Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемйӗре (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
«Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр: ҫемье вӑл халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ.

«Берегите семью: в семье - опора народа и государства.

Олег Николаев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/08/ole ... lyubvi-i-v

«…Турра ӗненсе пурӑнсан пурнӑҫ хытти этемшӗн хӑрушӑ мар. Ӑна ӗненсе пурӑнмасан ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ сивӗ пулать, тӗттӗм пулать», «Вырӑс халӑхӗ пит ӑслӑ халӑх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ: эсир ӑна итлӗр, юратса пурӑнӑр. Ҫак халӑх сире тӑван вырӑнне хурса йышӑннӑ, хӑй ҫемйи тунӑ…», «Асра тытӑр! Пайсӑр тӑрса юлнӑ хӑвӑрӑн мӗскӗн чӑваш тӑван халӑхӑра эсир пулӑшса пурӑнмалла, вӗсене ӑҫтан та пулин катаран пулӑшу килӗ-ха, тесе тӑмалла мар», «Тӑван халӑхӑн ҫуклӑхӗнчен, начарлӑхӗнчен, вӑл тӗттӗмре пурӑннинчен ан вӑтанӑр: эсир вӗсен хушшинчен тухнӑ, ӗҫлессе те вӗсемшӗн ӗҫлемелле», «Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр: ҫемье вӑл халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ», «Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Пурнӑҫра курма тӳр килнӗ йывӑрлӑхсенчен ан кулянӑр. Юратса тусан чи пӗчӗк ӗҫ те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать, ӳркенсен, ытахальтен анчах ӗҫлесен чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять»…

Help to translate

Сӑваплӑ Халал сӑмахӗсем ӗмӗрлӗх чӗрере // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81a%d0% ... %80%d0%b5/

Ҫемйӗре кунта куҫарас теместӗр-им?

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анчах… ҫапах та, Джесси, манӑн чӑннипех эсӗ качча кайнине, сирӗн йӗркеллӗ ҫемйӗре курас килет.

Но все-таки, Джесси, мое искреннее желание — видеть тебя хорошо устроенной, замужем.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Акӑ, курӑр ӗнтӗ, — тенӗ начальник, — кунта эсир пирӗннисене пулӑшрӑр, унта юлташсем сирӗн ҫемйӗре ҫӑлса хӑварнӑ, — тенӗ.

— Вот, — сказал начальник, — здесь вы помогали нашим, а там товарищи спасли ваших.

Шыв илни // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.

Вӗсене хӑвӑр ҫемйӗре илӗр.

Прошу принять их в свою семью.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Сирӗн ҫемйӗре хӗрхенсе эпӗ, тен, хам сӑмаха улӑштарӑп, — ҫирӗппӗн каларӗ вӑл.

— Жалея вашу семью, я, пожалуй, изменю свое решение, — жестко сказал он.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Урӑхла каласан, сире хӑвӑра, ҫемйӗре, хӑвӑр килӗре тивмен япаласем ҫинчен ан шарлӑр!

То есть молчать обо всем, что не касается лично вас — семьи и вообще дома вашего!

XIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Ан пӑшӑрханӑр, подпоручик; хулана килнӗ чух эпӗ сирӗн аҫӑра тата ҫемйӗре тӗл пултӑм.

— Не беспокойтесь, подпоручик: по дороге в город я встретил вашего отца и всю семью.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Вӑл сирӗн ҫемйӗре аркатасшӑн мар, сиртен алимент та шыраса илесшӗн мар, вӑл хӑй кам йӑхӗнчен пулнине кӑна пӗлесшӗн.

Help to translate

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Хаваслансах илнӗ пулӑттӑм, пӗлетӗп сирӗн ҫемйӗре, ӗҫлеме юратакан халӑх, анчах вырӑн ҫук манӑн.

— С радостью взял бы, знаю вашу семью, работящий народ, да места у меня нет.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ сирӗн ҫемйӗре пурӑнма куҫрӑм пулсан, яланах унпа пӗрле пулмалла.

Раз я пришла жить в вашу семью, я должна быть с нею всегда.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed