Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑна хирӗҫ Павлуш: «Нӳхреп ҫийӗ ҫинче вунпилӗк ҫерҫи ларнӑ. Сунарҫӑ пӑшалпа пенӗ те иккӗшне вӗлернӗ. Миҫӗ ҫерҫи юлнӑ?» — ыйтнӑ Павлуш, пиччӗшӗ култарнине аса илсе.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Мӗскӗн Ҫерҫи арӑмӗ шулап ҫинче хурланса вилнӗ пек ларни ватӑ Ҫерҫие пушшех ҫиллентернӗ.Бедная Воробьиха сидела на крыше такая жалкая и убитая, и это еще больше разозлило старого Воробья.
III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.
Ватӑ Ҫерҫи ҫапла пуҫтахланни кулӑшла пулсан та, ӑна пурте хӑнӑхнӑ, шӑнкӑрч вӗллине те чӑнахах ватӑ Ҫерҫи валли тунӑ тесе ӗнене пуҫланӑ.
II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.
Пӗчӗк Ҫерҫи шӑнкӑрч вӗллине Ҫерҫи пурӑнма кӗнӗшӗн питӗ хурланнӑ…Маленький Сережка был ужасно огорчен, что в скворечнике поселился самый обыкновенный воробей.
I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.
— Пирӗн стариксем: «Кӑҫалхи ҫерҫи иртнӗ ҫулхи ҫерҫие чӗриклетме вӗрентет», теҫҫӗ.— Старики у нас говорят: «Нынешний воробей прошлогоднего чирикать учит».
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫерҫисем вилес пек хӑраса ӳкеҫҫӗ: хӑшӗсем ним шухӑшласа тӑмасӑр вӗҫсе каяҫҫӗ, теприсем ҫулҫӑ айне пытанаҫҫӗ, хӑйне паттӑр тесе шутлакан ҫерҫи чӗппи хӑй мӗн тунине те пӗлмесӗр, ҫунаттисене шалтӑр ярса, курӑк ҫийӗпе чупать.
Xӗлле // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӗсен калаҫӑвне сарӑ сӑмсаллӑ пӗчӗк ҫерҫи чӗппи те хутшӑннӑ (Анатолий Петрович ҫерҫи чӗппи пек калас тесе ҫинҫе сасӑпа калама пуҫларӗ):
Xӗлле // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ҫерҫи вӑл ҫерҫи, кукамай вӑл кукамай иккенне ача пӗлмен-ха.Мальчишка, конечно, не знал ни того, что воробьи — это воробьи, что букашки — это букашки.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Пурте харӑс хутшӑнса хушса юрламаллине юрлаҫҫӗ, Яша пичче вара, туйри кайӑксем пекех туса кӑтартать: акӑ каччӑ хура курак, юнашар ҫураҫнӑ хӗрӗ — тӗпеклӗ чарлан, акӑ ват ӳхӗ-пуп, ку евчӗ-кӑвакал, ав чарлана юратса пӑрахнӑ кӗвӗҫекен ҫерҫи, акӑ тата кайӑк-кӗшӗк туйӗнче спитч калакан ҫивӗч ӑслӑ ҫерҫи тӑмани, ку вара Яша пичче хӑй партизансен уявӗнче каланинчен кая мар калаҫать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чи малтан Анат каса куҫса килсе ларнисем: Михаля Люгинӗ, Никифор Ҫтаппанӗ (Ҫерҫи), Никифор Кӗҫтенкки (Ҫерҫи), Кукли Униҫӗмӗ, Йӗрӗк Микиш, Кукша Микиш, Сусмет Ваҫили арӑмӗ, Сусмет Энтри, Ҫеки Ҫинакӗ-Караҫӗ, Тӑрши Питруха Мӗтри, Мати, Ҫитӑр ывӑлӗсем: Иван, Кӗҫтенкке.
Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14
Каласан ӗненмӗр, тӑвансем, кашни вӑрӑм туни — ҫерҫи пек, юн кӳпсе тултарсан вара ҫерҫирен те пысӑкрах пулать, чӑннине калатӑп!
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫав шӑтӑкӑн тӳпи айӗнче ҫара ҫерҫи кӗтӗвӗсем вырнаҫса пурӑннӑ, кашни кӗтӗвӗнче пиншер ҫара ҫерҫи пулнӑ.Под сводами пещеры, сцепившись клубками, висели летучие мыши, по тысяче в каждом клубке.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Левенӗн ҫӑварӗ ҫерҫи вӗҫсе кӗмелле кап карӑлса каять.
Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ых, ҫара ҫерҫи, — упӑшкин тӗлӗннипе карӑлса кайнӑ ҫӑварне вӗҫсе кӗрсе кайманни кӑна Верук инке.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Тин кӑна ҫерҫи тытнӑ кушакӑнни пекех йӑлтӑркка.
Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Ялта ҫерҫи вилмен, теҫҫӗ — шӳтленӗ Петр Петрович.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Урӑхла пулсан, вӗсем ҫара ҫерҫи пекех.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Лӑпкӑ ҫанталӑкра ҫерҫи пуҫӗ пек юр ӳккеле пуҫларӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Чӑх ҫӗрле ҫывӑрать, ҫара ҫерҫи ҫывӑрмасть.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ватӑ ҫерҫи Хӗлимун сӑмах майӗпе Ҫӗпритуна Улькапа Эрхип ҫинчен хӑй мӗн илтнине каласа пачӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.