таса мар апат та ан ҫитӗр, эпӗ унӑн амӑшне мӗн хушрӑм, пурне те ҫавӑн пек тутӑр, тенӗ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Арӑм ӗнтӗ упӑшкине пырса каланӑ: ман патӑма Турӑ ҫынни килсе кайрӗ, пӑхма хӑй Турӑ Ангелӗ евӗрлӗ, питех те сумлӑ курӑнать; эпӗ унран ӑҫтан килнине ыйтмарӑм, вӑл та мана хӑй ятне каламарӗ, тенӗ; 7. вӑл мана ҫапла каларӗ: «Акӑ эсӗ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратса парӑн; эппин, эрех те, ҫиккер те ан ӗҫ, таса мар апат ан ҫи, мӗншӗн тесессӗн вӑл мӗн ҫуралса мӗн виличченех Турӑ назорейӗ пулӗ» терӗ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав арӑма Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ, каланӑ ӑна: акӑ эсӗ хӗсӗр, ача ҫуратмастӑн; анчах эсӗ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратса парӑн; 4. эппин, асӑрхан — эрех те, ҫиккер те ан ӗҫ, таса мар апат ан ҫи; 5. акӑ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратса парӑн, ун пуҫне ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ сӗртӗнмӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав ача мӗн ҫуралнӑранпах Турӑ назорейӗ пулӗ, вӑл Израиль халӑхне филистимсен аллинчен ҫӑлма пикенӗ, тенӗ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5-6. Эпӗ сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр иккенне пӗлтермешкӗн сире хӗрӗх ҫул пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, сирӗн ҫийӗрти тумтирӗр те кивелмерӗ, санӑн урунти ура сыррийӗ те ҫӗтӗлмерӗ; эсир ҫӑкӑр та ҫимерӗр, эрехпе ҫиккер те ӗҫмерӗр.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ятне асӑнмашкӑн суйласа илнӗ вырӑн санран аякра пулсассӑн, ҫулӗ вӑрӑм пулнӑран эсӗ ҫак парнесене илсе кайма пултараймӑн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана пиллӗх панӑ пулсассӑн, 25. эсӗ ҫавна кӗмӗлпе улӑштар, кӗмӗле аллуна тыт та Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илнӗ вырӑна ҫит; 26. ҫав кӗмӗлпе вара ху мӗн килӗштернине, — вӑкӑр, сурӑх, эрех, ҫиккер — чуну мӗн ыйтнине пӗтӗмпех туян та унта Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче ҫи, хӑвӑн килӳ-йышупа пӗрле савӑн.
Аст 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1