Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӗр ҫитмӗл иккӗмӗш ҫулта Димитрий патша хӑйӗн ҫарӗсене пухнӑ та, Трифона хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма пулӑшу илесчӗ тесе, Миди ҫӗрне тухса кайнӑ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Ионафан ӑна ӗненсе вӑл каланӑ пек тунӑ: ҫарӗсене каялла янӑ, вӗсем вара Иудея ҫӗрне таврӑннӑ, 47. хӑй патне виҫӗ пин ҫын хӑварнӑ, вӗсенчен икӗ пинӗшне Галилейӑна хӑварса, хӑйпе пӗрле пӗр пинне анчах илсе кайнӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, Антиох патша ҫилленсе кайнӑ, вара ҫынсем ярса хӑй патшалӑхӗн пӗтӗм вӑйне пӗр ҫӗре пухнӑ, ҫапла унӑн питӗ вӑйлӑ ҫар пухӑннӑ; 28. хыснине уҫса вӑл хӑйӗн ҫарӗсене ҫулталӑклӑх шалу панӑ, вӗсене, кирек хӑш самантра та кирлӗ пулма пултаратӑр тесе, хатӗр тӑма каланӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах Давидпа пӗрле пулнисем ӑна каланӑ: эпир кунта Иудейӑра та хӑратпӑр, Филисти ҫарӗсене хирӗҫ Кеиле мӗнле каяс-ха пирӗн? [эпир филистимсен тыткӑнне лекӗпӗр,] тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сирӗн ывӑлӑрсене каламастӑп: вӗсем хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр янӑ хасана пӗлмен-курман, Унӑн аслӑлӑхне [тата] Унӑн тӗреклӗ аллипе Унӑн хӑватлӑ вӑйне, 3. Унӑн Египетра кӑтартнӑ паллисемпе ӗҫӗсене, фараона, Египет патшине, тата унӑн пӗтӗм ҫӗрне мӗн тунине, 4. Египет ҫарне, унӑн утлӑ ҫарӗсемпе унӑн урапаллӑ ҫарӗсене мӗн кӑтартнине, вӗсене, сирӗн хыҫӑртан хӑваласа пыраканскерсене, Хӗрлӗ тинӗс шывне путарнине — Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ҫапла вӗсене нихӑҫан йӑл илмелле мар пӗтерсе пӑрахнине курман; 5. хӑвӑр ҫак вырӑна килсе ҫитиччен Вӑл пушхирте сирӗншӗн мӗн-мӗн тунине, 6. Дафанпа Авирона — Рувим ывӑлӗн Елиавӑн ывӑлӗсене — мӗн кӑтартнине: ҫӗр ҫурӑлса кайнине, вӗсене хӑйсене, вӗсен килӗ-йышне, чатӑрӗсене, хӑйсем тытса тӑнӑ мӗнпур пурлӑхне пӗтӗм Израиль умӗнче ҫӗр ҫӑтса янине курман, 7. эсир вара Ҫӳлхуҫамӑр тунӑ пӗтӗм аслӑ ӗҫе хӑвӑр куҫӑрпа курнӑ.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
ЧР Ҫар ӗҫ комиссариачӗн Вӑрмар тата Куславкка районӗсен пай начальникӗ В.Ляшенко кӗскен те уҫӑмлӑн каларӗ: «Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухни чи малтанах вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемшӗн, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисемшӗн чи пысӑк уяв. Вӗсем кӗтнӗ, пурне те кӗтсе илеймен, районта ултӑ ҫамрӑк аякри ҫӗршывра куҫӗсене хупнӑ. Ҫар ретне тӑракан ҫамрӑксем, интернационалист-воинсем сирӗншӗн ырӑ тӗслӗх пулмалла».
Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26
Вӑхӑт хӑвӑрт шӑвать ҫав - февралӗн 15-мӗшӗнче Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа шӑп та лӑп 27 ҫул ҫитрӗ.
Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26