Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемьерен (тĕпĕ: ҫемье) more information about the word form can be found here.
Вӑл йӑлтах ӗҫе путрӗ, мӗнпур тимлӗхне кисть ҫине куҫарчӗ, хӑй ӳкерекен хӗрача арастократиллӗ ҫемьерен пулнине каллех манса кайрӗ.

Работа заняла его всего, весь погрузился он в кисть, позабыв опять об аристократическом происхождении оригинала.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Ун ҫийӗнчи галунлӑ тумтирӗ вӑл аристократиллӗ ҫемьерен пулнине палӑртать; вӑл, хӑй ҫынпа калаҫма юратнине кӑтартас тесе, сӑмах хушрӗ:

Он был с галунами и наружностию, показывавшею пребывание его в аристократическом доме, и почел приличным показать свою общежительность:

II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.

— Пӗр ҫул хушшинче ҫемьерен иккӗн катӑлчӗҫ…

— За один год двоих у нас в семье не стало…

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ун чухне эпир хамӑр та йӑнӑш турӑмӑр ҫав, ӑна ҫав тискер ҫемьерен туртса кӑлармарӑмӑр, пире кивӗ пурнӑҫра кансӗрленине ытла та тӳсме пултарайман ҫав, ҫавӑнпа пурне те пӗр купана йӑвантарнӑ, пурне те пӗр хаяр виҫепе виҫнӗ.

— Мы тоже тогда дали маху и не вырвали ее из той страшной семьи, мы были слишком непримиримы к тому, что мешало нам в прежней жизни, часто поэтому становились до жестокости принципиальными и все валили в одну кучу, не разбирая, мерили всех одной суровой меркой…

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Каярахпа эсир мана, ют ҫемьерен туртса илсе, ача ҫуртне, Алексей Макарович патне, леҫсе ятӑр…

А позже вы вырвали меня совсем из другой семьи и отвезли в детский дом, к Алексею Макаровичу…

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ксюшӑ лайӑх ҫемьерен

— Ксюша из хорошей семьи…

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Асту… пирӗннисем, эппин, ман ҫемьерен, никам курнӑ ан пултӑр.

Да так передай, чтобы… ну, к примеру, из наших кто недоглядел, из моей семьи.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗҫлекен ҫын ҫемьерен нумайлӑха, ӗмӗрлӗхе тухса кайнӑ.

Из семьи уходил работник надолго, навечно.

Хусах // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ҫемьерен уйӑрчӗҫ, каҫӑрмара муритлерӗҫ…» — мӑкӑрланса тухрӗҫ ун пуҫӗнче вӗри шухӑшсем.

Оторвали от семьи, морили в казарме…» — клубился в голове его кипящий ком мыслей.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мӗнле ҫемьерен тухнӑ вӑл, мӗнле воспитани панӑ ӑна, унӑн ӑс-тӑнне аталантарасси енӗпе кам ӗҫленӗ?

Что у нее за семья, как она воспитывалась, кто приложил руку к ее развитию?

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Акӑ, атте эпӗ сире илме сӗнекен кучер, йӗкӗт лайӑх ҫемьерен.

— Вот, папа, кучер, которого я вам рекомендую.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Виҫӗ уйӑх маларах Андрей килтен, ҫемьерен уйрӑлса каяс йывӑрлӑха пӗрремӗш хут тӳссе ирттернӗччӗ.

Три месяца назад Андрей впервые пережил тяжесть разлуки с домом и семьей.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӗсем ҫак ҫемьерен хӑшне те пулсан вӑрласа кайсан, ку ҫемьене вара телейлӗ ҫемье теме ҫук.

А если похитят одного из героев, счастливой семью уже не назовешь.

Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.

Ҫемьерен пӗр ҫын пулсан та ҫитет».

Хватит и одного человека с семьи».

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Пӗр ҫемьерен унта пӗр хам пулни те ҫитет», — текелерӗ.

«Довольно меня одного на нашу семью», — говорил он.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эс халь пуласшӑн акӑ ман, Манасшӑн хӑв йӑхна, — мӗншӗн тесен, эпӗ чаплӑ ҫемьерен тухнӑ вӗт-ха, — Анчах чухлаччӗ эс малтан Манӑн пурнӑҫӑма.

Ты хочешь, дева, быть моей, Забыть свой род и сан, — потому что ведь я знатная, — Но прежде отгадать сумей, Какой мне жребий дан.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Икӗ ҫемьерен кашниех хӑйсемле, хӑйсене мӗнле килӗшет, ҫавӑн пек пурӑнаҫҫӗ.

Каждое из двух семейств живет по-своему, как больше нравится которому.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Апла пулсан, хӗрӗм, лайӑх ҫемьерен пулатӑн-и-ха?

— Так из благородных, милая?

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл, ҫемьерен тухса каяс тесе, гувернантка пулса ӗҫлесшӗн.

Хочет быть гувернанткой, чтоб уйти от семейства.

X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл начар ҫемьерен тухнӑ тата, сирӗнпе танлаштарсан, чылаях чухӑн пулин те, ӑна качча илни сирӗн ӗҫе питех те ӑнтармалла: эсир укҫаллӑ ҫын, вӑл хитре те ӑслӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ хӗр, ӑна чаплӑ ҫынсемпе паллаштарсан, вӑл ҫав ҫынсем хушшинче ҫав тери пысӑк вырӑн йышӑнмалла; ку усӑллӑ пулассине кашни упӑшках ӑнланать.

Женитьба на ней, несмотря на низкость ее происхождения и, сравнительно с вами, бедность, очень много двинула бы вперед вашу карьеру: она, будучи введена в большой свет, при ваших денежных средствах, при своей красоте, уме и силе характера, заняла бы в нем блестящее место; выгоды от этого для всякого мужа понятны.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed