Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ирина медале пӑхса Сергей умнех пӗкӗнчӗ те, Сергей ун хӑлхи тӗлӗнче, тӑнлавӗсем ҫинче ҫемҫе ачаш мамӑкне асӑрхарӗ, Ун ҫемҫе тутине, кӑтра ҫӳҫ ҫаврашкисемпе хупланнӑ хӑлхисене, хӗвелпе пиҫсе хӗрелнӗ мӑйне чи малтан курнӑ пек туйӑнчӗ Сергее, илӗртекен ҫемҫе ачаш мамӑка чуптӑвас килчӗ.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл яштака, илемлӗ, савӑнӑҫлӑ ҫамрӑк ҫын, Сергейрен пилӗк ҫул анчах аслӑ; Кавказ тумӗ тӑхӑнса, вӗҫкӗн ҫӳреме юратать: саран тыттарнӑ кӑвак пустав галифе тӑхӑннӑ, уринче шевро, кӗлесӗр ҫемҫе атӑ — атти вара ҫав тери ҫемҫе, утнӑ чухне утти те илтӗнмест; тӳрӗ ҫухаллӑ вӑрӑм кӗпи ҫинчен пилӗкне ансӑр чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ; хӗлле кубанкӑпа пашник, ҫулла — качака ҫӑмӗнчен йӑваланӑ ҫемҫе шлепке тӑхӑнать.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Килмӗттӗмччӗ, тӑвансем, сирӗн пата, Э-эх, юрататӑп ҫемҫе те чӗлхӗре, Э-эх, юрататӑп ҫемҫе те чӗлхӗре…
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Аслӑ пуҫлӑхсем хӑйсен хаклӑ пурнӑҫне пылчӑклӑ хирте, тӑшманпа ҫапӑҫса мар, канлӗ ҫеҫ, ҫемҫе тӳшек ҫинче, ҫемҫе минтерпе вӗҫленӗ.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Тукмаксемпе хытӑ ҫапсан, Анук пирӗ ҫемҫе пулать, Анук пирӗ ҫемҫе пулсан, Татюк валли кӗпе пулать! — тетпӗр.
Хӗрсем пир ҫапаҫҫӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ариадна Леопольдовна паралич ҫапнӑ хыҫҫӑн ултӑ уйӑх вырӑн ҫинчен тӑмасӑр выртнӑ, халӗ ӑна валли ывӑлӗ — Петр Ильич — ют патшалӑхран илсе килнӗ коляска туяннӑ, урапи шинисем — ҫемҫе резинӑран, урайӗнче йӗр хӑвармаҫҫӗ, ҫурри выртса — ҫурри ларса ҫӳреме пулать; лармалли те, хыҫӗ те ҫемҫе сӑран туртса тунӑскерсем.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Мамӑк пек ҫемҫе минтерсем, ҫемҫе тӳшек.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Ҫемҫе кушетка ҫинче майланса, вӑл хӑйӗн ури вӗҫӗнче ларакан каччӑн юрату ҫӑмахӗсене итлесе ларнӑ, каччӑн ҫемҫе те ҫӑра ҫӳҫӗсене лӑпкаса якатнӑ.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Анчах Смурый чарса тӑратчӗ: вӑл маншӑн ҫемҫе пулнӑҫемӗн ҫемҫерехчӗ, — тата мана пароход татти-сыпписӗр ҫӳрени шутсӑрах илӗртетчӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах Шульцӑн чӗри ҫемҫе пулнӑ, ҫак ҫемҫе чӗре ӑна чухӑнлатсах пынӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Хӑй вара: — Кунта килӗр! Одинцов! Саша! Кунта ҫемҫе, сӑпкари пек ҫемҫе! — тесе кӑшкӑрчӗ.
6 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Унӑн пӳрнисем кӑштах ыратса сӑрлатса тӑнӑ, анчах вӑл пӗтӗм шӑмшакӗнче ҫемҫерех ывӑну пулнине, ӳтне ӑшӑ утиял текеннине, тата пуҫ айӗнче ҫемҫе минтер пулнине кӑмӑллӑн туйса выртрӗ.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
— Халӑх пирӗн питӗ ҫемҫе, ох, ҫемҫе халӑх…
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унтан вӗсем укҫа хутаҫҫине ҫемҫе тӳшек айӗнчи улӑм тӳшек ӑшне чиксе хучӗҫ; питӗ шала тӗртсе кӗртрӗҫ те: «Халӗ ӗнтӗ шанчӑклӑ», — терӗҫ, мӗншӗн тесен негр хӗрарӑмӗ ҫемҫе тӳшекне кӑна кӑпкалатать-мӗн, улӑм тӳшекне ҫулталӑкра та пӗр-ик хут ҫеҫ ҫавӑркаласа хурать, ҫавӑнпа укҫа тӗплӗ вырӑнта, ӑна никам та вӑрламасть.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кровать пур сан, ҫемҫе сеткӑллӑ, тӑватӑ ҫемҫе минтер пур, ҫӗнӗ утиял та пур, утиял ҫитти ҫук ӗнтӗ…
XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫак пружинӑллӑ кровать ҫине, ҫӳллӗ сулхӑн минтерсем ҫине, тӗлӗнмелле ҫемҫе тӳшек ҫине Ҫемен ӗнтӗ темиҫе те выртнӑ, унӑн пӗтӗм ӳчӗ мамӑк пек ҫемҫе тӳшек ӑшне путнӑ чух унӑн чӗринче лӑпкӑ та ӑшӑ пулнӑ.
XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вара ҫывӑрнӑ хушӑрах пуҫ айӗнчен хытӑ пуҫелӗк майӗпен шӑвӑнса тухнине, пуҫӑм ҫемҫе, тӗлӗнмелле ҫемҫе минтер ӑшне путнине канӑҫлӑн туйса илтӗм.
21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
8. Мӗн курма кайрӑр вара эсир? ҫемҫе тумтир тӑхӑннӑ ҫынна курма-и? Ҫемҫе тумтир тӑхӑнакансем патша керменӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫемҫе те хулӑн кӗрӗке хывсан, пиҫсе ҫитнӗ чие ҫырли тӗслӗ ҫӑм кӗпе тӑхӑннӑ «матрешка» сиксе тухрӗ ӑшӑ кӗрӗкрен.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Алли ҫемҫе.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.