Шырав
Шырав ĕçĕ:
Николай Антоныч пулӑшман пулсан вӑл, хӑй ашшӗ-аслашшӗ пек, унччен ҫичӗ сыпӑк мӗнле пурӑннӑ, ҫавсем пекех пулӑ тытса ҫеҫ пурӑннӑ пулӗччӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӗр ҫинче мӗн кӑна пулса иртет, ҫавсем пурте уншӑн пирӗн хӑвӑртрах Туркестана каймалла тенине пӗлтереҫҫӗ иккен.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пурте ман куҫӑмра нихҫан пулман усал йӑлӑ йӗрӗсем шыранӑ; ҫавсем пур пулӗ тесе те шутланӑ, пыра киле вӗсем пула та пуҫланӑ.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хам та ҫавсем пекех ӑста ҫӳренине ыттисем мухтасан, кӑмӑла уҫма ҫук вара манӑнне.Ничем нельзя так польстить моему самолюбию, как признавая мое искусство в верховой езде на их лад.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хула варринелле ансан, бульвар тӑрӑх утрӑм, унта эпӗ салхуллӑ ушкӑнсене тӗл пултӑм, вӗсем майӗпен кӑна ту ҫинелле улӑхатчӗҫ; кунта пуринчен ытла ҫеҫен хир улпучӗсен ҫемйисем: ҫавсем иккеннче часах тавҫӑрса илме те пулать, упӑшкисем вӗсен модӑран туха пуҫланӑ кивӗ сюртуксем тӑхӑннӑ, майрисемпе хӗрӗсем вара питӗ хитре тумланнӑ: шывпа сывалма пынӑ ҫамрӑксене вӗсем йӑлтах шута илсе пӗтернӗ пулас, мӗншӗн тесен вӗсем ман ҫине те питех ӑшӑ кӑмӑлпа пӑха-пӑха илчӗҫ: Петербургра ҫӗлетнӗ сюртукӑм улталарӗ вӗсене, анчах, ҫийӗмре ҫар эполечӗсене курсанах вӗсем тарӑхса, аяккалла пӑхса иртрӗҫ.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ кунта ҫынсен чӑн ячӗсене пурне те улӑштартӑм пулин те, кунта кам ҫинчен каланӑ, ҫавсем хӑйсене палласа илме пултарӗҫ тата кунти тӗнчерен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ ҫыннӑн тивӗҫсӗр ӗҫӗсене тӳрре кӑларӗҫ-и, тен, унсӑрӑн вӗсем халичченех ӑна ҫеҫ айӑпланӑ пулӗччӗҫ-ха: эпир вӗт мӗн ӑнланнине кирек хӑҫан та тенӗ пекех каҫаратпӑр.
Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑрӑмтунасем йӑлӑхтармалла нӑйлатаҫҫӗ, — ҫак вӑрманти этем пурӑнмалли ҫуртра пӗр ҫавсем ҫеҫ кансӗрлесе тӑчӗҫ.Надоедливо пищали комары, — в этом лесу в человеческом доме только они мешали.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Таврашӗпех чурӑс халӑх, кунсерен кунта хӑрушлӑх пур, тӗлӗнмелле ӗҫсем те пулса иртеҫҫӗ, ирӗксӗрех вара: пирӗн ҫавсем ҫинчен ытла сахал ҫыраҫҫӗ, тесе шеллетӗн.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Халӗ ҫавсем пурте чӑнах та ҫапла пулмалли паллах ӗнтӗ маншӑн.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫавсем ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартас пулать, — манӑн повесть пӗтмен-ха (ку ӗнтӗ эпӗ ӑна ҫырса пӗтерессе шаннӑ пек те илтӗнет).
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Марья Кириловна ҫавсем ҫинчен тӗпчесе пӗлесшӗн ҫуннӑ, князӗ хӑшпӗр япали ҫинчен пытарарах каланӑ пек, пӗтӗмпех пӗлтермен пек туйӑннипе, хӗр пушшех пурне те ытларах пӗлесшӗн пулнӑ.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Халӗ ӗнтӗ ҫавсем пурте тӗтре пек сирӗлсе каяҫҫӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Анчах шӑп ҫак самантра, пурнӑҫ пур енчен те лайӑхланнӑ пек туйӑннӑ чухне, вӑл тинех тӑван ҫемьене лексен — пӗррех! — ҫавсем пӗтӗмпех пӗтсе лараҫҫӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Тепӗр самантранах пурте ҫавсем пиллӗкӗш тапкаланма пӑрахман лаша какайне турткала-турткала вӑтӑрма, куҫа шартакан чӑлт шурӑ юр ҫинче пӑсланса выртакан кӑвак-кӗрен пыршӑсене унталла-кунталла сӗтӗрме тытӑнчӗҫ, ӑрлатрӗҫ, ертӳҫӗ хӑйӗн сарӑ ҫаврака куҫӗсемпе этем енне икӗ хутчен тӳп-тӳррӗн те хӑррӑн пӑхса илчӗ…
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Ҫавсем пурте манӑн валли мар…
35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Усал ҫынсем ҫавӑнта, тӑлӑх арӑмӑн карти патӗнче, калаҫса тӑнӑ чухне, вӑл хӑех ӑнланнӑччӗ вӗт-ха: ҫавсем тавернӑран йӑтса тухнӑ тӗркере нимӗнле пуянлӑх та пулман.Потому что, еще у изгороди подслушав разговор, он перестал надеяться, что в узле был клад.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ир еннелле, вырӑнӗ ҫинче выртса, пулни-иртнисене тӗпӗ-йӗрӗпе астуса илнӗ чухне, Том акӑ мӗн асӑрхарӗ: ҫавсем темӗнле лайӑх палӑрман пек, инҫетре пек, пурте урӑх тӗнчере е тахҫан ӗлӗкех пулнӑ пек туйӑнчӗ.
27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем тӑчӗҫ те пӗрене хушшисемпе ҫавсем хыҫҫӑн нумайччен пӑхрӗҫ.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл ушкӑнӗпе хӑй ҫине пӑхнине курмӑш, пӑшӑлтатнисене илтмӗш пулма тӑрӑшрӗ, анчах ҫавсем ӑна шутсӑрах хӗпӗртеттерчӗҫ.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл пӗр тйвӗҫлӗ ҫынсене ҫеҫ хӑйӗн ырлӑхне кӑтартса пулсан, хӑйӗн ырӑ аллине ҫавсем патнелле ҫеҫ тӑсас пулсан, халӗ ҫакӑнта кулса хӗпӗртекен ҫынсем тата вилсен вӑл пурӑнакан ҫап-ҫутӑ та таса ҫӗре кӗме тивӗҫлӗ ҫынсем сахал пулӗччӗҫ…
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.